04 июня 2014 г.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитрĕ. Анчах та çак вăрçа астăвакансен куçĕсен умĕнчен унăн нуши-терчĕ иртсе каймасть. Вăрçă чарăннине пĕлтернĕ кун та паянхи пекех асра. Çак савăнăçлă хыпара чỹречесенчен шаккасах пĕлтерсе çỹрерĕç. Пĕтĕм халăх - ватти-вĕтти урама тухрĕ. Вăл кун вăрçăра çухату тỹснĕ çынсен çемйисемшĕн те, ыттисемшĕн те пысăк уяв пулчĕ. Аннесен куçĕсенчен хăшĕсен савăнăç куççулĕпе пĕрле хурлăх куççулĕ юхрĕ.
Пирĕн çемье каçсерен апат çиме пуçтарăнса ларсан вăрçăран таврăнайман атте валли те сĕтел çине кашăк, апат хыççăн ĕçсе яма стаканпа шыв лартни те асрах-ха.
Мĕн чухлĕ каччăпа хĕр таврăнаймарĕ ылханлă вăрçăран, мĕн чухлĕ ача-пăча ашшĕ-амăшĕн ăшшине туймасăр терт-нуша курса ỹсрĕ. Паянхин те, çитес ăрăвăн та, никамăн та çĕр çинче вăрçă нушине курмалла ан пултăрччĕ. Вăрçă сăмах этем чĕлхинчен пачах та çухалтăрччĕ. Нацист, фашист текен сăмахсем те тек ан илтĕнтĕрччĕç.
Шел, иртнĕ ĕмĕр çыннисем паянхи лайăх пурнăçа тутанса кураймарĕç. Манăн атте, хăй çырса янă çырăвĕсем тăрăх, Сталинград патĕнче çапăçнă. Унăн çырăвĕсем 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче килме чарăннă, хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен çыру та çак уйăхрах килнĕ. Шел те, пĕр çырăвĕ те упранса юлман.
Нумаях пулмасть йăмăкăн ывăлĕ, Шупашкар хулинче пурăнаканскер, компьютерпа кукашшĕн вил тăприйĕн вырăнне шыраса тупни пирки хыпарларĕ. Вăрçăра вилнĕ çынсен списокĕнче çапла çырнине асăрханă вăл: "Красноармеец Мешков Емельян Васильевич, 1904 года рождения, призванный в армию в 1942 году Яльчикским военным комиссариатом Чув. АССР, похоронен в деревне Мызино Орловской области". Çак облаçре Мызино ятлă ял пур-ши тесе уйрăммăн шыранă вăл, çапах та тупайман. Мызино ятлă ял Владимир облаçĕнчи Судогодский районĕнче пуррине пĕлнĕ. Яла каярах тепĕр облаçе кĕртмен-ши текен шухăш та çуралать пуçра. Халăхран илтнĕ тăрăх, çак ялта вăрçă вăхăтĕнче госпиталь пулнă. Кам уçăмлатса парĕ-ши мана çак ыйтусене?
Чăнахах та тĕрĕс пулсан унăн вил тăприйĕ çине лартнă хĕресне анчах сĕртĕнсе курасчĕ манăн.
Клавдия МЕШКОВА. Аслă Елчĕк ялĕ.
Редакцинчен: Хисеплĕ Клавдия Емельяновна! Сирĕн çырăвăра, чăн та, хумханмасăр вулама çук. Вăрçă сахал мар çынна терт-нуша кỹнĕ. Унăн çулĕсем пиртен аяккарах та аяккарах кайса пыраççĕ пулсан та хыпарсăр çухалнă çывăх тăванĕсен вил тăприсене тупас, хуравсăр ыйтусене уçăмлатас текенсен йышĕ çав-çавах пысăк. Ыйтусене уçăмлатас тесен сире эпир хăвăр маларах çырнă облаçсен архивĕсемпе, çар комиссариачĕсемпе çыхăнма сĕнетпĕр.
Источник: "Елчĕк Ен"