Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк ен талантсемпе пуян

20 марта 2014 г.

Иртнĕ шăмат кун Елчĕкри культурăпа кану центрĕ ачасен янăравлă та хаваслă сассипе, ташшипе кĕрлесе тăчĕ. Савăнмалли сăлтавĕ те пысăк - кунта 14 çул тултарман ачасем харăсах республикăри пилĕк тĕрлĕ фестивалĕн районти конкурсĕнче тупăшрĕç. Иртнĕ çулсенче ачасен "Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче", "Пĕчĕк çеç путене", "Салам, тĕнче", "Чăваш Ен чечекĕсем", "Уçă саслă ачалăх" фестивалĕсене виçĕ-тăватă район хушшинче йĕркелетчĕç. Унта районсенчи чи-чи пултаруллă коллективсем кăна пĕрер номерпе хутшăнма пултаратчĕç. Кăçал вара ача-пăчан ăсталăхĕпе вырăна тухса паллашас, чи пултаруллисене суйласа илсе малалла вĕренме пулăшас тĕллевпе кашни районтах ирттерме палăртнă. Районти культура учрежденийĕсем çумĕнчи, шкулсенчи тĕрлĕ клубсене çỹрекен 250 ытла! ача Шупашкартан килнĕ жюри членĕсем умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартса парас тесе чун-чĕре ыйтнипе сцена çине тухрĕ. Фойере кашни ял тăрăхĕнчи ал ĕç ăстисен куравĕ ĕçлерĕ.

Ташши, ташши, сала кайăк ташши...

Фестиваль хореографи коллективĕсен "Салам, тĕнче" фестивалĕпе уçăлчĕ. Чи малтан сцена çине Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ С.Карамаликова ертсе пыракан "Вдохновение" ташă коллективĕн вăтам ушкăнĕ куракансене вырăс халăх ташшипе тыткăнларĕ. Унтан çак коллективăн аслă тата кĕçĕн ушкăнĕсен "Скоморохи" ташăçисем чăваш, ковбой ташшисемпе зала чĕрĕлĕх кĕртрĕç. Елчĕк ывăл-хĕрĕ 17 çул (района ятарлă пĕлỹ илнĕ хореограф килсен) ташласа районта кăна мар, республикăра палăрать. Ташăçăсем тĕрлĕ шайри конкурссенчен дипломсемпе таврăнаççĕ. Хальхинче те "Вдохновение" ташă коллективĕсене жюри пысăк хак пачĕ. Вĕсем республикăри сцена çинче кăна мар, унăн тулашĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартма шикленмелле маррине палăртнă. Коллективăн костюмĕсем хитре, ятуллă.

Çав вăхăтрах Курнавăшри "Твиста" ушкăн хальхи пиратсен ташшине ташласан юнашар ларакан мăнукăм хăраса кайрĕ. Çăтăк-çурăк колготкисемпе, хăратакан тумсемпе сцена çине тухни пит килĕшỹллех курăнмарĕ. Çавăнпа та ташăçăсене ертсе пыракансен тумсене суйласа илме пĕлмелли те куç кĕрет.

Çакна та уйрăммăн палăртас килет: пирĕн ачасемпе мăнуксем чăвашла сахал ташлаççĕ. Ытти халăхăн, калăпăр, инди, ирланди, мексика, кавказ ташшисене ытларах кăмăллани сисĕнчĕ.

Лаш Таяпари "Асамат", "Восход", Аслă Елчĕкри "Шевлесем", Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи "Драйф", Курнавăшри "Пĕрремĕш чечексем" ушкăнсем ăсталăха ỹстерсех пыни курăнчĕ.

"Чăваш Ен чечекĕсем"

Фестивальте тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем юрлас, сăвă калас, тĕрлĕ инструментсемпе выляс пултарулăха кăтартрĕç. Районта ачасен хăйсен талантне пур енлĕн аталантарма майсемпе условисем çителĕклĕ. Елчĕкри искусство шкулĕнче, унăн филиалĕсенче вĕренекенсем фортепианопа, тăмрапа, баянпа, кашăкпа... калама вĕренеççĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Д.Волковпа В.Кузьмин "Танец совхозной молодежи" юрра хут купăспа вылянине куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Сăвă калакансем те йышлăн пулчĕç. "Бородиноран" пуçласа "Анне" сăвă таранах. Уйрăмах Елчĕкри "Радуга" ушкăнри хĕр ачасем уçă сассисемпе вырăс, чăваш юррисемпе савăнтарчĕç.

Çак фестивале хутшăннă чи кĕçĕн хĕр пĕрчи, Аслă Елчĕкри К.Агеева вара "Ай, юрлар-и?" юррине юрланă чухне пĕр куракан та алă çупмасăр лараймарĕ. Хăйĕн уçă сассипе пурне те тыткăнларĕ. Тăван чĕлхене юратни, унăн юррисемпе хавхаланнине пытармасть вăл. Чăваш тумĕллĕ хĕр пĕрчин ăсталăхĕпе жюри те кăмăллă. Акă камра вăл чăвашлăх туртăмĕ тапса тăрать! Чăннипех те маттур Ксения. Елчĕкре те пулин (эпир хамăра чăн чăвашсем тетпĕр пулсан) ытларах чăвашла юрламалла, ташламалла та çав. Хальлĕхе уявсене те чăвашла ертсе пымастпăр...

Хор ушкăнĕсем сахал

Районта "Уçă саслă ачалăх" фестивале хутшăнакансем сахаллăн пулчĕç. Патреккелти "Çăлкуç", Елчĕкри искусство шкулĕнчи вокал ансамблĕсем пĕрре кăна тухмаççĕ сцена çине. Пултарулăхĕ пысăк вĕсен. Анчах ачасенчен йĕркеленĕ хор ушкăнĕсем районта çукки пăшăрхантарать.

Яманчỹрелсем çăпата сырма та пĕлеççĕ

"Путене" фольклор фестивалĕ республикăра çиччĕмĕш хут иртет. Районти шкул ачисем кашни çулах хутшăнаççĕ унта. Кăçал хăйсен пултарулăхĕпе Яманчỹрелĕнчи "Сармантей" ушкăн тĕлĕнтерчĕ. Н.Обожгеева ертсе пыракан коллектив "Выртмара" сценка кăтартса пачĕ. Ачасем ĕлĕкхи чăваш кĕпе-тумтирĕпе кăна мар, çăпатапах сцена çине тухнă. "Çăпата сырма вĕрентĕмĕр малтан", - теççĕ фольклор ушкăнне чун туртнипе çỹрекен ачасем. Вырăскассинчи "Шанăç", Тăрăмри "Шанчăк", Энтепери "Шăпăрлансем", Курнавăшри "Сармантей", Патреккелĕнчи "Алмакай" фольклор ушкăнĕсене ачасем юратса çỹрени курăнчĕ.

"Елчĕк ачисем тĕрлеме маçтăр"

Йăлана кĕнĕ "Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче" конкурса районти 14 çамрăк тĕрĕçĕ хутшăнчĕ. Вĕсен ĕçне хаклама тата мастер-класс ирттерме чăваш тĕррисем тĕрлессипе чапа тухнă Е.Жачева хăй килнĕ. Евгения Николаевна Елчĕкре шкул ачисем чăваш тĕррипе интересленнĕшĕн хĕпĕртерĕ. Ара, ытти районсенче конкурса хутшăнакансен йышĕ сахал. Тĕрĕ ăсти икĕ сехет хушшинче ачасем мĕнле çĕвĕ тунине, ỹкернине тĕрĕслерĕ, вĕрентрĕ. "Практика пысăк, хĕр ачасем тĕрĕсен ячĕсене пĕлмесĕрех тĕрлеççĕ. Ертỹçĕсен чăваш тĕррисен ячĕсене, вĕсем мĕне пĕлтернине вĕрентмелле. Пĕр сăмахпа каласан, Елчĕкре чăваш тĕрри манăçа тухас çук. Çакă хавхалантарать", - тет çамрăк тĕрĕçĕсен ĕçĕпе кăмăллă маçтăр. Уйрăмах Курнавăшри, Елчĕкри искусство шкулĕнчи, Кĕçĕн Таяпари (ертỹçисем С.Прохорова, Р.Парферьева, А.Иванова) тĕрĕçĕсен ĕçĕпе кăмăллине палăртрĕ. Фестиваль çĕнтерỹçисем Шупашкарта иртекен гала-концерта, республикăри галерейăра иртекен курава хутшăнаççĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика