01 ноября 2014 г.
"Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ" ят Чăваш Енĕн чи пысăк награди шутланать. Çак сумлă ята паянхи кун Чăваш Республикин 7 хастарĕ анчах тивĕçнĕ.
Вĕсен йышĕнче Андриян Николаев космонавт летчик (çак хисеплĕ ята 1997 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче тивĕçнĕ), хамăр ентешĕмĕр Геннадий Волков этнопедагог (1997 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче), Вера Кузьмина артистка (2003 çулхи чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче), Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров (2003 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче), Варнава Митрополит (2010 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче), ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Айдак (2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче) тата авиацин генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов (2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕ).
Г.Волков ентешĕмĕре çак сумлă çынсен йышне кĕртни пирĕншĕн те пысăк чыс. Республика, çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсене пула тивĕçнĕ вăл пысăк ята.
Геннадий Никандрович ВОЛКОВ (Кашкăр Хуначи) Раççей Вĕрентỹ академийĕн членĕ пулнă. Вăл 1927 çулхи юпа уйăхĕн 31 - мĕшĕнче Аслă Елчĕкре çуралнă, 1935-1945 çулсенче ялти тата Елчĕкри шкулсенче вĕреннĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин тапхăрĕнче Ленин ячĕллĕ колхозри уй-хир бригадин бригадирне пулăшаканĕнче тăрăшнă. 1945-1949 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ, 1949-1952 çулсенче Хусанти педагогика институчĕ çумĕнчи аспирантурăра пĕлĕвне ỹстернĕ. Профессор каярахпа РСФСР Çут ĕç министерствин Наукăпа тĕпчев институчĕн педагогика секторĕн пуçлăхĕнче, Эрфуртри Теодор Нойбауэр ячĕллĕ аслă шкулта (1979-1982 çулсенче) педагогикăпа психологи секцийĕнче тăрăшать. Г.Волков - РСФСР Педагогика обществин чăваш уйрăмĕн президиумĕн членĕ пулнă (1961-1973 çç), педагогика ăслăлăхĕн докторĕ (1967 ç), Аслă аттестаци комиссийĕн членĕ, РСФСР çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ (1982ç). Этнопедагог К. Д. Ушинский ячĕллĕ преми лауреачĕ, "Ĕçри хастарлăхшăн" медале, Эрфурт университетĕнчи Гердерăн ылтăн медальне, Н.К.Крупская медальне, Эрфурт универститечĕн хисеплĕ докторĕ, "РСФСР çут ĕç отличникĕ", ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Саха Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Кăркăстан çут ĕç отличникĕ, "Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ" ятсене тивĕçнĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"