04 декабря 2013 г.
Тивĕçлĕ канура пулин те мал ĕмĕтлĕ, кашни кунхи пурнăçпа савăнса пурăнакан, хавхалануллă кăмăл-туйăмлă çынсене ăмсанмалăх пур. Çак сăмахсене Елчĕкре Октябрь урамĕнчи 26-мĕш çуртра пурăнакан Антонина Ивановна Печкова пирки каланăнах туйăнать.
Антонина - унăн хут çинчи ячĕ, хăйне вара пурте Нина теме хăнăхнă. Аслă Елчĕк хĕрĕ пулнă, йышлă çемьере сакăр пĕр тăван ỹссе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ ывăл-хĕрĕсене мĕн çамрăкран ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Хĕрĕсем - Ольга, Валентина, Зоя тата Нина ытларах тĕпел кукринче тăрмашнă. Амăшĕ, Ксения Андреевна, пир тĕртнине, уйрăмах Мăнкун уявĕ умĕн, çĕр çывăрмасăр йышлă çемье валли тĕртнĕ пиртен кĕпе-йĕм çĕленине лайăх астуса юлнă. Çавна май хăйсем те мĕн çамрăкран алă ĕçĕ тума хăнăхнă, вĕсем уйрăмах тĕрĕ тĕрлеме юратнă. Сăмах май, вĕсен ашшĕ Иван Степанович та кĕрĕк çĕленĕ.
Антонина Ивановнăна унчченех паллатпăр пулин те вăл чăн-чăн тĕрĕ ăсти пулнине пĕлмен те. Пĕрремĕш хут хăйĕн ĕçĕсемпе Елчĕк ялĕн престол уявĕ кунĕ хатĕрленĕ куравра паллаштарчĕ. Халĕччен унăн пултарулăхĕ пирки çывăх çыннисем анчах пĕлнĕ. Алă ăстин ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашас тесе Нина аппапа тĕл пулу шыраса тупрăмăр. Уçă кăмăллă, тараватлă хĕрарăм пире хăй пурăнакан хваттере чей ĕçме чĕнчĕ. Кунта тирпейлĕ те таса, хăтлăхпа илемлĕхе юратакан çын пурăннине тỹрех туйса илме пулчĕ. Кашни япала килĕшỹллĕ, хăй вырăнне тупнă. Стенасем çинчи мулине çиппипе тĕрлесе ăсталанă тĕрлĕ сюжетлă тĕрĕсене курса тĕлĕнтĕмĕр, вĕсене пурне те рамкăсем ăшне вырнаçтарнă. Тĕрĕ ăсти вĕсенченчен хăшĕ-пĕринпе паллаштарчĕ: "Иккĕн", "Çумăр айĕнче чуп туни", "Ромео тата Джульета", "Фламинго" кайăк, "Фламенко" ташă... вĕсене алăпа тĕрленĕ тесен ĕненмелле те мар пек. Мĕншĕн тесен кашни ỹкерчĕк пĕр пек яка, тирпейлĕ. Çакăн чухлĕ сăнара "чун" кĕртме (вĕсем пурте чĕрĕ пекех)) çирĕп ăс-тăн, вăхăт та нумай кирлĕ. Пирĕн шухăша малалла тăсса кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма, килĕштерме, тус-юлташлă пулма пултаракан Антонина Ивановна çапла хушса каларĕ: "Тивĕçлĕ канури çыннăн урăх мĕнле пулмалла? Пушă вăхăт нумай. Чăннипе каласан, алла йĕппе çип тытман кун çук та. Тĕрĕ тĕрлеме ларсан чун-чĕре савăнăçпа тулать".
Антонина Печкова вăй питти çулĕсене пархатарлă ĕçре ирттернĕ. 28 çул пĕр улшăнмасăр "Канашская" чăх-чĕп фабрикинче вăй хунă тăршуллă çынна "Вун пĕрмĕш пилĕк çуллăх ударникĕ", "Коммунизмла ĕç ударникĕ", "Социализмла ăмăрту (1977 çул) çĕнтерỹçи" ятсене, "Ылтăн алăллă маçтăр" Диплом парса чыс тунă. Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсен шучĕ те çук. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ те вăл. Иксĕлми вăй-халлă, хавхалануллă, ырă кăмăл-туйăмлă Антонина Ивановна çутă ĕмĕтпе пурăнать. Çавăнпах пулĕ ватăлма та пĕлмест вăл...
Источник: "Елчĕк Ен"