14 сентября 2013 г.
14 сентября 2013 г.
"Елчĕк ен" хаçатра районта пурăнакан ĕçчен те пултаруллă çынсем çинчен час-часах çыратпăр: ĕç паттăрĕсем, наукăра çитĕнỹ тунисем, спортпа туслисем, çар çыннисем... Вĕсем пирки çырнă май чуна ăшăлăх туйăмĕ çупăрлать, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче ырăпа палăракан Елчĕксем йышлă пулнăшăн чĕре хĕпĕртет. Вĕсен шутĕнче Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ запасри полковник Петр Владимирович Петрянкин.
Çын пурнăçĕнчи пĕтĕм ырри çемьерен пуçланать. Петр Владимирович Александра Степановнăпа Владимир Петрович Петрянкинсен туслă çемйинче кун çути курнă. Ваттисен йăли-йĕркине çирĕп тытса пыракан, тĕпренчĕкĕсене мĕн çамрăкран çынна хисеплеме, çынлăх туйăмне мала хума вĕрентекен сăпайлă çемье пулнипе палăрнă вĕсем, ачисене хăйсен ырă тĕслĕхĕпе воспитани панă. Александра Петрянкина ĕмĕрне ачасене пĕлỹ парассипе тата ĕçе хăнăхтарассипе çыхăнтарнă, маларах Патреккел, унтан чылай çул Аслă Елчĕк шкулĕсенче "Ĕç" предметне ертсе пынă. Владимир Петрянкин вара кун-çулне шофер профессийĕпе çыхăнтарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Ленин ячĕллĕ хуçалăхра водительте тăрăшнă. Техникăна чунтан кăмăлланă. ГАЗ-52 автомашинăна яланах юсавлă тытнă. Çынна пулăшма хатĕрскере килтен çĕрле те чĕнсе тухса кайнă тĕслĕхсем (больницăна леçмелле е ытти сăлтав) пайтах пулнă пурнăçĕнче.
1963 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче тĕнчене килнĕ Петр çемьере аслă ача пулнă. 1968 çулта Сергей çуралнă. Çамрăкранах мал ĕмĕтлĕ, анлă тавра курăмла пулма ăнтăлнипе, çивĕч ăсĕпе палăрса тăнă вĕсем, тăванлăх туйăмне мала хурса пĕр-пĕриншĕн вута та, шыва та кĕме хăнăхса ỹснĕ. Ашшĕ-амăшĕ иккĕшне те аслă пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Петр аслăрах классенче вĕрентекенсене пĕлĕвĕпе, çитĕнĕвĕсемпе тата та тĕлĕнтерме пуçланă. Физика предметне вĕрентекен Алексей Васильевич Агеев ертсе пынипе вăл 8-10-мĕш классенче дистанци мелĕпе Мускав облаçĕнчи Долгопрудный хулари физикăпа математика шкулĕнче ăс пухнă.
Пĕчĕкренех спортпа туслă пулнă, çăмăл атлетикăна кăмăлланă, ку енĕпе иртекен ăмăртусене тăтăшах хутшăннă.
Çамрăкранах çар профессийĕ илĕртнĕ ăна. Касри çамрăксемпе (ун чухне кашни килтех 5-шер е 6-шар ача пулнă) вăрçăлла вылянă чухне яланах командир пулма ăнтăлнă вăл. Шкул çулĕсенче çар çынни пулас ĕмĕт тата та туптаннă. Ăна аталантараканĕ - çар ĕçĕн предметне ертсе пынă Петр Алексеевич Печков. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ ачасене çар ĕçне хăнăхтарнă чух пĕтĕм чунне панă тесен те йăнăш мар пулĕ. Хăй вăрçă хирĕнче çапăçнăскер, ачасен чунĕнче патриотлăх туйăмне вăратма пултарнă. Ăна çак ĕçре мăшăрĕ - Радость Спиридоновна та пулăшса пынă.
Çар хисепне ỹстерме пулăшнă тепĕр çын вăл - Петр Петрянкинăн куккăшĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Алексей Евстафьевич Агеев подполковник. Вăл Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ, вăрçă хыççăн Украинăра тымар янă. Яла çар тумĕпе килекен куккăшĕ çине ачасем ытараймасăр пăхнă. Туслă, пĕр-пĕрне хисеплекен çемьере çитĕннĕ Петршăн çемье пĕрремĕш вырăнта. Вăл пĕр ял хĕрĕпе Надежда Петровна Светловăпа пĕрлешнĕ, çемьере хĕрпе ывăл çитĕнет. Хальхи вăхăтра Санкт-Петербург хулинче пурăнать çемье.
Надежда шкул хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче пĕлỹ илнĕ. Халĕ Надежда Петровна С.Буденный ячĕллĕ çыхăну çар академийĕнче тăрăшать.
Ачисене воспитани парас ĕçре Петрянкинсем çирĕплĕхе мала хуни, кĕçĕннисене тĕрлĕ енлĕ аталанма лайăх условисем туса пани паллă. Вĕсене çитĕнỹсем тума хавхалантарасси те пысăк вырăнта. Анастасия хĕрĕ балерина, вăл Санкт-Петербургри ача-пăча балечĕн театрĕнче чылай çул ăсталăхне туптать. А.Петрянкина çĕр-шыв шайĕнчи анчах мар, ун тулашĕнчи конкурссене те хастар хутшăнать тата малти вырăнсене йышăнать. Китайра, Францире, Мексикăра тат ытти çĕр-шывсенче пулса хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă ташăçă.
Павел ывăлĕ Санкт-Петербургри "Выборжанин" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн футбол командинче вылять. Яла килсен те уçă уйра футбол выляссине темрен мала хурать. Петрянкинсем чăвашлăха, тăванлăха мала хураççĕ, тăванĕсем пĕр-пĕриншĕн кар тăраççĕ. Анастасия çулсеренех районта иртекен Акатуй уявĕнче куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарни те лайăх çирĕплетет çакна.
Петрянкинсен йăхĕнче паянхи кун 5 офицер тухни паллă. Çавăн пекех çак йăхран паллă ăсчахсем, ветеринарсем (Владимир Петрович Петрянкинăн пиччĕшне - Федор Петрович Петрянкин ветеринари наукисен докторне тата профессора пĕлмен çын сахал пулĕ), историксем, педагогсем... тухнă.
Петр Владимирович Петрянкин Аслă Елчĕкре 1963 çулта çуралнă. Çак ялти шкултан "5" паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн 1981 çулта Полтавăри çыхăну аслă çар училищинче вĕренет. Унтан 1985 çулта вĕренсе тухсан Байкал леш енчи çар округĕнче çыхăну ротин радиовзвод командирĕнче службăра тăнă, 1991 çултан Кавказ тăрăхĕнчи çар округĕнче çыхăну ротин командирĕнче, штаб начальникĕн пулăшуçинче, 1992 çултан çыхăну батальонĕн радиорота командирĕнче тăрăшнă.
1994 çулта вăл тăракан çар чаçне Мускав çар округне кĕрекен Смоленск облаçĕнчи Вязьма хулине куçарнă. Кунта 1996 çултан çар тата моральпе психологи хатĕрлевĕн уйрăмĕн начальникĕн аслă пулăшаканĕнче, 1998 çултан бригадăн штаб начальникĕнче вăй хунă, 2000-2001 çулсенче асăннă штабăн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçланă.
2001 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен С.Буденный ячĕллĕ çыхăну çар академийĕн радиоразведкăпа радиоэлектрон кĕрешĕвĕн факультетĕнче ăсталăхне туптанă. Кунтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан Çыхăну çар академийĕнче хăй вĕреннĕ факультетăн курс начальникĕнче, кайран факультетăн начальникĕн çумĕнче тата вĕренỹ уйрăмĕн начальникĕнче вăй хунă. Кăçалхи çурла уйăхĕнче çак должноçран запаса тухнă.
Петр Владимирович хăй çар академинче службăра тăнă вăхăтра питĕ нумай çар офицерне воспитани панă, вĕсене чун-чĕрепе çар çынни пулма хăнăхтарнă. Хальхи вăхăтра унăн воспитанникĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче службăра тăраççĕ. Вĕсем наставникĕ патне паянхи кун та шăнкăравласа канаш-сĕнỹ ыйтни тата тав сăмахĕ калани Петр Владимирович вĕсемшĕн витĕмлĕ тĕслĕх пулнине лайăх çирĕплетет.
Полковник сахал мар наградăна тивĕçнĕ. "Çар службинче палăрнăшăн", "Тỹрĕ кăмăллă службăшăн", "Çар ĕçĕнчи хастарлăхшăн", "Çар разведкине - 90 çул", "Çыхăну çарĕсене - 90 çул", "Çыхăну çар академине - 90 çул", "СССР хĕç-пăшаллă вăйсене - 70 çул" тата ытти те.
Е.ПЕТРОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"