01 ноября 2014 г.
Черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕнче пирĕн районти пĕтĕм категорири хуçалăхсем ял хуçалăх культурисене 45014 гектар, ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 38488 гектар (иртнĕ çулхинчен 8 процент ытларах), çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20591 гектар, çĕр улмине 736 гектар, пахча çимĕç тата асăннă культурăсен вăрлăхĕсене 89 гектар, выльăх апачлĕх культурăсене 16762 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Ертỹçĕсемпе специалистсем, механизаторсем, уй-хирте тата фермăсенче тăрăшакансем ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пынине пула ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кăçал кĕлет виçипе шутласан пурĕ 46154 тонна, 1 гектар çĕр пуçне 23,6 центнер тĕш тырă, 11324 тонна çĕр улми (кашни гектартан 159 центнер), пахча çимĕç тата асăннă культурăсен вăрлăхĕсене 1344 тонна (кашни гектартан 151 центнер) пухса кĕртнĕ. Фермăсенчи йышлă выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма ытлăн-çитлĕн апат никĕсĕ хывса хăварнă.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 350 гектар çинче çитĕнтернĕ Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕ 1 гектар пуçне шутласан чи пысăк тухăç - 48 центнер алла илнĕ. "Сатурн" ЯХПК - 36,8, А.Севриков фермер - 34,4, "Рассвет" ЯХПК - 32,1, Б.Тихомиров фермер 33,1 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Çĕр улми туса илессинче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă куракан "АСК-Яльчики" ОООра (200 гектар çинчен кашни гектар пуçне 264,8 центнер) тата Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче (70 гектар çинчен 200-шер центнер), çанталăк условийĕсене кура мар, "иккĕмĕш çăкăр" тухăçлă çитĕннĕ.
Ĕç тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе "Комбайн", Ленин ячĕллĕ, "Сатурн", "Труд", "Колос" ЯХПКсенче, "Победа", "Эмметево", "Урожай", "Клевер" ОООсенче, Ю.Тетмуков хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕш тырă пухса кĕртекен "АГРОС-530", "Вектор", "Полесье", "Енисей" йышши комбайнсене пурĕ 10 единица туяннă.
Кăçалхи 9 уйăхри тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ 3 процент ỹснĕ, пурĕ - 13146 пуç, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 8065 пуç (2 процент ỹснĕ) шутланнă.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕне выльăхсен хисепĕ иртнĕ çулхинчен 63 процент ытларах, пĕтĕмпе 830 пуç шутланнă. Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче хальхи вăхăтра сăвăнакан 5578 пуç ĕне, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 3 процент ытларах. Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Сатурн", "Рассвет" ЯХПКсенче тата "Энтепе" ОООра сăвăнакан ĕнесене кăçал ỹстерме палăртнине пурнăçланă.
Отчетлă тапхăрта сĕт туса илесси, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 9 процент ỹснĕ. Ăна пĕтĕмпе 25078,7, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 12562,4, уйрăм хушма хуçалăхсенче 11700 тонна туса илнĕ. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче иртнĕ çулхинчен 21 процент ытларах, пурĕ 1336,2 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 4396 килограмм, иртнĕ çулхинчен 235 килограмм е 6 процент ытларах сĕт сунă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси "Энтепе" ОООра, "Труд" ЯХПКра тата "Яманчурино" ОООра палăрмаллах ỹснĕ.
Самăртма хупнă ушкăнсенчи мăйракаллă шултăра выльăхсем районĕпе илсен пĕр талăкра 694-шар грамм, сыснасем 504-шар грамм, иртнĕ çулхинчен ытларах ỹт хушнă. "Энтепе", "Победа" ОООсенчи, "Прогресс" АХОри тата "Рассвет" ЯХПКри çак кăтартусем чи пысăкки пулнă. Кăçалхи 9 уйăхра районĕпе 227 пуç пăру ытларах туса илнĕ. Ку енĕпе уйрăмах "Прогресс" АХО, "Рассвет" ЯХПК, "Энтепе", "Яманчурино", "Эмметево" ОООсенче тата "Кушка" ЯХПКра лайăх ĕçленине палăртма кăмăллă.
Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсем ял хуçалăх продукчĕсене туса илсе сутнинчен 111695 пин тенкĕ (иртнĕ çулхинчен 49 процент ытларах) тупăш илнĕ. Çав шутран 21975 пин тенки - "Комбайн" ЯХПК, 12893 пин тенки - "Победа" ООО, 11401 пин тенки - "АСК-Яльчики" ООО, 11123 пин тенки - "Прогресс" АХО, 11041 пин тенки - "Рассвет" ЯХПК, 9130 пин тенки - "Сатурн" ЯХПК, 7164 пин тенки - "Эмметево" ООО тỹпи. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕç укçи фончĕ 98180 пин тенкĕпе (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 10360 пин тенкĕ е 11,7 процент ытларах) танлашнă. Пĕр уйăхри чи пысăк ĕç укçи те "Комбайн" ЯХПКра пулнă - 15129 тенкĕ, "Победа" ОООра 14864, "Клевер" ОООра - 14389, "АСК-Яльчики" ОООра - 13618, "Колос" ЯХПКра 12494 тенкĕ.
Çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ те çирĕп - кĕр тыррисене 5711 гектар çинче агротехника хушнă чи кĕске вăхăтра акса хăварнă, çурхи культурăсен вăрлăхĕсене çителĕклĕ таран хатĕрленĕ, кĕрхи суха ĕçĕсене пĕтĕм лаптăкра пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Кĕр тыррисене "Прогресс" АХО 1000 гектар, А.Севриков фермер 550 гектар çинче акса хăварма пултарнă.
Уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха пỹлмесене тăкаксăр пухса кĕртессинче тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илессинче пысăк тỹпе хывакан çынсен ячĕсене те ăшшăн аса илетпĕр. Вĕсем: Александр Светопольский ("Нива" агрофирма" ОООри комбайнер), Александр Иванов ("Эмметево" ООО механизаторĕ), Светлана Улянкина ("Эмметево" ОООри ĕне сăвакан оператор), Венедикт Львов ("Труд" ЯХПКри водитель), Алексей Васильев ("Комбайн" ЯХПКри водитель), Геннадий Викентьев ("Сатурн" ЯХПКри комбайнер), Валерий Трофимов ("Кушка" ЯХПК механизаторĕ), Эльфинэ Валиева ("Марс" ЯХПКри ĕне сăвакан оператор), хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем - Владимир Чернов (Аслă Елчĕк), Борис Головин (Кĕçĕн Таяпа), Юрий Тетмуков (Таяпа Энтри) тата ыттисем те. Пархатарлă ĕçшĕн вĕсене пурне те пысăк тав! "Яманчурино" ООО директорне Владимир Рахмуллина, Ленин ячĕллĕ ЯХПК председательне Валерий Падуева, "Прогресс" АХО директорне Петр Скворцова, "Победа" ООО директорне Николай Головина, "Комбайн" ЯХПК председательне Гурий Федорова, "Рассвет" ЯХПК председательне Юрий Мясникова, "Кушка" ЯХПК председательне Владимир Горбунова, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçине Валерий Смирнова фермăсене реконструкци тăвассипе тата çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе тăрăшса вăй хунăшăн тав тăватпăр. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене пурне те вĕсен çăмăл мар тата пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăватпăр, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
П.ТРЕМАСОВ,
район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"