19 июля 2014 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тĕрлĕрен им-çамсемпе тивĕçтерекен, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин официаллă операторĕ шутланакан, Çĕнĕ Шупашкарти "Восток" ООО кăнтăр зонăри - Канаш, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи аграрисен семинар-канашлăвне ирттернĕ. Унта ỹсен-тăран лаптăкĕсенче çум курăка тата тĕрлĕ чир-чĕре пĕтерме пулăшакан препаратсем туса кăларассипе ĕçлекен, Урал-Атăл регионĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ Хусанти "Байер КропСайенс", Израиль çĕр-шывĕнче 1945 çулта йĕркеленнĕ, Раççей рынокĕнче 2009 çултанпа вăй хуракан "Мактешим Аган", Пушкăртри "БашИнком" компанисен представителĕсем, районсен администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсен начальникĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем тата агрономсем хутшăннă.
Семинар-канашлăвăн теори пайĕ Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю" агрофирма" ОООра иртнĕ май пухăннисен умĕнче чи малтан агрофирмăн генеральнăй директорĕ Х.Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - ял хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Миннетуллин тухса калаçрĕç. Паллах, уйсенче те пулса куртăмăр. Çĕнĕ йышши ансат технологисемпе усă курса пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2300 гектар çинче, пысăк пахалăха тивĕçекен апат-çимĕçлĕх тата вăрлăхлăх çĕр улмине кашни çул 700 гектартан кая мар лаптăкра çитĕнтерекен "Слава картофелю" агрофирма" ОООн Елчĕк районĕнчи предприятийĕн - "АСК-Яльчики" ОООн ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă. Унти хирсенче "иккĕмĕш çăкăр" - 200, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 800 гектар йышăнаççĕ. Вăрлăхсем чи лайăххисем пулсан та çĕр улмине, тĕш тырра тĕрлĕ чир-чĕр ересрен тата лаптăксенче çум курăк алхасасран асăрханса "Байер КропСайенс", "Мактешим Аган" фирмăсем, Пушкăртри "БашИнком" компани сĕнекен сывлăха сиен кỹмен çĕнĕ йышши биопрепаратсемпе усă курнă. "Восток" ООО (директорĕ Людмила Смирнова) - асăннă компанисен Чăваш Енри дилерĕ. Сăмах май, 2003 çулта йĕркеленнĕ, шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларнине çак çулсенче ĕçпе çирĕплетсе пама пултарнă "Восток" ООО хальхи вăхăтра республикăри 40-е яхăн ял хуçалăх предприятийĕпе, 20 ытла хресчен (фермер) хуçалăхĕпе (çав шутра пирĕн районти "АСК-Яльчики", "Победа", "Эмметево", "Урожай" ОООсем, Ленин ячĕллĕ, "Колос", "Труд", "Рассвет", "Сатурн" ЯХПКсем, Аслă Елчĕкри В. Чернов, Н. Светлов, Г.Афанасьев, Лаш Таяпари А.Дмитриев, Чăваш Тăрăмĕнчи В.Смирнов, Пикшикри Ф.Ахметов фермерсем) тачă çыхăнса ĕçлет.
Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ В.Падуев тата В.Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи гербицидсене "Восток" ОООран анчах туянни çинчен, вĕсем шанчăклă партнерсем пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа кăтартрĕç. Вĕсен тыр-пул уйĕсенче пулса курма та кăмăллă пулчĕ. Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçалхи çанталăк условийĕнче те кĕрхи тритикале, В.Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче "Симбирцид" тулă епле хỹхĕм çитĕннине, ытти анасем те таса, çум курăксăр пулнине курсан ĕç оычĕпе паллашма ытти районсенчен килнĕ тыр-пул ăстисем хăйсем тĕлĕннине пытармарĕç. Фунгицидсемпе, ỹсен-тăрана парка çитĕнме пулăшакан микроудобренисемпе усă курнăран вĕсем кăçалхи нỹрĕк сахал, типĕ çанталăкра та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленинчен пысăк тухăç алла илес шанăç пур. Çапла пултăрччех.
Светлана АРХИПОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: семинар-канашлăва хутшăннисем Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн кĕрхи тритикале çитĕнекен уйĕнче.
Источник: "Елчĕк Ен"