01 октября 2016 г.
Ун пек çын çинчен сăмах пуçарсан пин-пин çын ăна тĕрлĕ енлĕ аталаннă талант тесе палăртать. Çапла, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, «Елчĕк ен» ентешлĕхе йĕркелесе яракансенчен пĕри Николай Сергеевич Карлин хăй вăхăтĕнче колхозра та, шкулта та, ялсенчи культура çурчĕсенче тата Шупашкарти предприятисенче те ĕçленĕ, вăл сăвă та, юрă та çырать, калавсем, балладăсем, легендăсем хайлать. Николай Сергеевичăн çепĕç те чуна пырса тивекен юррисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, халăх хорĕсем, республикăри профессионал коллективсем шăрантараççĕ. Вăл - Елчĕк районĕн гимнĕн авторĕ.
Ахăртнех, Николай музыкант тата культура ĕçченĕ пулмах çуралнă. Аслă Елчĕкре пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ, районти сумлă педагог П.А.Печков аса илнĕ тăрăх, пĕчĕк Коля шкула çÿреме пуçличченех хуткупăс каланă, лайăх юрланă.
- Унăн кукашшĕ, Климентий, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Аслă Елчĕкри чиркÿ пачăшкиччĕ. Вăл Пăла тăрăхĕнчи чи чаплă юрăç шутланнă. Коля ашшĕ, Сергей Карлин, Хура Тинĕс флочĕн морякĕ пулнă. Сергей Степанович юрлама кăна мар, картинăсем ÿкерме, ялти йывăç çуртсене илемлетес тĕлĕшпе питĕ ăста çынччĕ. Ашшĕнчен тĕслĕх илсе Коля виçĕ çултах музыкăпа кăсăкланатчĕ, чăваш халăх юррисене шăрантаратчĕ, - çапла каласа панăччĕ пире 40 çул ытла каяллах Аслă Елчĕкри чи ватă çынсенчен пĕри Петр Алексеевич.
Манăн асра - 1969 çулхи çуркунне. Эпĕ ун чухне ВЛКСМ Елчĕк райкомĕнче пай заведующийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Шăп вăл вăхăтра паллашрăм та районти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçипе. Вырма пуçлансан эпир Николай Карлинпа Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.А.Тимофеев ертсе пыма пуçланă агиткультбригадăна лекрĕмĕр. Пуçланчĕ вара кăсăклă çулçÿрев. Уйăх çурăра эпир тăван районти кашни яла кăна мар, Тутарстан Республикинчи Апас, Пăва тата Теччĕ районĕсенче те пулса куртăмăр. Пирĕн çамрăк баянист тата сăвăç Николай Карлин ун чухне Сĕве юханшывĕн сулахай çыранĕсем хĕррипе вырнаçнă Тăхăръялăн илемне ытараймасăр «Шурă хурăн» сăвă çырчĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ кунранах тăватă куплетран тăракан çак сăвă çепĕç те чуна пырса тивекен юрă пулса тăчĕ. Акă унăн пĕрремĕш куплечĕ:
Шурă, шурă хурăн,
Кăтра çивĕтсем.
Сывлăмпа йĕпеннĕ
Сан туратусем.
Пĕррехинче паллă композитор, Шупашкарти музыка училищин теори уйрăмĕн заведующийĕ В.А.Ходяшев Елчĕк районĕнче командировкăра пулнă чух хĕрсен ушкăнĕ шурă хурăн çинчен хайланă юрра шăрантарнине илтнĕ. Виктор Александрович юрă вĕçленсенех Елчĕк районĕн культура пайĕн ертÿçинчен А.Г.Миллинран çак çепĕç юрă мĕнле майпа тата ăçта çурални çинчен ыйтнă.
- Сăввине те, кĕввине те культура çурчĕн ĕçченĕ Николай Карлин хайланă. Вăл малашне те çĕнĕ юрăсем çырма ĕмĕтленет. Питĕ маттур каччă вăл, - мăнаçлансах пĕлтернĕ Шупашкартан килнĕ хăнана Александр Георгиевич.
Часах Ходяшев чĕннипе Миллин пÿлĕмне Н.Карлин хăй пырса кĕнĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе паллашнă хыççăнах Виктор Александрович Николай Карлина Шупашкарти Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕме сĕннĕ. Çапла майпа Аслă Елчĕк каччи студент пулса тăнă. Кунта Н.Карлинăн чи юратнă педагог-наставникĕ В.А.Ходяшев композитор пулнă.
Ăçта кăна ĕçлемерĕ пуль юлашки 40 çул хушшинче манăн чи çывăх юлташăмсенчен пĕри: Шупашкарти «Текстильмаш» производство пĕрлешĕвĕнче, 4-мĕш профтехучилищĕре, Красноармейски районĕнчи Пикшикри вăтам шкулта тата «Заволжская» газ уçлакан станцире. Пур коллективра та Николай Сергеевич ырă йĕр хăварнă. Чи малтанах вăл тăватă е ултă сасăпа юрăсем шăрантарма пултаракан хăватлă хор йĕркеленипе чапа тухнă. Вĕсем пурте «халăх хорĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Вунултă çул каялла Николай Карлин Самар облаçĕнчи Сергиевск район администрацийĕн ертÿçисем чĕннипе унта вăхăтлăха ĕçлеме тесе тухса кайнă. Кунта пирĕн ентеш часах Хурамал Этелек ялĕнчи культура çуртĕнче чăвашсен «Асамат» юрăпа ташă ансамбльне йĕркелет. Тепĕр икĕ çултанах çак коллектив облаçри халăх пултарулăх коллективĕсен смотрĕнче Гран-при парнене тивĕçет. Çакăн хыççăн Сергиевск район администрацийĕ пуçарнипе Николай Сергеевича Хурамал Этелекре ятарлă çурт лартса панă.
Çакна та палăртар: Н.С.Карлин композитор 250 яхăн юрă кĕвĕленĕ.
Çак уйăхра халăх юратакан композитор, музыкант тата поэт çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Хăйĕн юбилейĕ тĕлне Николай Сергеевич темиçе кĕнеке хатĕрлесе çитернĕ. «Юмах, легенда, баллада» сборник 2000 çул пуçламăшĕнче Шупашкарти «Пегас» издательство çуртĕнче кун çути курчĕ. Ăна хăйне евĕрлĕ илемлĕ картинăсемпе Н.С.Карлинăн çывăх юлташĕ тата ентешĕ, Чăваш халăх художникĕ, ЧР Патшалăх тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ республика премийĕсен лауреачĕ В.И.Агеев илемлетнĕ. Çавăн хыççăн Н.С.Карлина Чăваш халăх поэчĕ Ю.С.Сементер сĕннипе ЧР Профессионал писательсен союзне йышăнчĕç.
Вунçиччĕмĕш çул пурăнать ĕнтĕ Самар облаçĕнче сумлă та мухтавлă Николай Сергеевич Карлин. Манмасть вăл тăван тăрăха, час-часах тăван Чăваш Ене çÿрет. Çавна май канăçсăр ветеран Атăл тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсен кăмăл-сипечĕпе характерне, вĕсен çыхăнăвĕсемпе пăшăрханăвне лайăх пĕлсе çитнĕ.
Николай Карлин 1946 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Аслă Елчĕкре колхозниксен çемйинче çуралнă. Шупашкарти «Елчĕк ен» ентешлĕх хастарĕсем кăçал унăн чаплă юбилейне халалласа, пуринчен малтан Чăваш наци библиотекинче пултарулăх каçне йĕркелерĕç.
Чăваш наци конгресĕпе Шупашкарти «Елчĕк ен» ентешлĕх юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Яков Ухсай культура керменĕнче «Чĕре ялан вунçиччĕре» савăнăçлă каç йĕркелеççĕ.
П.СИДОРОВ.
Источник: "Елчĕк Ен"