Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионерсен вожакĕ

12 марта 2016 г.

Пенсионерсен вожакĕ

Аслă Елчĕкре пурăнакан, районти пенсионерсен канашне ертсе пыракан Людмила Горшковăпа Елчĕкри «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿреме пуçласан паллашрăм. Людмила Александровна тивĕçлĕ канăва тухсан та общество пурнăçĕнчен пăрăнса юлмасть. Районти, республикăри смотр-конкурссене яланах активлă хутшăнать. СССР халăх артисткине Вера Кузьминана халалланă республикăри «Чĕрĕ сăмах» конкурсра вăл «Поэзи» номинацире М.Джалиль çырнă «Варварство» сăвва вуласа диплом илме тивĕçлĕ пулчĕ. Халăх артистки унăн пултарулăхне пысăк хак пани вара темле парнерен те хаклăрах поэзине юратакан хĕрарăмшăн.

Людмила Александровна утса пыракан пурнăç çулĕ сулмаклă та анлă. Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Лаш Таяпари шкулта пионервожатăйра ĕçлеме пуçланă вăл. Çав вăхăтрах Йошкар-Олари педагогика институтĕнче заочнăй майпа пĕлĕве анлăлатнă. Елчĕк шкулĕнче те пилĕк çул ытла пионерсен вожатăйĕнче тăрăшнă. Харсăрлăхне, пултарулăхне кура ăна ВЛКСМ райкомĕн шкул енĕпе ĕçлекен секторне ертсе пыма шаннă.

Людмила Александровна шкул парти хушшинчех спортпа туслă пулнă. Каярахпа та сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшнă. Уйрăмах педагог йĕлтĕрпе ярăнма, çуран чупма, винтовкăран пеме кăмăлланă. Пушă вăхăтра халăх театрне çÿренĕ. Хăйне шанса панă рольсене юратса вылянă вăл. «Килĕшмен роль пулман. Епле те пулсан сăнара уçса парас теттĕм», - тет вăл çамрăклăха аса илнĕ май.

Елчĕк шкулĕн педагогĕ вĕренекенсене те шкулти драма кружокне явăçтарма тăрăшнă. Çамрăк артистсем «Павлик Морозов», «Ылтăн вăчăра» тата ытти спектакльсене питĕ ăста вылянине халĕ те аса илеççĕ.

- Спектакльсемпе кÿршĕ ялсене те çÿреттĕмĕр. Ун чухне транспорт пулман. Тÿскел ачисем колхозран лаша тытса килетчĕç. Сивĕ те хăратман пултарулăха мала хуракан вĕренекенсене. Ял çыннисем пирĕн спектакльсене 10 пус тÿлесе кĕретчĕç, - ăшшăн аса илет иртнине вĕрентекен.

Спектакль лартса çÿресе пухăннă укçапа почта урлă пуканесем туяннă çамрăк артистсем. Вара шкулта пукане театрĕ йĕркеленĕ.

Каярахпа Людмила Александровна ĕç стажне РОНОра тăснă. Унтан Аслă Елчĕкре кĕçĕн классен учителĕнче чылай çул ĕçленĕ. Пĕр вăхăт шкул директорĕн тивĕçне те чыслăн пурнăçланă.

Горшковсем - Людмила Александровнăпа Петр Александрович ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Ачисем Çĕнĕ Шупашкар хулинче хунав янă. Мăнукĕсемпе ывăл-хĕрĕ тăван киле манмаççĕ.

Пысăк хуçалăх тытать килĕшÿллĕ мăшăр. Пахчара виноград, арбуз тата ытти çимĕçсене çитĕнтереççĕ. Пенсионерсен вожакĕ паян та сцена çинче.

- Общество пурнăçĕнчен нихăçан та аякка пăрăнман, çынпа курса калаçмасан чунра тем çитмест. Ватлăха курни хăй те телей. Паянхи пенсионерсем çамрăксене ырă тĕслĕх кăна параççĕ, - тет Людмила Александровна.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика