20 сентября 2012 г.
Пурнăç кунран-кун лайăх енне улшăннинчен тĕлĕнмелле. 80 çултан иртнĕ ватăсем ытларах та тĕлĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен çамрăклăхĕ нушаллă, пĕр савăнăçсăр иртнĕ-çке. Йывăрлăх та парăнтарайман вĕсене, пур пĕрех, пурнăç илемĕпе савăнса пурăнма тăрăшаççĕ. Нимĕнле ĕçрен те ỹркенмеççĕ. Аслă Елчĕкре пурăнакан Александр Прохорович Мисяковăн та, 1931 çулта çуралнăскерĕн, ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Вăкăр кỹлсе вăрмантан утă турттарнă. Пĕррехинче çапла хĕлле çил-тăман вăхăтĕнче аташса кайса чутах шăнса вилмен. 1962 çулта, Елчĕк Патăрьел районĕпе пĕрлешсен, Александр Прохорович райком секретарĕсене кирлĕ çĕре çитме лаша кỹлсе турттарнă. Кунта та çăмăлах пулман. 1955 çулта Александр Прохорович çемье çавăрнă. Унăн мăшăрĕ, Елизавета Волкова, сăпай, ĕçчен хĕрарăм, нихăçан ĕçрен хăраман. Каярахпа вăл Пăва хулинче водительсен курсне пĕтерет. Райпромкомбинатра, ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Аслă Елчĕкри шкулта водительте ĕçлет. Мисяковсем пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр 6 ача (5 ывăлпа 1 хĕр) ỹстерсе тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă. Шел, пĕр ывăлĕ çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Вăрмантан йывăç турттарнă вăхăтра йывăç айне пулнă вăл. Телей тени пурин те пĕр пек пулмасть. 2005 çулта Александр Прохорович мăшăрĕ те çĕре кĕчĕ. Çав вăхăтра вĕсем пĕрлешсе çемьеллĕ пурнăçпа пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ. Александр Прохорович кĕçĕн ывăлĕпе, кинĕпе тата мăнукĕпе пурăнать. Кинĕ, Альбина Витальевна, ялти больницăра ĕçлет, сăпайлă, хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать, çынсемпе тарават. Александр Мисяков пек ырă кăмăллă, çынна куçран пăхса, йăл кулса, хисеплесе калаçакан çынсем пур чухне пурăнма та кăмăллă... |
|

Пурнăç кунран-кун лайăх енне улшăннинчен тĕлĕнмелле. 80 çултан иртнĕ ватăсем ытларах та тĕлĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен çамрăклăхĕ нушаллă, пĕр савăнăçсăр иртнĕ-çке. Йывăрлăх та парăнтарайман вĕсене, пур пĕрех, пурнăç илемĕпе савăнса пурăнма тăрăшаççĕ. Нимĕнле ĕçрен те ỹркенмеççĕ. Аслă Елчĕкре пурăнакан Александр Прохорович Мисяковăн та, 1931 çулта çуралнăскерĕн, ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Вăкăр кỹлсе вăрмантан утă турттарнă. Пĕррехинче çапла хĕлле çил-тăман вăхăтĕнче аташса кайса чутах шăнса вилмен. 1962 çулта, Елчĕк Патăрьел районĕпе пĕрлешсен, Александр Прохорович райком секретарĕсене кирлĕ çĕре çитме лаша кỹлсе турттарнă. Кунта та çăмăлах пулман. 1955 çулта Александр Прохорович çемье çавăрнă. Унăн мăшăрĕ, Елизавета Волкова, сăпай, ĕçчен хĕрарăм, нихăçан ĕçрен хăраман. Каярахпа вăл Пăва хулинче водительсен курсне пĕтерет. Райпромкомбинатра, ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Аслă Елчĕкри шкулта водительте ĕçлет. Мисяковсем пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр 6 ача (5 ывăлпа 1 хĕр) ỹстерсе тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă. Шел, пĕр ывăлĕ çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Вăрмантан йывăç турттарнă вăхăтра йывăç айне пулнă вăл. Телей тени пурин те пĕр пек пулмасть. 2005 çулта Александр Прохорович мăшăрĕ те çĕре кĕчĕ. Çав вăхăтра вĕсем пĕрлешсе çемьеллĕ пурнăçпа пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ. Александр Прохорович кĕçĕн ывăлĕпе, кинĕпе тата мăнукĕпе пурăнать. Кинĕ, Альбина Витальевна, ялти больницăра ĕçлет, сăпайлă, хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать, çынсемпе тарават. Александр Мисяков пек ырă кăмăллă, çынна куçран пăхса, йăл кулса, хисеплесе калаçакан çынсем пур чухне пурăнма та кăмăллă...
Источник: "Елчĕк Ен"