Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă улшăнусем

28 февраля 2015 г.

Ырă улшăнусем

Аслă Елчĕкри Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче производствăпа финанс кăтартăвĕсем кашни çул ỹссе пыраççĕ. 5 çул каялла панкрута тухас патнех çитнĕ - тĕрлĕ парăмсем 7 миллион тенкĕ ытла пухăннă ял хуçалăх предприятийĕ 2014 çулхи ял хуçалăх çулталăкне 4 миллион та 488 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçлени пĕрлешỹллĕ хуçалăхăн ĕлĕкхи ырă ятне каялла тавăрассишĕн пурте пĕр тĕллевпе кар тăрса ĕçленине çирĕплетет.

Юлашки çулсенчи çу уйăхĕсем ытла шăрăх килнипе ỹсентăран культурисенчен пысăк тухăç алла илме çăмăлах пулмарĕ пулин те, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă. Çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр вĕсем 771 гектар лаптăкри тыр-пула тăкаксăр, агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра, кашни гектар пуçне 24 центнер пухса кĕртнĕ. Урпа, кĕрхи тритикале тухăçĕ ытларах та пулнă. Ăнăçу ыт ахальлĕн килмен. Ял хуçалăх предприятийĕнче çĕр пулăхне лайăхлатассине малти вырăна хураççĕ. Минераллă удобренисен, ỹсен-тăрана парка çитĕнме пулăшакан микроудобренисен, чир-чĕре, çумкурăксене хирĕç усă куракан фунгицидсемпе гербицидсен хакĕсем хальхи вăхăтра йỹнĕ мар пулин те, вĕсене туянма укçа шеллемеççĕ. Кашни çул май пур таран элита вăрлăхсем туянаççĕ - вĕсене ĕçе кĕртеççĕ. Кĕрхи культурăсене пурĕ 310 гектар, çав шутран 60 гектарне элита вăрлăхсемпе усă курса акса хăварнă.

Уй-хирти ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан хăватлă техника хатĕрĕсене те туянма вăй çитереççĕ. Юлашки çулсенче техника паркĕ нумай пуянланнă: тыр-пул çапса тĕшĕлекен тата выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсене, тракторсене анчах пурĕ 7 единица туяннă. Черетлĕ çуракиччен тепĕр 2 сеялка тата ытти ял хуçалăх машинисене кỹрсе килмелле.

Хуçалăх экономикине тĕреклетессинче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илни тата продуктивлăха ỹстерсе пыни тĕп вырăн йышăнать. Отрасль тухăçлă аталантăр тесен фермăсене паянхи пурнăç ыйтакан условисенче ĕçлеме хатĕрлесе çитермелле. Çакна асра тытса, 3 çул каялла инвестици проекчĕпе усă курса, 600 пуç сысна вырнаçакан витене пурĕ 5 миллион тенкĕлĕх реконструкци тунă. Тепĕр çулхине ĕне ферминче сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă, пушă ларнă пăру витинче тĕплĕ юсав ĕçĕсене пуçарса янă. Ытти ĕçсене те нумай тунă. Вĕсен тăкакĕсем сахал пулман. Апла пулин те çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлеме тытăннăранпа ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене кашни çул ытларах туса илеççĕ, чи кирли - вĕсене сутнинчен пулакан тупăш пайĕ те ỹссех пырать.

Отчетлă тапхăрта, 2013 çулхипе танлаштарсан, 24 процент ытларах аш-какай, 19 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен сĕт сăвасси, пытармалли çук, хальлĕхе районăн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан сахалрах пулин те, сĕт туса илесси ỹссе пырать. В.Падуев председатель отчетлă докладра 2015 çулта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай, сĕт туса илессине, пĕр ĕнерен сĕт сăвассине ỹстерме кирлине татăклăн палăртрĕ. Çавăн пекех сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне 175 пуçа çитересси, хальхи вăхăтра пĕтĕмпе шутланакан 767 пуç сысна хисепне тата 300 пуç ỹстересси çинчен те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

- Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама нимĕнле чăрмав та пулмалла мар, - терĕ вăл.

Тĕп укçа çăл куçĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен - сĕт, аш-какай туса илнинчен пырса кĕнĕ тапхăрта пурте унăн шухăшĕпе килĕшнĕ тата çакăн пекех палăртса каланă пулĕччĕç. Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕшĕн сысна ашĕ туса илни нихçанхинчен те ытларах усăллă пулнă. 1 центнер аш-какайăн сутлăх хакĕ 9591 тенкĕпе танлашнă. Çапла майпа сысна ĕрчетнинчен пĕтĕмпе 750 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх продукчĕсем кỹрсе килессине чарса лартни те чĕр тавара тивĕçлĕ хакпа сутма майсем туса парать. Малашне ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем производствăна ỹстермелли майсемпе тата анлăрах усă курасса шанас килет.

Ĕç тухăçлăхĕ ỹссе пыни ĕç укçинче те палăрать. Иртнĕ çул пĕр çыннăн уйăхри вăтам шалăвĕ 12951 тенкĕпе (виçĕм çулхинчен 551 тенкĕ ытларах) танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕнче пĕтĕмпе туса илнĕ тупăшăн 26 процентне ĕç укçи тỹлеме усă курнă.

Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетекен тĕп пухăвăн кун йĕркинчи тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту - Уставпа килĕшỹллĕн ял хуçалăх предприятийĕн председательне суйласси пулчĕ. Правлени ĕçне хакланă май пухăва хутшăннисем ял хуçалăх педприятине ертсе пыма В.Падуева тепĕр хутчен хăйне шаннине пĕлтерчĕç. Паллах, çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ çынна çурма çулта чармаççех.

Савăнăçлă самантпа усă курса тăрăшса ĕçлекенсене - Г.Афанасьевпа А.Филимонова, Г.Черновпа З.Филимонова, Р.Мисяковăпа М.Печковăна, Т.Печковăпа О.Полкановăна тата О.Патшина правлени ячĕпе тав туса укçан премипе чысларĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: малта пыракансене чысланă самант.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика