Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канлĕх мĕнне пĕлмен

01 октября 2016 г.

Канлĕх мĕнне пĕлмен

Кĕр кунĕсенче Саня аппа ир пуçласа мĕн каçчен пахчара кăштăртатать. Улми-çырли нумай пулчĕ кăçал, компот-варенине чылай хатĕрлерĕ. Ăнса пулнă ытлашши пахча çимĕçпе çырлана ахаль сая ярас килмест, çавна май кашни шăматкун  пасара тухса сутать.

Нумаях пулмасть Александра Петровна сакăр теçетке çула хыçа хăварчĕ. Амăшне сумлă юбилейпе саламлама инçетре пурăнакан хĕрĕпе ывăлĕ те килсе çитрĕç. Тăван килте каннă вăхăтра  вĕсем пĕрре те ахаль лармаççĕ. Акă ĕнер  выльăх кăшманне пуçтарса кĕртрĕç. Кунсем çумăрлă тăнăран кăшт хĕвел пăхсанах пахчари юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Александра Петровна  ытти чухне те пахчара е картишĕнче ĕçленĕ вăхăтрах пÿрте кĕре-кĕре тухать. Мăшăрĕ, Алексей Пантелеймонович, çичĕ çул каялла йывăр чирлесе ÿкрĕ те, ăна вăхăтра апат çитерсе, пăхса тăмалла. Юрать-ха, патак çине таянса хăй тĕллĕн кăштах утать. Маларах мăшăрне хĕрарăм хăй çине таянтарса нумай уттарса çÿретнĕ.

- Пурăн-ха, пурăн, килте пĕччен юлни мар. Ватлăхра пĕр-пĕрне пулăшу, тĕрев кирлĕ, - тет ăшпиллĕ Саня аппа Алюш тете çине пăхса.

- Чăнах та, арăм лайăх пăхать мана, - тет Алексей Пантелеймонович.

Алексей Сининпа редакцие ĕçлеме килсен паллашрăм. Патăрьел типографийĕн Елчĕк филиалĕн мастерĕнче ĕçлетчĕ вăл. Каярахпа филиал «Елчĕк типографийĕ» ята илчĕ. А.П.Синин унăн пĕрремĕш директорĕ пулчĕ. Ертÿçĕ кăна мар, кăткăс техникăна лайăх пĕлсе, юсаса тăратчĕ.

«Алюш тете», - тесе чĕнетчĕç ăна типографи хĕрĕсем.

Малтанах тĕлĕнеттĕм те çапла чĕннĕшĕн. Ара, ĕçре мĕнле тете пултăр-ха? Елчĕксем хăйсенчен аслă çынна, тутарсем пек, пурне те тете тесе хисеплесе чĕннине кайран ăнлантăм вара. Пенсие Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ типографи директорĕнченех кайрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тата тепĕр пилĕк çул тăрăшрĕ. 

Ĕç биографийĕ пуян та анлă Алексей Пантелеймоновичăн. Хăй утса тухнă анлă кун-çула тĕпĕ-йĕрĕпех каласа парать вăл. Калаçма ăста, тăван ял, йăх-несĕл историне лайăх пĕлнĕрен итлесе ларма  кăмăллă.

Тăрнашур ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей шкулта лайăх вĕреннипе палăрнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Аслă Елчĕке утнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăнах колхозра ĕçленĕ. Пултарулăхне кура ялти лавккана сутуçăна лартнă. Ял çыннисене кăна мар, таврари тутар ялĕсене те куллен кирлĕ таварсем турттарнипе палăрнă çамрăк. Унтан виçĕ çул Совет Çарĕн ретĕнче тăнă. Салтак тумне хывнă хыççăн пĕр вăхăт каллех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Каярахпа каçхи шкулта  аттестат илнĕ хыççăнах райĕçтăвкомăн социаллă пулăшу пайĕн инспекторĕнче ĕçленĕ. Çав вăхăтрах малалла вĕренес ĕмĕте çухатман. Çĕрпÿри совхоз техникумран ăнăçлă вĕренсе тухнă. Мĕн ачаран техникăпа туслă, дипломлă специалиста Елчĕкри Сельхозтехника пĕрлешĕвне ĕçлеме янă. Кунта выльăх-чĕрлĕх витисене механизацилес енĕпе ĕçлекен инженер пулнă вăл. Каярахпа тăхăр çул Елчĕкри СМУра производство ертÿçинче тăрăшнă.

Алексей мăшăрне те хăй пек пултаруллине тупнă. Аслă Елчĕк шкулĕнче пĕрешкел класра вĕреннĕскерсем пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ. Çулсем иртнĕçемĕн иккĕшĕн ялти туй-çăнăхтара пĕрле пулма тÿр килнĕ. Пăрчăкан пек правур та илĕртÿллĕ хĕр Алюш тăванĕсене те килĕшнĕ. Ун чухне Саня фермăра  чи ĕçчен хĕр пулнипе палăрнă.

1961 çулхи кăрлач уйăхĕнче Тăрнашур ялĕнче Сининсен çемйи чăмăртаннă. 55 çул хушшинче мăшăр çемьери тĕрлĕ савăнăç-телейпе, пăтăрмахсемпе  тĕл пулнă. Çапах та пĕр-пĕрне ăнланса малалла талпăннă, ачасем çуратса тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çирĕп воспитани панă.

1972 çулта Сининсем Аслă Елчĕк ялне куçса килсе çĕнĕ пÿрт лартнă. Умра пусă чавнă. Паян та ăна типтерлĕ пăхса тăраççĕ хуçасем. Кунтах пилĕк пĕртăван çитĕннĕ. Аслă хĕрĕ, Оля, медучилище пĕтернĕ хыççăн направленипе Красноярск тăрăхне ĕçлеме кайнă. Унтах çемье çавăрнă. Пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Мария çĕр çинчи чи сăваплă профессине суйласа илнĕ. Елчĕкри тĕп больницăри УЗИ врачĕнче тăрăшать. Надежда та врач. Вăл – педиатр. Ывăлĕсем - Юрийпе Сергей - энергетиксем. Сининсен ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Мăнукĕсем те пĕринчен тепри пултаруллă. Алюш тетепе Саня аппан 7 мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук. Кинĕсемпе кĕрÿшĕсем те пĕринчен тепри пултаруллă.

- Эпир ачасем малалла вĕренччĕр тесе тăрăшрăмăр. Вĕсем аслă пĕлÿ илччĕр тесе  мăнуксене хамăр пăхса ÿстертĕмĕр. Мĕн каламалли, пилĕк эрнери мăнуксене те илсе юлнă. Пĕрре те чирлеттермен, - тет Александра Петровна. 

Вăл çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупман каçсене шутласа кăлараймăн.

- Ыйхă мĕнне пĕлместĕп эпĕ. Виçĕ сехет çывăрнипех канăçатăп, - тет вăл.

Кукамăшĕ кăкăр ачисене качака сĕчĕпе ÿстернĕ. Паян та  качака, чăх-чĕп йышлă усраççĕ Сининсем.

Ачасене ÿстернĕ чухне кăна мар, халĕ те канлĕх мĕнне пĕлмеççĕ вĕсем. Ĕмĕрне колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе ирттернĕ Саня аппа  пăру пăхнă, ĕне сунă чухне парнесемпе Хисеп хучĕсем сахал мар илнĕ, юбилей медальне те тивĕçнĕ. 12 çул хăмла бригадинче тăрăшса ачисене хăйпе пĕрле ертсе кайса ĕçпе пиçĕхтернĕ. Халĕ те пĕтĕм ĕçе чунне парса пурнăçлать Саня аппа. Пахчи пуян вĕсен. Улмуççи кăна вунă тĕп.

Вăрçă ачисен ачалăхĕ çăмăл пулман. Йывăр вăхăтра çитĕнсен те нăйкăшман вĕсем.

- Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет тени тĕрĕсех, ĕçпе йăпанса пурăнатпăр паян та, - пĕлтерет Александра Петровна.

Алексей Пантелеймонович тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне паян та çухатасшăн мар. Район хаçатне, ытти журналсене типтерлĕ упрать, вĕсемпе тĕплĕн паллашать.

- Пурнăçран юлас килмест, - тет вăл тăтăшах.

Çамрăк чухне Алексей Синин ăста алăллă пулнипе кăна мар, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнипе те палăрнă.

Сининсен кил-çурчĕ хăтлă та капмар. Ашшĕпе амăшĕ çулран-çул пуçтарнă пурлăха халĕ кĕçĕн ывăлĕ тата хушса пырать. Кил карти техникăпа та пуян. Алексей Пантелеймонович ача чухне лаша тилхепине тытма пуçланă, унтан мĕн ватăличчен, автомашина рульне алăран яман. Ашшĕн ăсталăхĕ ачисем çине те куçнă.

- Ватлăхра ачасемпе, мăнуксемпе савăнса, киленсе пурăннине нимĕн те çитмест, - теççĕ ялти сумлă ватăсем.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: ватăсем ывăл-хĕрĕсемпе, кинĕсемпе кĕрÿшĕсемпе, мăнукĕсемпе.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика