Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă çырнине тĕл пулсан

01 ноября 2014 г.

Турă çырнине тĕл пулсан

Чĕвĕлти чĕкеçсем пек шăкăлтатса пурăнакан çемьепе тĕл пулас, тĕплĕнрех паллашас тесе Аслă Елчĕкри Хушкинсем патне çитрĕм. Вера Александровнăпа Анатолий Никитич нарăс уйăхĕнче изумруд туйне уявланă.

Капмар та пысăк çурт умне чарăнсан кунта ватăсем пурăннине пĕрре те ĕненес килмерĕ. Крыльца алăк умĕнчи шăнкăрава пуссан пỹртрен хĕрарăм тухрĕ. Çулсем иртнине систерсе çỹçĕсене кĕмĕл тĕс çапнă, пит-куçĕ самаях куштăркаса ватăлнă, çапах та ăшшăн пăхакан куçсене асăрхасан тинех тĕрĕс килнине ĕнентĕм. Хам мĕн тĕллевпе чăрмантарса çỹренине пĕлтерсен кил хуçи хĕрарăмĕ пỹрте чĕнчĕ.

Иккĕн пурăнаççĕ пысăк кирпĕч çуртра. Ăна пỹлĕмсене уйăрнă. Хуларинчен пĕрре те кая мар. Залри диван çине канма выртнă арçын ют çын килнипе вăранса тепĕр пỹлĕме иртме тăчĕ.

- Сирĕнпе калаçса ларма ятарласа килтĕм. Эсир ялти сумлă çемьесенчен пĕрисем шутланатăр. Хăвăрăн утса тухнă пурнăçпа çамрăксене паллаштарсамăр?

Кил хуçи каялла диван çине вырнаçрĕ. Тỹрех курăнать, вăр-вар утаймасть вăл. Сывлăхĕ хавшанăран вырткаласах тăрать.

- Юрать кун пек хăй тĕллĕн çỹрет-ха. Çулталăк каялла шалкăм çапрĕ ăна, - калаçăва пуçласа ячĕ Вера Александровна.

- Ватăлтăмăр çав. Чир-чĕр çакланма хăтланать. Алăра ĕç вĕресе тăнă чухне кăна лайăх, - терĕ Анатолий Никитич. - Ĕмĕр иртни сисĕнмерĕ. Ĕç пурнăç тыткăчи пулнăран ахаль ларнине астумастăп. Колхозра тĕрлĕ çĕрте, платникре ĕçленĕ. Халĕ дивана тĕревлеме тивет. Кашнийĕн хăйĕн вăхăчĕ çав. Вера хăмла плантацийĕнче, садикре прачкăра нумай çул вăй хучĕ. Иксĕмĕр те ĕç ветеранĕсем.

Çăмăл килмен Анатолий Никитичăн шăпи. Ашшĕсĕр ỹсни çитмен, унтан амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Тăватă пĕр тăван нушаланса ỹснĕ. Çăкăр тутине лайăх пĕлнĕрен ачаллах ĕçе кỹлĕннĕ. Ỹссе çитсе яш пулсан салтак ретне тăнă. Узбекистан чиккинче виçĕ çул та тăватă уйăх службăра тăнă хыççăн тăван яла таврăннă. Яштака та патвар, кăн-кăвак куçĕсем çиçсе тăракан каччă улахра Верăна асăрханă. Пĕрре курсах килĕшнĕ хĕр ăна. Сăпайлă та хỹхĕм пике пĕвĕ-сийĕпе яштака хурăна аса илтернĕ. Кăн-кăвак пĕлĕт пек таса куçĕсем яланах çын çине ăшшăн та вăтанчăклăн пăхнине тỹрех асăрханă йĕкĕт. Тỹпери каçхи çăлтăрсене нумай шутласа çỹремен вĕсем, часах каччă хĕре килне илсе кĕнĕ. Кампа ĕмĕр ĕмĕрлессине Турă этем çураличченех çырса хурать, теççĕ халăхра. Шăпине пĕрре те ỹпкелемест Вера Александровна.

Тăлăх каччăн кил-çурчĕ пĕчĕк, начар. Анчах ĕçчен хĕре çакă шиклентермен. Ял çинче ỹркенменлĕхĕпе палăракан мăшăрне шаннă Вера. Вăл çамрăклах тăван колхозра вăй хунине курнă.

- Мĕн каламалли, витере те пурăннă эпир, - теççĕ вĕсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса.

Мăшăр кăвакарчăн юратупа килĕшỹре пурăнни телейпе çиçекен куçĕсенче, калаçăвĕнче уççăнах палăрать. Калăн, вĕсем ĕнер кăна юратса пĕрлешнĕ.

- Кирек мĕнле çемьене те чи малтан хăйĕн йăви кирлĕ. Эпир те чи малтан хамăра ăшă йăва çавăртăмăр. Çурта лайăхран лайăх тăвас тесе 2001 çулта тата кирпĕчрен турăмăр.

Ватăсем каярахпа та пулин мăнукĕсем яла килессе шанаççĕ. Ывăлĕсем хăйсем çуртпа пурăнаççĕ. Тăван ялтах.

- Хăвăрăн пысăк пуянлăха ачăрсемпе мăнукăрсенче куратăр пулĕ?

- Çапла пулмасăр. Виçĕ ача пăхса ỹстертĕмĕр. Асли, Валери, районта электрикра ĕçлет. Гена водитель профессине суйласа илнĕ. Раиса учительница. Вăл Патăрьел районĕнчи Алманчăра пурăнать. Пилĕк мăнук, кĕçĕн мăнук та пур. Халĕччен ачасем хамăра хирĕç каланине курман, илтмен. Пĕчĕккеллех ĕçе хăнăхтарнă вĕсене. Арçын ачасем ашшĕ çумĕнче, хĕрĕ амăшĕ çумĕнче вăй хунă. Ăста алăллă арçын ачасем. Пуртă-пăчкă вылянса кăна тăрать вĕсен аллисенче. Пирĕн пата час-часах килсе çỹреççĕ. Халĕ пурнăç хуларинчен те лайăх ялта. Пурăн кăна шăкăлтатса калаçса. Хуçалăхри йывăр ĕçсене хамăр тĕллĕн тăваймастпăр, ачасемпе мăнуксем пуçтарăнса килеççĕ.

- Сирĕн шутпа, Вера Александровна, Анатолий Ильич, çемье телейĕ, çирĕплĕхĕ мĕнре?

- Телей, паллах, хамăртан кăна килет, ăна хамăрăн тумалла. Иксĕмĕр те пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа пурăннă, кирек мĕнле лару-тăрура та пĕр-пĕрне шаннă, ăнланнă. 55 çул хушшинче эпир ик çын мар, пĕр çын пек пулса кайрăмăр пуль ĕнтĕ. Халĕччен эпир пĕр татăк çăкăра та çурмалла пайласа çинĕ.

- Хальхи çамрăк мăшăрсем хушшинче уйрăлакансем йышлă. Сирĕн шутпа, сăлтавĕ мĕнре-ши?

- Паян юрату ăнлав улшăннă пулмалла. Çамрăксем юратăва вăхăтлăх туйăм, йăпану вырăнне кăна хураççĕ. Çемьере пĕрремĕш йывăрлăхсем сиксе тухсассăнах уйрăлса каяççĕ. Кĕвĕçỹ те аякра тăмасть хăшĕ-пĕрисен. Мăшăрсен йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни кирлĕ. Вăхăтра каçару ыйтма пĕлни те вырăнлă.

Халĕ тата, пытарма кирлĕ мар, арçынсем эрехпе туслă. Кун пек чухне çемьере харкашу пуçланасси те инçе мар. Арăмне, ачи-пăчине хĕнекен арçынпа пурнăç малашлăхне кĕтме йывăр, паллах. Çапах хĕрарăмăн арçынпа тĕплĕн, тепĕр хут калаçса пăхмалла. Ачасен ашшĕсĕр ỹсмелле мар.

- Эсир ĕçкĕ-çике çỹреме юратнă-и, Анатолий Никитич?

- Тăван-пĕлĕшсемпе, кỹршĕ-аршăпа туслă пурăннине нимĕн те çитмест. Ĕлĕк те ĕçкĕ-çикĕ сахал мар иртнĕ. Унта савăнма каятăн. Çапах та ĕçкĕпе иртĕхмен. Ташлама юрататтăмччĕ. Йĕп-йĕпе кĕпепе киле таврăнаттăм.

Хам та, ачасем те сиенлĕ йăласемпе туслă мар. Çăвара пирус хыпса курман.

- Сирĕн шутпа çемье кам çинче тытăнса тăрать?

- Арçынпа хĕрарăмăн та яваплăхĕ пысăк. Çапах килте арçын хуçа пулмалла. Мĕн тесен те çемьене тăрантарассине, хуçалăха тытса пырассине арçын хăй çине ытларах илет. Хĕрарăм вара кил-çурт ăшшин вучахне сỹнме парас мар тесе ăнтăлать.

- Вăхăта каялла тавăрма май пулнă пулсан хăвăрăн пурнăçăрта мĕн улăштарнă пулăттăр?

- Нимĕн те. Ĕмĕре йĕркеллĕ, ята ярас мар тесе ирттерме тăрăшрăмăр. Çынпа харкашса курман, пĕр-пĕрне сив сăмах каласа кỹрентермен. Паян пĕр-пĕрне ĕлĕкхинчен те вăйлăрах юрататпăр, хисеплетпĕр. Ĕмĕр пĕр-пĕрин çине таянса пурăнатпăр.

Н.БАЙМУШКИНА, 
ЗАГС пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика