13 сентября 2014 г.
Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян çынсем пурнăçа ырă варкăш кĕртеççĕ. Сăпайлăх, тараватлăх, илемлĕх туйăмĕсене хăйсен витĕр сăрхăнтарса кăларса юнашартисене парнелеççĕ вĕсем.
Аслă Елчĕкре пурăнакан Евгения Васильевна Малова ĕмĕрне вĕрентекенре ĕçлесе ирттернĕ. 30 çула яхăн Патреккел шкулĕнче нимĕç чĕлхи предметне ертсе пынă хастар педагог, хăйĕн пĕлĕвне тата чун ăшшине вун-вун вĕренекенре хăварнă. Вăл Патреккел ялĕнчи Василий Николаевичпа Лидия Андреевна Миллинсен туслă çемйинче кун çути курнă. Тăватă ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Миллинсем, Женя чи асли пулнă. Патреккел, Аслă Елчĕк шкулĕсенчен вĕренсе тухсан Е.Малова пĕлĕвне Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ют чĕлхесен факультетĕнче туптанă. Унтан 1980 çулта вĕренсе тухнă, тăван района ĕçлеме килнĕ. Ăслă та сăпайлă хĕр Аслă Елчĕкри Вячеслав Петрович Маловпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. Шăкăл-шăкăл пурăнса икĕ ача çуратса ỹстернĕ пĕр-пĕрне чунтан юратакан тата хисеплекен мăшăр.
Е.Малова пирки аса илсен яланах куç умне ăшшăн кулакан кăмăллă сăн-питлĕ лăпкă çын тухса тăрать.
Çак вĕрентекене чунтан юратнăранах шкул ачисем унăн предметне - нимĕç чĕлхине уйрăмах кăмăлласа вĕренни асрах. Учителĕн кашни урокĕ кăсăклă иртнĕ пулсан та, пĕри уйрăмах асра юлчĕ. Евгения Васильевна Аттелĕхĕн Аслă вăрçин темине хускатрĕ урокра, çавна май Берлин хулине вырăс салтакĕсем çавăрса илни, Аслă Çĕнтерĕве епле туптанине пирки каласа пачĕ. Унтан вырăс поэчĕн А.Рублевăн Берлин хулинче нимĕç хĕр ачине вилĕмрен çăлнă салтака халалланă сăввине вулама пуçларĕ. Сăвва питĕ туйăмлăн вулаканскерĕн куçĕсенчен куççулĕ шăпăртатать, сăвăри ỹкерчĕксем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăраççĕ. Кашни ача хумханчĕ, юлашкинчен вĕрентекенпе пĕрле пĕтĕм класс йĕчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-90-мĕш çулĕсенче районти шкулсенче КИД (халăхсем хушшинчи туслăх клубĕ) кружокĕсем вăй илнĕ. Патреккел шкулĕнче çак кружока вăрах вăхăт хушши Е.Малова ертсе пычĕ. Вăл пулăшнипе шкул ачисем эрнере икĕ-виçĕ хут пухăнса ют çĕр-шыв ачисем патне çырусем çыратчĕç, вĕсенчен илнĕ çырусене вулатчĕç. Демократиллĕ Германи Республикипе уйрăмах тачă çыхăну тытнă. Конвертсем ăшне сăн ỹкерчĕкĕсем, маркăсем, открыткăсем чиксе янă. Унсăр пуçне пĕр-пĕрин хушшинче посылкăсем çỹретнĕ (вĕсем пурте шкулта упранаççĕ). Ют çĕр-шыв хыпарĕсене пĕлни, унти ачасен пурнăçĕпе интересленни пире çунат хушатчĕ. Çырусем çỹретнин чи паха енĕ - пин-пин çухрăмран çырупа пĕрле чун ăшшине пĕр-пĕрин патне çитерме пултарни, тĕрлĕ наци çыннипе пĕчĕкренех туслă пулма хăнăхни. Çав вăхăтрах чылай вырăнта пулса курма пултарнă КИД кружок членĕсем.
Турă пỹрнĕ чăн-чăн педагог Евгения Васильевна. Ытларах шкул, ачасен пурнăçĕпе пурăннă вăл. Хăйсене чунтан юратнине, тăван амăшĕ евĕр ырă суннине кĕçĕннисем яланах туйса тăнă. Вĕсем те вĕрентекенне кура ăс-тăн тата пултарулăх енĕпе яланах малти ретре пыма ăнтăлнă, çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăнă. Паян, тивĕçлĕ канура пулсан та, Евгения Васильевна шкул тата ачасен пурнăçĕпе интересленсех тăрать, май килнĕ таран канаш-сĕнỹпе пулăшать.
- Класс ертỹçи пулса пурĕ 4 выпуск кăлартăм, вун-вун ачана вĕрентрĕм. Нихăçан та начар ача курман эпĕ пурнăçра. Кашниех маншăн çывăх пулнă, халĕ те чĕрере упранаççĕ. Тĕл пулусенче вĕсене курса эпĕ тăван ачана курнă евĕр хĕпĕртетĕп. Çак туйăм хире-хирĕç пулни пурăнма вăй-хăват хушать, - кăмăллăн пĕлтерет çут ĕç отличникĕ.
Обществăлла ĕçре те пысăк хастарлăхпа палăрать Е.Малова. Ĕмĕрĕпех Патреккел хорĕн хастар членĕ пулнă вăл. Вĕрентỹри пархатарлă ĕçшĕн район, республика, Раççей шайĕнче сахал мар наградăна тивĕçнĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Е.Малова шкул ачисемпе (сăн ỹкерчĕке педагог тивĕçлĕ канăва каяс умĕн хатĕрленĕ).
Источник: "Елчĕк Ен"