Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллисен ыйтусем сахал мар

03 июня 2015 г.

Нумай ачаллисен ыйтусем сахал мар

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун обществăн чи кĕçĕн членĕсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе влаçри çынсем уйрăмах тимлĕ пулма тивĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак уява халалланă тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Малтанах вăл Атăл кÿлмекĕ хĕрринче ачасен флешмобне çитсе курнă. Унтан Михаил Васильевич Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулнă. Вĕсемпе йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Енри Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов,  ЧР хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева  хутшăннă.

«Çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва Аслă Елчĕкри Адюковсене те чĕннĕ.

Ăшпиллĕ пухăва уçсанах республикăра, Раççей Федерацийĕн Атăлçи регионĕнче палăрнă нумай ачаллă Адюковсене сăмах панă. Александр Алексеевичпа Любовь Германовна виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Иккĕшĕ те шкулта ĕçлеççĕ. Ăста педагогсем хăйсем суйласа илнĕ профессие чунтан юратаççĕ. Çавăнпа ĕçре те, общество пурнăçĕнче те активлăх кăтартаççĕ, спортра та пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ. Хĕрпĕрчийĕсем ашшĕ-амăшнех хывнă: пур çĕрте те маттур та пултаруллă.  Вĕсен ырă тĕслĕхĕпе район кăна мар, республика мухтанать.

Тĕслĕх çемье кунта та залра ларакансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă. Вут-хĕм сапакан пилĕк мăшăр куç çĕршыв шăпах маттурсемпе тĕрекленнине черетлĕ хут ĕненме хистенĕ. Михаил Игнатьев та пухăннисемпе калаçăва çак шухăша палăртнинченех пуçланă. «Сирĕн ачăрсем ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне туйнăран, пултарулăх тĕрлĕ енне хăвăртан хăнăхса пынăран – шансах тăратăп - хăйсем те çирĕп çемье çавăрĕç, яланах лайăх ĕçпе палăрса тăрĕç, çĕршыв аталанăвĕшĕн хăйсен тÿпине сирĕнтен кая мар хывĕç», - тенĕ Республика Пуçлăхĕ хăйĕн хĕпĕртĕвне пытармасăр, Адюковсене малашне те çапла пуçаруллă пулма сунса.

«Çавра сĕтеле» пухăнас сăлтавĕ вара -  нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿрес тĕлĕшпе патшалăх енчен мĕнлерех пăхни, вĕсен чунĕсене ыраттаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явасси пулнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «çавра сĕтеле» пуçтарăннă çемьесем хускатнă пур ыйтăва та шута илессине пĕлтернĕ.

 

 
 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика