07 декабря 2012 г.
Чăваш эстрада юрăçисен концерчĕсене тăтăшах çÿрекенсем “Çамрăксен хаçачĕн” тĕпелĕн паянхи хăнине палларĕç ĕнтĕ. Вăл - Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Надежда Кузьмина. Вулакансем ăна Надина хушма ятпа лайăхрах пĕлеççĕ. ТV-кĕвве Данила Ленскипе пĕрле ертсе пыраканскер, “Телеюрă” проекта хутшăнаканскер нумаях пулмасть “Ĕмĕтри савни” альбом кăларчĕ. Унăн репертуарĕнче - 25 юрă. Хăй çырнă сăвăсене кĕвве хăех хывакан Надина “ÇХ” ыйтăвĕсене хаваспах хуравларĕ.
- Чи малтанах уçăмлатар: эсĕ мĕнле майпа Надина пулса тăнă-ха?
- Юлташ хĕрсем мана Надя мар, Дина ят пачĕç. Çапла каярахпа Надинка, Надина теме тытăнчĕç. Ку мана килĕшрĕ. Куракансен умне тухнă чухне мĕншĕн усă курас мар? Унсăр пуçне Надежда Кузьмина пирĕн ахаль те пур.
- Эсĕ сцена çине пĕчĕклех хăпарнă ĕнтĕ.
- Çапла. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне Зинаида Кантеева Патăрьелте иртнĕ “Пĕчĕк çеç путене” фестивале илсе кайрĕ. Унта куракансемпе тулли зал умĕнче юрă шăрантарни хавхалантарчĕ. Çавăн хыççăн шкулти мероприятисене тăтăшах хутшăнаттăм.
- Ку пултарулăх сана камран куçнă?
- Уçă саслă аннерен. Вăл ялти ансамбле тахçантанпах хутшăнать. Пичче Андрей та пĕчĕк чухне Елчĕкри музыка шкулĕн баян класне çÿренĕ. Унсăр пуçне вăл гитара ăста калатчĕ, эпĕ вара юрлаттăм. Ÿсерехпе иксĕмĕр пĕрле ушкăн йĕркелеме ĕмĕтленеттĕмĕр. Тĕрĕссипе, пиччен сцена çине тухас ĕмĕчĕ халĕ те сÿнмен. Анчах усламçă ĕçне суйланăскерĕн пушă вăхăт сахал. Йăмăк вара банкра вăй хурать.
- Ятарлă пĕлĕве те музыка енĕпех илтĕн-и?
- Шкул пĕтерсен мана аттепе анне Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне ячĕç. Çапла, ентешĕмĕрсене юрă-ташăпа савăнтарас кăмăллăскер, бухгалтер дипломне илессишĕн пĕлÿ пухрăм. Унтан вĕренсе тухсан вара хамăн тĕллев патне ăнтăлса И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне çитрĕм. Аслă шкулта ăс пухнă вăхăтрах Анатолий Никитин композитор “Янташ” ушкăна явăçтарчĕ. Çапла пысăк сцена çине тухрăм.
- Халĕ вара пĕччен юрлама пуçларăн. Раççей шайĕнчи артистсем те малтан ушкăнпа юрлаççĕ, каярахпа вара куракансен умне хăйсем тĕллĕн тухаççĕ.
- Ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртетĕп. Шкул вăхăтĕнче, каярахпа çырнă сăвăсене кĕвĕлетĕп те вĕсене халăх патне çитеретĕп. Куракансем тăвăллăн алă çупни çине тăрса ĕçлеме хавхалантарать.
- Репертуарти юрăсенчен хăшĕ чуна çывăхрах?
- Пурне те кăмăллатăп - ара, кашнинех чун витĕр кăларатăп-çке. Çапах “Чĕре тапать ман васкамасăр”, “Кайăк евĕр” юрăсене ытларах килĕштеретĕп.
- Эсĕ çемье çавăрман-и-ха?
- Качча кайнă, ача пур. Вăл Шупашкарти 61-мĕш вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренет. Анчах халĕ упăшкапа пурăнмастăп.
- Мăшăрсăр йывăр мар-и?
- Çăмăлах мар, çапах малаллах талпăнатăп. Малашлăхра йăлтах йĕркеллĕ пуласса чунран шанатăп.
- Юлашки вăхăтра артистсемпе пĕрле ачи-пăчи те сцена çине тухни йăлана кĕчĕ. Эсĕ ывăлна юрлаттарасшăн мар-им?
- Кунашкал шухăш пур. Тĕрĕссипе, Костя 8 çулта кăна пулин те шкулти ташă кружокне çÿрет, спорт секцине çырăнчĕ. Футболла выляма кăмăллать. Пултарулăхне аталантарас тĕллевпе халех гитара, синтезатор туянса пама ыйтать. Вăл мусăкçă пуласшăн. Çавăнпах пирĕн ĕмĕтсем пысăк: манăн - илем салонĕ, унăн студи уçас килет.
- Хăв та пĕр вырăнта тăмастăн ĕнтĕ, ăсталăхна куллен туптатăн пулĕ.
- Çапла. Ташă кружокĕсене çÿретĕп. Пĕр вăхăт тĕп хулари каçхи клубсенчен пĕринче гоу-гоу та ташланăччĕ. Ÿт-пĕве спортпа туслашса çирĕплететĕп.
- Пĕлтĕр сана “Comedy Club” телепроектра курнăччĕ. Мĕнле çаклантăн унта?
- Манăн Мускавра юлташ нумай. Вĕсем Раççейĕн тĕп хулинчи технологипе управлени университетĕнче ăс пухнă чухне тата каярахпа тупăнчĕç. Тăтăшах тĕл пулатпăр. Çапла пĕррехинче эсир асăннă телекăларăма хутшăнма шухăшларăмăр. Стас Пьеха артистпа курса калаçни халĕ те асрах.
- Юрăçа уçă сасăпа пĕрлех илемлĕ тум чиперлетет. Чи хаклă çи-пуçна мĕн хакпа туянтăн?
- Чи хакли - чăваш кĕпи. Ăна çĕлеттерме 10 пин тенкĕ кăларса хума тиврĕ.
- Кĕçех, раштавăн 19-мĕшĕнче, Шупашкарти Агрегат завочĕн культура керменĕнче санăн пĕрремĕш концерту пулĕ. Куракансене мĕнпе тĕлĕнтерĕн?
- Кашни юрă хăйне евĕр постановка пулĕ. Уява “çăлтăрсемпе” пĕрлех Аслă Елчĕкри Анаткасăн “чăнкă” инкисем хутшăнĕç. Сăмах май, ку ушкăнра манăн анне те юрлать. “Чăнкă” инкесем концерта шăрттан пĕçерсех килĕç. Ытти вăрттăнлăха уçмăп...
Кĕскен:
Надинăн юратнă ялĕ - Аслă Елчĕк, килĕштернĕ хули - Сочи.
Абхазире, Египетра, Турцире, Болгарире пулса курнăскер Францие çитме ĕмĕтленет.
Çамрăк юрăç амăшĕ пĕçернĕ яшкапа йăмăкĕ янтăланă шарккăва кашни кун çиме хатĕр.
Çулталăкăн кашни вăхăтне кăмăллаканскер “Отпуск по обмену” кинофильма 35 хут пăхнă пулин экран умне татах ларма хирĕç мар.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"