01 января 2015 г.
Патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине республикăра, çав шутра пирĕн районта та пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Ашшĕ-амăшĕсен хỹттисĕр тăрса юлнă районти тепĕр виçĕ çамрăка шăпах Çĕнĕ çул умĕн Мир урамĕнчи çуртсенче хăтлă хваттерсене вырнаçтарнă самант савăнăçлă лару-тăрура пулса иртрĕ. Елена Уркина, Ксения Пронина тата Петр Чермаков та хăйсен савăнăçĕсене пытараймарĕç. Вĕсем республика, район ертỹçисене тата опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен яваплă специалистсене нушаллă çынсене ăнланса пулăшу аллине тăсса пама пултарнăшăн чун-чĕререн тав турĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый хваттерсен çăра уççисене алăран тыттарнă май вĕсене телей те çирĕп сывлăх, малашлăхра ăнăçусем сунчĕ. Пурнăçа мĕнле йĕркелесе ярасси вара çамрăксенчен хăйсенчен те нумай килет. Йывăрлăхсенчен хăрамалла мар, ĕçлеме ỹркенмелле мар. Çар службинчен таврăннă Петр Чермаков штукатур-маляр, Елена Уркина экономист, Ксения Пронина кондитер-повар специальноçĕсене алла илнĕ.
Светлана АРХИПОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Елена Уркина, Ксения Пронина тата Петр Чермаков Çĕнĕ çула çĕнĕ хваттерсенче кĕтсе илеççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"