Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир акнă вăрлăх сая каймĕ

27 апреля 2016 г.

Ир акнă вăрлăх сая каймĕ

Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче кăçал районта пуринчен те маларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма тухнă

Уй-хирти ĕçе малтанхи кунсенчен тытăнсах чăрмавсăр, тухăçлă йĕркелесе пынин тĕп вăрттăнлăхĕ - агротехникăна шута илсе çуракине ирттерме тĕплĕн хатĕрленни. Çĕр  мĕнле пиçсе çитнине кура  50 гектар йышăнакан анара Виталий Долгов механизатор иртнĕ эрнерех урпа акса хăварнă. Хăйне пулăшма çирĕплетнĕ Владимир Долгов, Эдуард Волков сеяльщиксемпе тата Анатолий Арбузов водительпе ун хыççăнах вăл 85 гектар çинчи лаптăка куçнă.  Кунта элита репродукцири «Экада-70» сортлă çурхи тулă акса хăвармалла.       

Ака ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте шанчăклă  ялхуçалăх техникипе усă кураççĕ. МТЗ йышши икĕ тракторпа СЗ-5,4 сеялкăсем те çĕнĕ. Сăмах май, тепĕр ака агрегатне Владимир Майков ĕçлеттерет, Аркадий Кантеевпа Владимир Мольков сеяльщиксем, Олег Патшин водительсем пулса тăрăшаççĕ. Ялхуçалăх предприятийĕнче кашни ĕçе вĕçе-вĕçĕн - кал-кал йĕркелесе пыраççĕ. Петр Патшин кĕрхи çĕртме лаптăкĕнче нÿрĕк тытать, Виталий Хушкин çĕре кăпкалатать, ун хыççăнах анасене акакан агрегатсем йышăнаççĕ. Олег Патшин акнă лаптăксене пусăрăнтарать. Çапла майпа черетлĕ çуракири шутлă кунсемпе усă курса механизаторсен  пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене  810 гектар, пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксене  пурĕ 300 гектар, 60 гектар куккурус   акса хăварма ĕлкĕрмелле.

Ака ĕçĕсене пурнăçланипе пĕр вăхăтрах 400 гектар йышăнакан, хĕл сиввисене тÿсĕмлĕн чăтса ирттернĕ кĕр тыррисен лаптăкĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕнче: Валерий Падуев председательпе Сергей Волков тĕп агроном Виталий Долгов механизаторпа Эдуард Волков, Владимир Долгов сеяльщиксене /сылтăмран сулахаялла/ канаш тума  самантлăха ĕçрен чăрмантарнă самант.  

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика