Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă юбилей пуçтарчĕ тĕп киле

28 февраля 2015 г.

Сумлă юбилей пуçтарчĕ тĕп киле

Аслă Елчĕкри Капсуловсен кил-çурчĕ ĕçчен вĕлле хурчĕ пек кĕрлесе тăрать. Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă Антонина Михайловнăна саламлама ачи-пăчи, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем килсе çитнĕ. Тĕп килте пурăнакан Васили ывăлĕпе Лена кинĕ уява чылай маларах хатĕрленме пуçланă. Темле пулсан та амăшĕ пĕрре тăхăрвунă çул тултарать. Ăна тăванĕсемпе пĕрле чысламаллах. Хисепе вара Тоня аппа чăннипех тивĕçлĕ.

- Мăнкун типпинче хăна-вĕрле пуçтарни килĕшỹллĕ мар, çапах сума суса килнĕ ачамсемпе тăвансене курма пит хавас. Шăкăл-шăкăл калаçни мĕне тăрать! - тет Антонина Михайловна кăмăллăн.

Ачисем ĕçе тухса кайсан ватă шухăшпа таçта та çитет. Пỹртре шăплăх хуçаланать. Тăтăшах ларас мар тесе пански йĕппине хурса картишĕнче утса çỹрет. Çулла пулсан чăх-чĕп пăхать. Хусканусăр пурăнма хăнăхман вăл. Виç-тăват çул каялла шуса ỹксе хытă аманнăран пит васкаймасть. Тĕп килти ывăлĕпе кинĕ ăна тимлĕ пăхаççĕ.

- Унччен праçниксенче чиркỹрен юлман, халĕ унта та тăтăшах çỹрейместĕп çав, - тунсăхлăн пĕлтерет вăл.

Юлашки çулсенче куçĕсем те япăхрах кураççĕ. Ватлăхра операци сĕтелĕ çине выртасшăн мар. "Елчĕк ен" хаçата хăех "шĕкĕлченĕ", халĕ хыпар-хăнарпа ытларах ачисем паллаштараççĕ.

- Эпĕ çак çула çитетĕп тесе шутлама та пултарайман. Мухтав Турра, ачасен, мăнуксен, мăнуксен ачисене курса савăнатăп. Хулари пек хăтлă пурăнатпăр. Ял çыннин пурнăçĕ пит лайăх халĕ, - лăпкăн пуплет Антонина Михайловна.

Нуши-тертне нумай астивнĕ пулсан та шăпине ỹпкелешмест вăл. Тăлăх ỹснĕскер, çемье ăшшине туйман. Ялти шкулта пилĕк класс пĕтерсен уй-хире ĕçлеме тухнă. Хăй тар тăкса çăкăр çиме пуçласан ỹт кĕнине, вăй-хал пухăннине туйма пуçланă. Тăванĕсем пулăшнипе 12 çулхи Тоня пĕр вăхăт Елчĕкри столовăйĕнче тирĕк-кашăк çăваканра вăй хунă. Вăрçă вăхăтĕнче конюхра тăрăшнă. Торф кăларма та кайнă. Çу вăхăтĕнче колхоз хирĕнчен кĕме пĕлмен патвар хĕр. Хĕлле вăрман каснă.

1947 çулта Аслă Елчĕк çамрăкне качча тухнă Тоня Доброхотова. Çĕнĕ мăшăр - Антонина Михайловнăпа Василий Ильич Капсуловсем - шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă. Иккĕшĕ те колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Пурăна киле хăйсем валли ăшă йăва çавăрнă. Туслă çемьере йыш хутшăнса пынă. Сак тулли ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе воспитани парас тесе ăнтăлнă вăхăтра сакăр ача ашшĕ сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Кĕçĕнни тăватă çулта кăна пулнă ун чухне.

Антонина Михайловна сакăр ывăлне хăй çумне ăшшăн çупăрласа шăлне çыртнă. Епле те пулсан ытарайми тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратмалла унăн. Куç хупман каçсене, кану мĕнне пĕлмесĕр ĕçленисене аса илсен пырта чăмакка капланать халĕ. Аслă ачисем кил картинче кĕштĕртетнĕ, пĕчĕккисем пиччĕшĕсенчен ал ĕçне вĕреннĕ. Капсуловсен ачисем çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Кĕтỹ те кĕтнĕ, техникăпа та çỹренĕ. Пай çинче тар кăларнă. Чуста çăрса çăкăр та пĕçернĕ, кил-çурта та тирпейлĕ тытнă. Амăшĕпе юнашар ларса пир тĕртесси те йывăр пулман каччăсене. Çăматă йăвалассине те пĕчĕкрен хăнăхса ỹснĕ. Унтан хăйсен аллипе ăсталанă тавара сутма кайнă. Çавăнпа укçа-тенкĕ çăмăллăн пулманнине хăйсен ĕнси çинче тỹссе ирттернĕ. Пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхса ỹснĕ ачасем ỹссе çитĕнсен те май килнĕ таран амăшне пулăшнă.

Сакăр туй кĕрленĕ тĕп килте. Халĕ пурте хăйсен йăвине çавăрнă. Сакăр ывăлĕ те çемьеллĕ. Ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарнă. Тăваттăшĕ Аслă Елчĕкре, Ваня Комсомольскинче, Алюш Çĕрпỹре тарăн тымар янă. Миша кăна инçетре - Коми Республикинче пурăнать. Ялтисем тăван амăшĕ патне килсех çỹреççĕ, инçетрисем вара шăнкăравласах тăраççĕ.

- Тăлăх турат çитĕнсе йăх-несĕл тымарĕ тарăнланса пынишĕн хĕпĕртетĕп. Сакăр ывăл кăна мар, сакăр хĕр манăн. Кинсем пĕринчен тепри лайăх. Ачасем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Тăванлăх туйăмĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр вĕсен, - савăнăçне пытармасть Тоня аппа.

Ытти чухне сăмах ваклама юратманскер, ачисем çинчен калаçу пуçарсанах савăнăç куççульне тытса чараймасть вăл. Ашшĕн çирĕп аллисĕр ỹстерчĕ пулсан та халĕччен сивĕ сăмах илтсе курман ачисенчен. Саккăрăшĕ те ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмеççĕ, усал йăлапа туслашман. 19 мăнукĕпе 22 кĕçĕн мăнукĕ те асламăшĕн пуянлăхĕ. Вĕсем килсен чунĕ уçăлсах каять ватăн. Ырă та ăшă чунлă çын час ватăлмасть тени тĕрĕсех пулĕ. Паян вăл хăй çуратнă улăпла паттăр ывăлĕсемпе кинĕсене, вĕсен тĕпренчĕкĕсене пăхса ытараймасть. Тыл ветеранне Раççей Президенчĕ Владимир Путин та манман. Унăн салам открыткине Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчен килнĕ ертỹçĕсем вуласа парсан юбилей кĕрекине ларнă Антонина Михайловна çак çĕр çине ахаль килменнине туйрĕ. Вăл утса тухнă анлă та тумхахлă кун-çула унăн тĕпренчĕкĕсем малалла такăрлатаççĕ, малашлăха анлă çул хываççĕ. Хăй хыççăн ырă йĕр хăварнинчен ырри мĕн пултăр амăшĕшĕн.

В.СМИРНОВА.

Сăнỹкерчĕкре: А.Капсулова.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика