Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак ачи салтак пулнă

03 декабря 2016 г.

Салтак ачи салтак пулнă

Кашни çыннăн пурнăçĕнче паллă, асра юлмалли самантсем пулаççĕ. Нумай çул иртсен те вĕсем манăçа тухмаççĕ. Аслă Елчĕкре пурăнакан Владимир Емельянович Мешков ĕç ветеранĕн пурнăçĕнче те пур вĕсем. Пĕри çар пурнăçĕпе çыхăннă. Шăп та лăп 50 çул каялла вăл, виçĕ çул та виçĕ уйăх çар службинче тăнăскер, тăван килне каялла çаврăнса çитнĕ. Совет Çарĕн Германири çар ушкăнĕнче чăваш ачисем, çав шутра Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ çамрăксем те, сахал мар службăра тăнă. Пилĕк çамрăк аякри Германи çĕрĕ çинчен Елчĕк тăрăхне пĕрле çитнĕ. Виçĕ çул тăван килте пулман салтаксем тăван тăрăха, ашшĕ-амăшне, тăван-пĕлĕшĕсене аса илмесĕр пĕр кун та иртмен. Автобус тăван район çĕрĕ çине кĕрсен пĕр чарăнура чăтайман - салонран тухса асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ. Халĕ, çур ĕмĕр иртсен, ун çине пăхатăн та салтаксен пичĕсем çинче савăнăç кулли вылянине туйса илетĕн. Сăнÿкерчĕкре Владимир Мешков сулахайра тăрать. Унпа юнашар пĕрле выляса ÿснĕ Иван Амасев, виççĕмĕшĕ - Тÿскел ялĕнчи Александр Кучков. Офицер карттусне тăхăннă салтак Аслă Елчĕк каччи - Иван Вастулов. Сылтăмра Каркалар каччи - Михаил Бакин.

Пурте вĕсем вăрçă ачисем пулнă. Владимир Мешковăн ашшĕ, Емельян Васильевич, 1904 çулта çуралнăскер, 1942 çулхи июль уйăхĕнче фронта тухса кайнă, Сталинграда хÿтĕленĕ, 1943 çулхи февраль уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Çемьере 5 ача тăлăха юлнă. Вĕсене амăшĕ, Мария Леонтьевна, пĕччен пăхса çитĕнтернĕ.

Владимир Емельянович 1960 çулта Аслă Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Тутарстанри Пăва хулинчи тракторсемпе автомобильсене юсакан слесарьсем вĕрентсе хатĕрлекен професси училищине пĕтернĕ. Икĕ çул Ленин ячĕллĕ колхозра машинăпа трактор паркĕнче слесарь пулса ĕçленĕ. 1963 çулта ăна Совет Çарне илнĕ. Çамрăк боецсен курсне пĕтернĕ, присяга йышăннă хыççăн Хĕвелтухăç Германири Потсдам хулинчи танк экипажне службăна лекнĕ. Малтанах танкри тупă заряжающийĕ пулнă. Çамрăк боец тăрăшулăхне, вăл танкпа çÿреме юратнине командирсем асăрханă, вĕренÿ полкне механик-водителе вĕренме янă. Тăван полка каялла таврăннă, вăтам танкăн механик-водителĕ, аслă механик-водителĕ пулнă. Çар ăсталăхне ÿстерсе пынă: икĕ çул иртсен пĕрремĕш класлă механик-водитель ятне панă, сержант ятне тивĕçнĕ, çамрăксене çар ĕçне явăçтарнă. 1965 çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕсенче танк взвочĕн командирĕсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. СССР оборона министрĕн 1966 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнчи 265-мĕш номерлĕ приказĕпе Владимир Емельянович Мешкова кĕçĕн лейтенант ятне панă. Аслă Елчĕк çамрăкĕ вăтам танка хăйĕн аллинчи пÿрнисем пек пĕлнĕ, ăста çÿренĕ, тĕл пенĕ. Чăннипех пĕрремĕш класлă специалист шутланнă. Службăра палăрнăшăн çамрăк танкиста командовани кĕске вăхăтлăха отпуска, çемйине Тав çырăвĕ янă, чаç командирĕн Хисеп грамотипе наградăланă, унăн сăнне çар хаçачĕсенче пичетленĕ. Çар службинчен офицер званийĕпе таврăнакан салтак халĕ те сахал, унччен тата сахалрах пулнă. Хам салтакра пулса курнăран калатăп.

Владимир Мешкова çар пĕлĕвне ÿстерме колхозра ĕçленĕ вăхăтра та çар сборĕсене чĕнсе илнĕ. 1972 çулта - лейтенант, 1979 çулта аслă лейтенант çар званийĕсене панă.

Çартан таврăнсан Владимир Мешков тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: пушарнăй та пулнă, кирпĕч заводĕнче слесарь-наладчикра, тăван колхозри сысна ферминче 30 çула яхăн ĕçленĕ, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Чире пула инвалида тухнă.

50 çул алăри пилĕк пÿрне мар. Çапах та Владимир Мешков çар службинче тăнă çулсене, уйрăмах тăван яла çунатланса таврăннине манмасть. Çамрăклăх яланах асра.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика