Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрлехи рейдсем йĕркелĕç

02 февраля 2013 г.

 Ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсене преступноçа хирĕç ушкăнпа кĕрешес тата право йĕркине пăсассине асăрхаттарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Аслă Елчĕкре профилактика канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсене тата депутачĕсене, культура, сывлăх сыхлавĕн работникĕсемпе полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсене пĕрлештерекен канашăн ларăвĕнче хальхинче çемье лăпкăлăхне пăсакан, эрех-сăрапа иртĕхекен граждансене йыхравласа вĕсемпе профилактика калаçăвĕ йĕркеленĕ. Кунтах çул çитменнисемпе çыхăннă ыйтăва та хускатнă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев пуçтарăннисен умĕнче тухса калаçнă май ял тăрăхĕнчи йĕркелĕхе çĕрлехи вăхăтра та тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе рейдсем ирттермеллине палăртнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика