25 февраля 2015 г.
Çăварни ĕлĕк-авалах халăх уявĕ шутланнă. Ялсенче лашасене илемлетнĕ, шăнкăрав çакнă, çăварни юррисем шăрантарса катаччи чупнă. Тỹскелти "Шуçăм" фольклор ушкăнĕн хĕрĕсемпе каччисем ĕлĕкхи йăлана халĕ те тытса пыраççĕ.
Кашни ялти культура ĕçченĕсем икерчĕсем пĕçерсе килнĕ. Вĕсем хăйсен тутлă çимĕçĕсемпе пухăннисене сăйлаççĕ.
...Катаччи те çăварни,
Çăвар тулли икерчи,
Кĕсье тулли пĕремĕк,
Ма çăварни теес мар...
Илемлĕ юрă-кĕвĕ инçете саланать. Елчĕкри пасара килнĕ тавра ялăн çыннисем те çепĕç юрăсем шăрантаракансене, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçекенсене курма йышлăн пуçтарăннă. Çăварни арçынсен районти виççĕмĕш спорт фестивалĕпе пĕрле иртнĕрен уява пирĕн хỹтĕлевçĕсем уйрăмах йышлăн пухăнни сисĕнчĕ.
Уяв кăçал "Улăп" спорт комплексĕ умĕнче иртрĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕ. Спорт комплексĕн анлă та çỹллĕ картлашкисем сценăна çаврăннăран кашни ял тăрăхĕнчи артистсем юрланине, ташланине пăхса тăма питĕ меллĕ пулчĕ.
Кунтах ашшĕ-амăшĕ ача-пăчине тĕрлĕ тутлă çимĕçсем, теттесем туянса пачĕ. Вăйă картине тăрса тухнă ватти-вĕтти ташларĕ, савăнчĕ. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ йĕркеленĕ халăх вăййисенче тупăшакансем те йышлăн пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе савăнтарчĕç.
Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнчи ĕçченсем çăварнине халалласа театрализациленĕ вăйă кăтартрĕç. Кунтах Хĕл Мучипе Тухатмăш, Çăварни, Çуркунне, Петрушка хăнасене хăйсен "мăнаçлăхĕпе" тĕлĕнтерчĕç. Хаваслă Çуркуннене ял çыннисем тарават, ăшшăн кĕтсе илчĕç. Юлашкинчен уява пуçтарăннисем начар ĕçсене, усал та киревсĕр йăласене пăрахăçласа катемпие çунтарса ячĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"