Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куполсене çĕклерĕç, бюст уçрĕç

30 сентября 2015 г.

Куполсене çĕклерĕç, бюст уçрĕç

Аслă Елчĕксем хăйсен ял уявне сентябрĕн 26-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Юлашки çулсенче мĕнле те пулин пулăмпа асра юлать вăл. Кăçал та çаплах пулчĕ - этнопедагогика шкулне никĕслекене Геннадий Никандрович Волкова асăнса палăк - унăн бюстне уçрĕç.

Аслă Елчĕк ялĕн уявĕ Христос Чĕрĕлĕвĕ ячĕллĕ чиркÿре унăн настоятелĕ Максим атте савăнăçлă кĕлĕ ирттернинчен пуçланчĕ. Çанталăкĕ ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ çак кун - чăннипех Аслă Елчĕксем хăйсен ялне никĕсленине хаваслă уявлаччăр терĕ пулĕ.

Савăнăçлă кĕлĕ хыççăн ялта пурăнакансем çĕнĕрен çĕклекен чиркÿ патне утрĕç. Унта молебен ирттернĕ хыççăн Турă çурчĕ çине икĕ купола хăпартрĕç. Максим атте чиркÿ çĕклеме пулăшакансене - Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Афанасьева, В.Чернов уйрăм предпринимателе, Ленин ячĕллĕ ЯХПК ертÿçине В.Падуева тата ыттисене Тав çырăвĕсем пачĕ.

Ял варринче вырнаçнă вăтам шкул пирĕн паллă академик, педагог ăсчах, çыравçă Г.Волков ячĕпе хисепленсе тăрать. Унччен маларах шкул çурчĕ çине Асăну хăми вырнаçтарнăччĕ. Кăçал вара Геннадий Никандровичăн бюстне чаплă самантра уçрĕç. Хамăр ентешех, Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи Вячеслав Немцев скульптор хатĕрленĕ палăка уçма Кашкăр Хуначин шăллĕ, медицина наукисен докторĕ Анатолий Волков, Людмила Горшкова педагог-ветеран, шкулта вĕренекен Дарья Мохова тивĕçрĕç. Аслă Елчĕкри савăнăçлă уява уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.Левый, Г.Волковăн вĕренекенĕсем - этнопедагогика институчĕн, вĕрентÿ институчĕн сотрудникĕсем, вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен республикăри канашĕн представителĕсем /вĕсем паллă ăсчаха палăк лартас енĕпе пуçаруçăсем пулнă/, академикăн тăванĕсемпе çывăх çыннисем, районти шкулсенчи педагогсем, Аслă Елчĕк шкулĕнче пĕлÿ пухакан ачасем, ял çыннисем пухăнчĕç. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев Г.Волковăн бюсчĕн авторне В.Немцева Тав çырăвĕ пачĕ.

Савăнăçлă ларура тухса калаçнă çынсем Геннадий Никандровича ăшшăн аса илчĕç, унăн шкулта уçнă музейĕнче пулчĕç.

Аслă Елчĕк ялĕн уявĕнче футбол вăййи те иртрĕ. Унта Аслă Елчĕксем çĕнтерчĕç.

Ял халăхне Шупашкарти эстрада çăлтăрĕсем ташă-юрăпа савăнтарчĕç.

А.КАРЛИН.

Сăнÿкерчĕкре: Г.Волков бюсчĕ умĕнче унăн авторĕпе В.Немцевпа /сылтăмра/ Г.Волковăн тăванĕ А.Молоствов.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика