Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн туслă çемье

03 декабря 2016 г.

Пирĕн туслă çемье

Аслă Елчĕк - пысăк ял. Кунта йышлă çемьесем те нумай. Пирĕн çемье те пысăк, çиччĕн пурăнатпăр. Асатте - Николай Михайлович, асанне - Валентина Афанасьевна, атте - Алексей Николаевич, анне - Надежда Александровна. Манăн Антон шăллăмпа Милена йăмăкăм та пур.

Пирĕн çемьере кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ пур. Асаттепе асанне хуçалăха тирпейлесе тытса пыраççĕ. Атте район центрĕнчи почта уйрăмĕнче, анне районти вĕренÿ пайĕнче бухгалтер пулса тăрăшаççĕ. Эпир, Антонпа иксĕмĕр, Аслă Елчĕкри шкулта вĕренетпĕр. Милена йăмăкăм «Чебурашка» ясли-сада çÿрет. Шăллăм спортпа туслă. Вăл кĕрешме, чупма, хоккейла выляма юратать. Унăн медальсемпе грамотăсем те нумай. Милена пĕчĕккĕ пулсан та ÿкерме, юрлама, ташлама питĕ ăста. Вĕсем пултаруллă пулнипе  савăнатăп. Эпĕ çутçанталăка сăнама, хам мĕн курнине хут çине ÿкерме кăмăллатăп. Тĕрлĕрен калав-юмахсем вулатăп. Аттепе анне вара хăйсен ĕçĕсенчен пушаннă  хыççăн пире уроксем тума пулăшаççĕ. Вĕсем эпир пĕлмен ыйтусене ăнлантарса параççĕ.

Эпĕ хамăн çемьене питĕ юрататăп. Çакăн пек йышлă çемьере ÿснишĕн хама питĕ телейлĕ тесе шутлатăп.

Егор МЕШКОВ.
Аслă Елчĕк ялĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Пирĕн туслă çемье.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика