Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх сехечĕ

30 января 2016 г.

Пултарулăх сехечĕ

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта пĕрремĕшсемпе «Эп вĕрентĕм вулама» пултарулăх сехечĕ иртрĕ.

23 шăпăрлан библиотекăна пуçласа килчĕç. Класа Т.Ласточкина ертсе пырать. Мал ĕмĕтлĕ ачасене вулавăш ертÿçи Л.Адюкова ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ май çÿлĕксем çинче тирпейлĕ вырнаçтарнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ, вĕсене тирпейлĕ тытмаллине ăнлантарчĕ.

Капăр чăваш тумĕ тăхăннă ачасем ытарлă ыйтусем çине пĕрин хыççăн тепри тупăшсах хуравларĕç, сăвăсем каларĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

Ачасем вулама пĕлнине шута илсе, библиотекарь вĕсене вулакансен ретне илнине пĕлтерчĕ те формулярсем уçса кĕнекесем илме сĕнчĕ.

М.АДЮКОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика