19 октября 2012 г.
Ялсене, çăл куçсемпе уйрăммăн сыхлакан, масарсен территорийĕсене санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртес, тавралăха симĕслентерес тĕллевпе йĕркеленĕ экологи уйăхлăхне районта пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕн тата культура ĕçченĕсем çак кунсенче пĕрлехи вăйпа яла пырса кĕнĕ вырăнти тата масар çывăхĕнчи çырмара тĕрлĕ йывăçсен хунавĕсене лартса хăварнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Кĕçĕн Таяпари шкулсенче вĕренекенсем те кĕркуннехи экологи уйăхлăхĕнче курăмлă ĕçсем туса ирттерчĕç. Районти тĕп больница коллективĕ те çак пархатарлă ĕçе кашни çул пысăк йышпа хутшăнать тата сахал мар йывăç-тĕм лартса хăварать. Хальхинче те чăрăш, хыр, çăка йывăççисен хунавĕсене ятарласа Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнчен кỹрсе килнĕ. Больница территорийĕ куç умĕнчех улшăнса илемленет. Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те территорие санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртес, йывăç лартас ĕçре пысăк пуçарулăхпа тимлерĕç. Çуркунне çĕнĕ хунавсем епле ешерсе чĕрĕлнине курса савăнмалăх пултăрах.
Хĕрлĕçырти культура çурчĕн тата вулавăш ĕçченĕсем асанне ăшшин юлашки кунĕсемпе тухăçлă усă курнă. Вĕсем ĕç вырăнне юсанă, тасатнă. Çавăн пекех культработниксем культура çурчĕн территорине тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче паттăрла пуçĕсене хунă ентешĕсене халалланă палăк таврашне тирпей-илем кĕртнĕ. |
|
Ялсене, çăл куçсемпе уйрăммăн сыхлакан, масарсен территорийĕсене санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртес, тавралăха симĕслентерес тĕллевпе йĕркеленĕ экологи уйăхлăхне районта пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕн тата культура ĕçченĕсем çак кунсенче пĕрлехи вăйпа яла пырса кĕнĕ вырăнти тата масар çывăхĕнчи çырмара тĕрлĕ йывăçсен хунавĕсене лартса хăварнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Кĕçĕн Таяпари шкулсенче вĕренекенсем те кĕркуннехи экологи уйăхлăхĕнче курăмлă ĕçсем туса ирттерчĕç. Районти тĕп больница коллективĕ те çак пархатарлă ĕçе кашни çул пысăк йышпа хутшăнать тата сахал мар йывăç-тĕм лартса хăварать. Хальхинче те чăрăш, хыр, çăка йывăççисен хунавĕсене ятарласа Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнчен кỹрсе килнĕ. Больница территорийĕ куç умĕнчех улшăнса илемленет. Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те территорие санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртес, йывăç лартас ĕçре пысăк пуçарулăхпа тимлерĕç. Çуркунне çĕнĕ хунавсем епле ешерсе чĕрĕлнине курса савăнмалăх пултăрах.
Хĕрлĕçырти культура çурчĕн тата вулавăш ĕçченĕсем асанне ăшшин юлашки кунĕсемпе тухăçлă усă курнă. Вĕсем ĕç вырăнне юсанă, тасатнă. Çавăн пекех культработниксем культура çурчĕн территорине тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче паттăрла пуçĕсене хунă ентешĕсене халалланă палăк таврашне тирпей-илем кĕртнĕ.