Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар службине малалла тăсать

27 января 2016 г.

Çар службине малалла тăсать

Аслă Елчĕк каччи Роман Печков мĕн çамрăкранах хăйĕн пурнăçне çар службипе çыхăнтарма тĕв тытнă. Уйрăмах ăна десантник пуласси илĕртнĕ. 2011 çулта унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă - пĕр çул хушши вăл Сывлăш-десант çарĕн Волгоград облаçĕнчи Камышин хулинчи чаçĕнче службăра тăнă.

Ун хыççăн çамрăк И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта вăл 2014 çулхи пуш уйăхĕччен пĕлÿ пухнă. Çапах та каччăна çар служби ытларах илĕртнĕ пулас - вăл вĕренме пăрахать те контракт йĕркипе çар ретне çĕнĕрен тăрать - Ульяновск хулинчи çар чаçĕнче разведчиксен ротине лекет. Кĕçĕн сержант хăйĕн тивĕçне пĕтĕм кăмăлтан, тÿррĕн пурнăçлать. Çар чаçĕн командованийĕ унăн хастарлăхне тивĕçлипе хакланă - Тăван çĕршывăн тăнăçлăхĕшĕн çирĕп тăнăшăн Роман Сергеевич Печкова Суворов медальне парса чысланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика