Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника йĕркене юратать

17 сентября 2014 г.

Техника йĕркене юратать

Кăçалхи çурла уйăхĕнче йĕркене кĕнĕ тăрăх, республикăра, çавăн пекех районта "Трактор" операци-уйăхлăх иртрĕ.

"Трактор" операцин тĕп тĕллевĕ - механизаторсем хушшинче профилактика ĕçĕсене ирттересси. Районти ятарлă комисси уйрăм хуçалăхсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче пулса техника хатĕрĕсен юсавлăхне, вĕсемпе усă курмалли йĕркесене пăхăннисене, киввисене шутран кăлармаллине, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине хакларĕ.

Чăнах, чылай çĕрте техника хатĕрĕсемпе туллин те йĕркеллĕ усă кураççĕ. Çапах лайăххипе юнашар начарри те пĕрле утать. "Трактор" операци-уйăхлăх вăхăтĕнче техника хатĕрĕсемпе усă курмалли йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахал мар тĕл пулчĕç. Акă, механизаторсен хăйсен çумĕнче удостоверени пулмалла. Шел, вĕсенчен 3-шĕн вăл çукки палăрчĕ. "Манăн вăл пур, анчах ăна ăнсăртран çухатас мар тесе киле хăварнă", - тени те тĕл пулчĕ. Ирĕксĕрех асăрхаттарма, удостоверенисĕр руль умне ларма юраманни çинчен аса илтерме тиврĕ.

"Трактор" операци-уйăхлăх вăхăтĕнче техникăн 132 хатĕрне тĕрĕсленĕ. Техника хăрушсăрлăхĕн, çул çỹревĕн йĕркисене пăхăнман, патшалăх регистрацийĕпе техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман тĕслĕхсем те пулчĕç. Айăплисем, паллах, явап тытрĕç. Çак тапхăрта должноçри 6 çынна, 10 механизатора административлă майпа айăпланă, 11400 тенкĕлĕх штраф тỹлеттернĕ.

А.СОЛОВЬЕВ,

патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертỹçи.

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕкпе: А.Соловьев (сулахайри) Ленин ячĕллĕ ЯХПКра тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра (çурла уйăхĕн çурринче ỹкернĕ).

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика