Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем ỹсеççĕ

18 января 2014 г.

Кăтартусем ỹсеççĕ

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ И.Горшкова тата ветеринари станцийĕн ертỹçи А.Скворцов, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулса, выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçлĕ шайра аталантарас ыйтусене тишкерчĕç.

Аслă Елчĕкри Владимир Чернов ертсе пыракан ĕне фермин коллективĕн кăтартăвĕсене хальлĕхе районти малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсеннипе танлаштараймастпăр пулин те лайăх улшăнусем пурри куç умĕнче. 2013 çулта аш-какай, сĕт туса илесси, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси, 100 ĕне пуçне пăру илесси, мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра ỹт хуштарасси те 2012 çулхинчен ытларах пулнă. Кăтартусем ỹссе пыни вара малашне те хавхаланса ĕçлеме шанăç кỹрет.

- Инвестици проекчĕпе усă курса ĕне фермине сĕт пăрăхĕ вырнаçтартăмăр, май килсен кăçал хальчченех пушă ларнă пăру витине те реконструкци тума шухăшлатпăр. Ун чухне ĕне выльăхсен хисепне тата ỹстерме пулĕ, - тет ял хуçалăх предприятийĕн мал ĕмĕтлĕ председателĕ Валерий Падуев.

Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне кашни çул ỹстерсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем кунта 465 пуç. Çак хисепрен 151-шĕ - сăвăнакан ĕнесем, вĕсем те 2012 çулхинчен 26 пуç ытларах пулнă. Иртнĕ çул, виçĕм çулхипе танлаштарсан, кашни ĕнерен 43 килограмм ытларах - 4143 килограмм сĕт сунă. Ĕнесен пысăк продуктивлăхĕшĕн бюджетран уйăракан субсидие илме те тивĕçлĕ пулнă.

Ирина Шакина, Ольга Полканова тата икĕ Татьяна Печкова хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 10 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Хĕл тапхăрĕшĕн япăх мар кăтарту çакă. Нарăс, пуш уйăхĕсенче ĕнесем ушкăнпа пăрулама тытăнсан сăвăм тата ытларах пулмаллине палăртаççĕ вĕсем. Выльăхсен рационне зоотехника нормисене пăхăнса йĕркелени те тивĕçлĕ шайри продукци туса илме май парать. Хальхи вăхăтра ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем сĕте тивĕçлĕ хакпа туянни, укçи-тенкипе çийĕнчех татăлни кашни кунхи ĕçе хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пуçăнма хистет. Аслă Елчĕксем туса илекен продукци пахалăхĕ те пысăк, çапла майпа сĕтĕн 1 килограмм сутлăх хакĕ 22 тенкĕрен чакса курман.

Виталий Афанасьев - ялти ветеринари пункчĕн заведующийĕ. Çав вăхăтрах вăл тăрăшнипе фермăри сума пăрахтарнă тата пăрулаттаракан уйрăмри ĕнесене расна рационпа тăрантарса усрассине, çамрăк пăрусене ветеринарипе санитари йĕркисене çирĕп пăхăнса çитĕнтерессине йĕркеленĕ.

Пăрулаттаракан уйрăмри Вера Черновăпа Раиса Мисякова, тына пăрусемпе вăкăрсене пăхнă çĕрте тăрăшакан Зинаида Долговăпа Валентина Петрянкина, Галина Волкова ĕçченсем те хăйсен шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Вера Черновăпа Раиса Мисякова пĕчĕк пăрусене куçран ямаççĕ - юратса çитĕнтереççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика