11 апреля 2015 г.
Тĕнчери мĕнпур мирлĕ халăх Аттелĕхĕн Аслă вăрçи Çĕнтерỹпе вĕçленнин 70-мĕш çулне уявлама хатĕрленет. Пысăк праçнике хатĕрленсе Г.Волков академик ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ.
Хаяр вăрçă çулĕсем çинчен каласа кăтартма пултаракан ветерансем çулсерен сахаллансах пыраççĕ. Пирĕн пысăк ялта та сывă пурăнакан пĕр çын - Петр Алексеевич Печков анчах тăрса юлчĕ.
Эпĕ те, кĕçех 88 тултараканскер, вăрçă тути-масине лайăх астивнĕ. Пиллĕкмĕш классен ертỹçи Надежда Зиноновна Хушкина мана ачасемпе тĕл пулма, çав çулсем çинчен аса илсе каласа кăтартма ыйтрĕ. Эпĕ, яланхиллех, савăнса килĕшрĕм. Калаçу вăраха тăсăлчĕ.
Çамрăк пулсан та нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. Вăйпитти арçынсем вăрçă хирĕнче юн тăкнă вăхăтра хĕрарăмсемпе юнашар тăрса эпир те çурлапа тырă вырнă, ыраш кĕлтисене тăпачпа çапнă çĕре хутшăннă. Хĕрарăмсемпе хире-хирĕç тăрса çиччĕлле çапнине те лайăх астăватăп. Тырра молотилкăпа çапнă чухне умĕнчен тухакан улăма силлесе тăраттăмăр. Кашни сăмаха тимлĕ итлекен вĕренекенсене хам вилĕмрен мĕнле хăтăлса юлнине те каласа кăтартрăм.
Пĕр кунхине эпĕ Тăрнашур ялĕнче лаша вити тăррине улăмпа витнĕ çĕрте ĕçлекенсене пулăшма хутшăнтăм. Савăнса ĕçлекен хĕрарăмсемпе арçын ачасенчен тахăшĕ улăма сенĕкĕ мĕнĕпех çỹлелле ывăтса панă. Вăл мана пырса лекмелле пулнă пулĕ. Унăн юппи сулахай алла шăтарсах тухрĕ, сенĕкĕ вара алă çинче çакăнса тăни паянхи пекех куç умĕнче. Тухтăр хушнине итлесе килте 2 эрне алла хускатмасăр пурăнтăм. Сулахай алăри сенĕк йĕрĕ халĕ те паллă. Выçăллă-тутăллă пурăнни çинчен каласа кăтартни те ачасемшĕн тĕлĕнмелле пулчĕ. Пирĕн вăхăтри йывăр пурнăçа вĕсен курмалла ан пултăр. Самани анчах тăнăçлă тăтăр, вăрçă урăх ан пултăр.
Ĕмĕрĕме шкулта ĕçлесе ирттернĕрен те пулĕ, кашни тĕлпулура ачасемшĕн тунсăхланине, вĕсемпе курса калаçнишĕн чун-чĕререн савăннине туятăп. Хальхинче те пĕр-пĕринпе нумайччен ăшшăн калаçрăмăр. Ĕлĕкхине астуса-и, итлес килнипе ачасенчен сăвăсем калама, юрăсем юрлама ыйтрăм. Савăнтарчĕç ватă çынна. Марина Егоркина вĕренекенĕн тавçăрулăхĕнчен те тĕлĕнтĕм. Вăл мана кухньăра апат пĕçернĕ чухне алăсене вĕрипе пĕçертесрен усă курмалли хăй çĕленĕ тыткăч парнелерĕ. Тавах хĕрпĕрчине. Пурне те лайăх вĕренме, ырă кăмăллă çынсем пулса ỹссе çитĕнме ырлăх-сывлăх сунатăп.
В.КАССИРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Аслă Елчĕк.
Источник: "Елчĕк Ен"