Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Африка страусĕ ĕрчетеççĕ

16 сентября 2015 г.

Африка страусĕ ĕрчетеççĕ

Паян ял çынни мĕнле кăна кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх усрамасть-ши? Юлашки çулсенче чăх-чĕппе хур-кăвакалсăр пуçне индокăвакал, кăркка, цесарка... йышланнине тĕл пулатăн. Аслă Елчĕкри Казначеевсен кил картинче вара  тĕлĕнтермĕш кайăксем - Африка страусĕсем чупса çÿреççĕ.

Кил хуçи Сергей Казначеев чăн-чăн ял çынни. Çамрăклах пысăк ĕмĕтсемпе çунатланса пурăннă вăл. Хăйне ăнланакан, май килнĕ таран пулăшакан юратнă мăшăр тупсан çунатлă ĕмĕчĕсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçа кĕртме тытăннă арçын. Мăшăрĕпе хăтлă та чаплă çурт лартнă. Кунта вĕсене тăванĕсемпе кÿршĕ-аршисем, тус-юлташĕсем сахал мар пулăшнă.

Чи малтанах Сергей вĕлле хурчĕсем туяннă. Хурт-хăмăр ĕçне юратнăранах çамрăк чухне пчеловод профессине алла илнĕ вăл. Пирваях пĕр вĕлле туяннă, унтан – тепре... Халĕ хăйсене кăна мар, сутмалăх та туса илеççĕ сиплĕ продукцие. Пурте лайăх пĕлетпĕр: вĕлле хурчĕсем хăйсем пекех ĕçчен аллинче кăна йышланаççĕ, тупăш кÿреççĕ. Çавăнпа та Казначеевсен пушă вăхăт çукпа пĕрех.  Иккĕшĕ те кашни ĕçре правур. Чылай чухне пиччĕшĕсем те пулăшу аллине тăсаççĕ. Йышлă пĕртăван туслă пурăнать.

- Савнă мăшăрăм, страус усрас килет манăн. Епле хитре те пысăк кайăк. Эсĕ мĕн шухăшлатăн? -  тенĕ пĕринче арçын.

Оля яланхиллех:

- Юрĕ, юрĕ..., - тенĕ. Арçын вара каланă та тунă. Самарăна кайса пилĕк страус чĕппи туянса килнĕ. Çăмарта тăвакан чăх пек пысăкăшшисем пĕри 10 пин тенкĕ тăнă. Малтанах чĕпĕсем шапа пек кăшкăрнă.

- Халĕ вĕсен сассисем çук. Сергейрен те çÿллĕ вĕсем, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ.

Тутарстан тăрăхĕнче стройкăра ĕçлекен Сергее кун çутинче килте тытма питĕ кансĕр. Ирех ĕçе тухса каять те тĕттĕмленмесĕр те таврăнмасть. Çавăнпа хуçалăхпа Оля паллаштарса çÿрерĕ. Вăл педагог. Мăнукăн воспитательници пулнăранах аван паллатăп ăна. Мăшăрĕ таврăниччен кил хушшинче хĕрарăмăн ĕçĕ сахал мар. Арçын ирхине юратнă кайăксене апат çитерсе хăварать, каяшĕсене тасатать. Каçхине вĕсене мăшăрĕ тăрантарать.

- Ытлашши нумай çимеççĕ вĕсем, - пĕлтерет Ольга Трофимовна.

Пахчаçимĕçпе, симĕс курăкпа тăранса пурăнаççĕ страуссем. Хĕллене валли утă хатĕрлеççĕ. Тырра пит кăмăллаççĕ.

Кĕске справка

Африка страусĕ - чи пысăк кайăк: унăн тăршшĕ - 250 сантиметр, вăл 150 килограма яхăн таять. Çăмарти те ытти кайăк-кĕшĕксенчен чи шултри шутланать: тăршшĕ - 15-20 сантиметр, 1,5-2 килограма яхăн таять. Урăхла каласан, 25-36 яхăн чăх çăмартипе танлашать. Чĕрĕлле пĕçерме икĕ сехет кирлĕ. Страусăн ури çинче икĕ пÿрне çеç.

- Гуля, гуля! - тесе чĕнет кайăксене хĕрарăм, вăрăм мăйĕсенчен ачашлать.

Эпĕ вĕсене курма хĕрлĕ кофтăпа пынăччĕ, аçи çивĕчленме пăхрĕ. Çывăха пырсан таккаса илме те хатĕр. Хуçине лайăх пĕлеççĕ. Вĕсене апат пама  картишне яланах пĕр тумпа кĕреççĕ. Ами вара лăпкă. Унччен те пулмарĕ, аçа пĕшкĕнсе ларчĕ те ташша ячĕ. Епле хитре-ха вăл, хуп-хура тĕкĕсем йăлтăртатаççĕ.

Вĕсем картишĕнче ирĕклĕ çÿреççĕ. Çумăрлă çанталăка пит юратаççĕ. Каçхине хăйсен витине кĕреççĕ. Пирĕн патăмăрти сивĕсене çăмăллăнах чăтаççĕ. Пăрлă çанталăкра кăна шуса ÿкесрен хăрушă. Çав инкеке пулах пĕрне пусма тивнĕ. Ашĕ хурăнни пек. Страуссем пĕчĕккĕ чухне витене ăшăтса тăнă. Вĕсем хурсем пекех çăмарта тăваççĕ. Ольга Трофимовна çăмарта илсе тухса кăтартрĕ: хуппи фарфор пек. Сутас тăк хака лараççĕ вĕсем: пĕрин хакĕ - 1 пин тенкĕрен кая мар. Ялта туянас кăмăллисем те пур.

- 50-60 килограмм таса какай тухрĕ. Çăвĕ кăна виçĕ витре пулчĕ. Ăна шăратса хутăмăр. Паха эмел вырăнне усă курма сĕнеççĕ ăна. Вăл иммунитета ÿстерме пулăшать. Страуссем пирки ытларах Интернетра вуласа пĕлетпĕр, - пĕлтерет Ольга Трофимовна.

Страусăн кашни тĕкĕ укçа тупăшĕ теççĕ, анчах Казначеевсем хальлĕхе унăн тĕкĕсене çуса, тирне тăварласа хунипех çырлахнă.

- Страус пусасси ансат мар: тĕкĕсене çăлмалла, тирне сÿмелле.., - ăнлантарать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Страус амисем 2-3 çулсăр çăмарта тумаççĕ. Пĕлтĕр тунине вĕсем столовăйĕнче усă курнă. Аçи тăватă çулсăр пĕтĕлентереймест. Кăçал вăл аталанса çитнĕ.  Çавăнпа малашне кайăксен йышĕ ÿсессе ĕмĕтленет телейлĕ мăшăр.

Страуссен картишĕнче таса, пурте хăй вырăнĕнче. Кайăксем чупма юратнăран кашни çулах картишне тăсса пыраççĕ, çÿллĕшне ÿстереççĕ. Страуссен, ытти кайăксемпе танлаштарсан, уйрăмлăхĕ те пур.

Ольга Трофимовнăпа Сергей Николаевич Казначеевсен кĕçĕн хĕрĕ Аня та мĕн пĕчĕкрен чăх-чĕпсене кăмăллать. Вĕсене апат парать.

Туслă, пĕр сăмахра пурăнать çемье. Юратура вара пĕтĕм ĕç ăнса пырать.

В.КИРИЛЛОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика