Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвалла пулсан та - малалла

11 октября 2014 г.

Тăвалла пулсан та - малалла

Ỹсен-тăран культурисене, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илни усăллă, тупăшлă пулнине Ленин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракансем хăйсен ĕçри кăтартăвĕсемпе çирĕплетеççĕ. Юлашки çулсенчи ырă улшăнусене курса хавхаланнă ĕçченсен паянхи тĕп тĕллевĕ - районти малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсемпе танлашасси. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхăн ĕлĕкхи ырă ятне каялла тавăрас тĕллевпе 5 çул каялла йывăр лава туртма кỹлĕннĕ, мал ĕмĕтлĕ, предприниматель ĕçне те районта чи малтан пуçăнма пултарнă Валерий Падуев вара çурма çулта чарăнакан та, мĕн тунипе анчах çырлахакан çын та мар.

- Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленмен пулин те ỹсен-тăран отраслĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетме шăпах вăхăт. Пỹлмесенче кăçал тырă-пулă тулли-и?

- Ỹсен-тăран культурисене пĕтĕмпе 1990 гектара яхăн, çав шутра 771 гектар лаптăкра çитĕннĕ тыр-пула уй-хирте тăрăшакансен тивлетне пула агротехника хушнă вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртме пултарнине чăннипех савăнса та хавхаланса каласа кăтартма пултаратпăр. Юлашки çулсенче çут çанталăк ял çынни умне кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр кашни гектартан 24 центнер тĕш тырă пухса кĕртнине те япăхах мар кăтарту тесе хаклатпăр. Минераллă удобренисемпе, фунгицидсемпе, ỹсен-тăрана парка çитĕнме пулăшакан микроудобренисемпе, гербицидсемпе те пĕлсе усă курнă, таса, çум курăксăр анасенче, нỹрĕк çителĕклĕ пулнă пулсан, тыр-пул тухăçĕ тата ытларах пулмаллаччĕ. Çав вăхăтрах 418 гектар çинчен пухса кĕртнĕ "Эльф" сортри урпа, кĕрхи тритикале тухăçĕ ытларах та пулчĕ.

Вăхăтра тата тăкаксăр алла илнĕ тырра чи малтан фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлĕ таран саппасларăмăр. Хамăртан ытлашшине сутатпăр. Сутмалли тырă та 10000 центнер пур.

Сăмах май, палăртнă лаптăксенчен ытларах тыр-пул туса илес тесе кашни хутĕнче май пур таран çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртме тăрăшатпăр. Кăçал акса хăварнă "Банкирская-10" кĕрхи тулă (вăл 60 гектар йышăнать) элита репродукцири вăрлăх. Кĕрхи культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ вара - 310 гектар.

- Хуçалăх экономикине тĕреклетессинче тĕп вырăн йышăнакан выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетер. 9 уйăхри районти кăтартусене тишкерес пулсан та сирĕн хуçалăхри ỹсĕмсем куç умĕнче. Цифрăсемпе тĕплĕнрех паллашма пулĕ-и?

- Отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 547 тонна, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 114 процент ытларах) сĕт, 63 тонна (108 процент ытларах) аш-какай туса илнĕ. Ытларах продукци туса илнин тĕп вăрттăнлăхĕ фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе çителĕклĕ таран пахалăхлă апатпа тивĕçтернинче тата выльăхсен хисепне ỹстернинче тесе шутлатпăр. Пирĕн хуçалăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, халĕ ĕне выльăхсен пĕтĕмĕшле хисепĕ, çав шутра сăвăнакан ĕнесем, сыснасем те ытларах шутланаççĕ. Вĕсене хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлĕ таран тырă, 160 тонна утă, 2834 тонна сенаж хатĕрлесе хăварнă. Малашне тата ытларах продукци туса илесси, выльăхсен хисепне май пур таран ỹстересси - пирĕн тĕп тĕллев.

- Инвестици проекчĕпе усă курса ĕне ферминче сĕт пăрăхĕ вырнаçтартăр, пушă ларнă пăру витине реконструкци турăр. Çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисем туянатăр.

- Çаксене тумасăр ĕçе пуçăнма май пулас та çукчĕ. Фермăра, уй-хирте ĕçлеме условисем лайăхланса пынă май çынсен шухăш-кăмăлĕ улшăнса пыни сисĕнет. Фермăра, механизатор пулса ĕçлеме хирĕç пулман çынсен хисепĕ ỹссе пыни хама та пикеннĕ ĕçе мал ĕмĕтпе пурнăçлама хавхалантарать.

Çак тапхăрта виçĕ çĕнĕ комбайн (иккĕшĕ - тыр-пул çапса тĕшĕлекен, тепри - выльăх апачĕ хатĕрлекен) МТЗ маркăллă 4 трактор, выльăх апачĕ валеçнĕ çĕрте усă куракан ятарлă агрегат тата ытти ял хуçалăх машинисене туянма пултартăмăр. Хальлĕхе вĕсемпе эпир уй-хирти, фермăри ĕçсене пĕр чăрмавсăр пурнăçлама пултаратпăр.

- Кĕр мăнтăрĕпе паллă тăвакан ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен професси уявĕнче производство кăтартăвĕсене çывхартассинче пысăк тỹпе хывнă ĕçченсене ятран палăртса тав тума сире, Валерий Петрович, ирĕк паратпăр. Паллах, хăвăра та уяв ячĕпе кăмăлтан саламлатпăр.

- Тавтапуç.

Николай Падуевпа Геннадий Вастулов, Николай Горшковпа Алексей Вастулов комбайнерсен, водительсен - Юрий Петрянкинпа Николай Чернов, выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăннă Олег Патшин, Виталий Долгов тата ытти ĕçченсен тимлĕхне пула уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха кĕске вăхăтра пухса кĕртрĕмĕр.

Ольга Полканова, Татьяна Печковасем (вĕсем пирĕн иккĕн), Зинаида Долгова, Валентина Петрянкина дояркăсемпе пăру пăхакансем, пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакан Вера Черновăпа Раиса Мисякова, сысна ферминче вăй хуракан Александра Молоствовăпа Александра Кузьмина, Зинаида Капсулова тата ыттисем те производство кăтартăвĕсене ỹстерсе пыраççĕ. Вĕсене пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

 

 
 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика