Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче - "Сăрнайсем"

05 февраля 2014 г.

Сцена çинче - "Сăрнайсем"

Аслă Елчĕкри "Сăрнай" фольклор ушкăнне йĕркелени чылай çул. Вăл хăйĕн пултарулăхне хамăр тăрăхра кăна мар, республикăра та пĕрре мар кăтартнă.

Ялта е районта мĕнле уяв пулса иртет - Аслă Елчĕкĕн маттур пикисем илемлĕ юрă-ташăпа куракансене савăнтараççĕ. Вĕсем Çăварнине те, Акатуя та илем кỹреççĕ.

Юратса çỹреççĕ хĕрарăмсем ансамбле. Пушă вăхăта усăллă ирттернĕшĕн, çынсене савăнăç кỹнĕшĕн хĕпĕртеççĕ. Шупашкар сцени çинче те вĕсем хăйсене артистсенчен кая мар тытаççĕ. Виталий Адюковăн, Надинан пултарулăх каçĕсенче "Сăрнайсем" епле илемлĕн шăрантарчĕç анатри чăвашсен юррисене. Залра ларакансем анатри чăваш хĕрарăмĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнни пысăк хавхалану кỹни куç кĕретех.

Ушкăна çỹрекен Галина Адюкова, Зоя Убасева, Александра Кузьмина, Александра Молоствова, Валентина Петрушкина, Елена Мисякова, Александра Убасева, Елизавета Мешкова, вĕсене ертсе пыракан Зинаида Кантеева чăваш йăли-йĕркине упрас, вĕсене çамрăксене алла илме хăнăхтарас енĕпе те сахал мар ырă ĕç тăваççĕ.

Г.ЩИПЦОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: "Сăрнайсем" Шупашкар сцени çинче - Виталий Адюковпа.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика