Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк корреспондентсен пĕрремĕш слечĕ.

19 мая 2014 г.

Çамрăк корреспондентсен пĕрремĕш слечĕ.

Чăваш сăмахĕ ылтăнран та хаклăрах...

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта «Хыпар» Издательство çурчĕн çамрăк корреспондентсен слечĕ иртрĕ. Республикăри тĕрлĕ район-хулара пурăнакан шкул ачисем, çамрăк 100 ытла автор, Чăваш патшалăх пукане театрне пухăнчĕç. Уява ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорĕ Александр Магарин, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, ЧР Вĕренÿ министерствин пай пуçлăхĕ Инесса Ядранская хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисене Валентина Владимировна министр саламларĕ.

- Сăмахпа ĕçлесси питĕ яваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕç. «Сăмах ылтăнпа тан», - тенĕ ваттисем. Эсир чăвашла хайлавсем çыратăр, журналист ăсталăхне туптатăр. Çавăнпа чăваш чĕлхин пуласлăхĕ сирĕнтен килет. Ăнăçу сунатăп сире, хисеплĕ ĕçтешсем, - терĕ вăл.

Алексей Леонтьев пичет журналистикин паянхи йывăрлăхĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Раççей почти çырăнтару хакне палăрмаллах хăпартнăран вулакансен йышĕ сыхланса юлтăр тесен сахал мар тăрăшмаллине палăртрĕ. Чăнах та, 744,12 тенкĕрен 144 тенки кăна редакцие килет, ытти йăлтах почтăра юлать.

- Эпир 16 хаçат-журнал кăларса тăратпăр, вĕсенчен тăваттăшĕ ачасемпе çамрăксем валли, «Тетте», «Тантăш», «Самант» тата «Çамрăксен хаçачĕ». Эсир вĕсемпе çыхăну тытатăр. Ку - «Хыпар» Издательство çурчĕн пĕрремĕш слечĕ. Малашне эпир ăна çулленех тата анлăрах ирттереме палăртатпăр, - тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ Алексей Петрович. Унтан вăл чи маттур корреспондентсене «Хыпар» Издательво çурчĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Юлия Адюкова сăмах илчĕ. Вăл «Тантăш» хаçата вуланине, йăмăкĕ «Тетте» журнала алăран яманнине, аппăшĕ «Саманта» кăмăлланине, амăшĕ «Çамрăксен хаçачĕн» кашни статйине шĕкĕлченине, ашшĕ вара кашни кунах почтальон «Хыпар» хаçата килсе парассине кĕтнине пĕлтерчĕ. Мĕнле маттур çемье! Адюковсем хăйсем те чăваш кăларăмĕсемпе туслă, ачи-пăчине те тăван сăмаха юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтараççĕ.

- Ачасем, эсир мана тĕлĕнтеретĕр. Сирĕн заметкăрсене, статйăрсене савăнса вулатăп, темиçе хут пăхса тухатăп. 5-мĕш, 6-мĕш классенче вĕренекенсем çавăн пек ăста çырма пултарнăшăн хĕпĕртетĕп. Малашне те çырăр, çакă чунпа пуянланма пулăшать, - палăртрĕ Галина Зотова вĕрентекен.

Çамрăк корреспондентсем пукане театрĕн «Турă патне çырнă 14 çыру» спектакльне куриччен ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç. Вĕсене «Тантăшпа» «Тетте» редакторĕ Владимир Федоров, «Самант» редакторĕ Владимир Степанов, Раççейри çамрăк журналистсен лигин Чăваш Енри координаторĕ Евгений Суховерко тата çак йĕркесен авторĕ ирттерчĕç.

Слет вăхăтĕнче çамрăк журналистсем пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашрĕç, туслашрĕç, чăваш хаçат-журналĕпе малашне те çыхăну тытма шантарчĕç. Пирвайхи слета хутшăннисен хушшинче хăйсен пурнăçне чăваш журналистикипе çыхăнтаракансем пуласса шанатпăр.

 

Сергерй ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем. Фоторепортаж

Редакцирен. «Хыпар» Издательство çурчĕн çамрăк корреспондентсен I слетне ирттерме пулăшнăшăн «ДОРИСС» АУО генеральнăй директорне И.В.Рощина, «ТУС» строительство компанийĕ» АХО генеральнăй директорне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Н.Ф.Угаслова, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председательне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне В.М.Павлова, Чăваш пукане театрĕн директорне Е.А.Абрамовăна, «Антей-сервис» компанин директорне А.Н.Ивановăна, «Информ-медиа» РПФ генеральнăй директорне Э.Н.Максимова чунтан тав тăвтапăр.

Дмитрий МОИСЕЕВ 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика