07 июля 2012 г.
|
|
Кăнтăрла тĕлнелле хулари пĕр хваттерте шăнкăрав сасси янăраса каять. - Каçарăр та чăрмантарнăшăн, сирĕн пата полицирен, калаçмалли пур... - Мĕн пулнă? - хăраса ỹкнĕ хĕрарăм алăка уçнă. - Эпĕ çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор - Наталья Зиноновна Патшина _- сирĕн ача пирки калаçасшăн. - Пирĕн ачапа пурте йĕркеллĕ, - мăнаçланса пĕлтерет хура çỹçлĕ хĕрарăм. Денис Шупашкарти Ленин районĕнчи полици пайĕнче чылайранпа учетра тăрать. Шухăрах ачасемпе пĕрле кассетăсем сутакан киоскăн çăрине çĕмĕрнĕ иккен вăл. Çавăнтанпа арçын ачана сăнасах тăраççĕ. - Мĕншĕн сирĕн Денис килте, мĕн сăлтава пула вăл шкула кайман? - кăсăкланать Наталья Зиноновна арçын ача килтине курса. - Манăн иккĕмĕш смена, - хуравлать çинçешке арçын ача. Çав вăхăтра кĕсйинчен пан улми кăларать те, ăна футболки çине сăтăркаланă май çиме пуçлать. - Зоя Андреевна, сире Денис шкулта мĕнле вĕренни пĕрре те интереслентермест пулмалла. Ача 13 çулта, çапах та 5-мĕш класра анчах вĕренет. Унпа пĕр çулхисем 7-8-мĕш класра вĕренеççĕ. Эсир унăн чылай предметпа "2" паллăсем пуррине те пĕлместĕр курăнать. Амăшĕ ним пулман пекех: - Мĕн вĕренỹпе ăсран каймалла. Манăн ача çĕтĕк-çурăкпа çỹрет-и? Вăл нихăçан та выçă мар. Спорт секцине каясшăн та-ха вăл, эпĕ ăна ямастăп, унта усала çеç вĕрентеççĕ. - Эпĕ унта хỹтĕленме вĕренесшĕн, - мăнаçланса хушса хурать Денис. Çав вăхăтрах амăшне те хỹтĕлеме вĕренесшĕн пулнине ача пĕлтермерĕ. Амăшĕ килне пĕр хут анчах мар хура куçпа таврăнни ăна пăшăрхантарать. Денис вара амăшне питĕ юратать, хĕрхенет. Амăшĕн юратăвĕ çеç сахал ача валли. Юлашки вăхăтра пурнăç самайланчĕ пек-ха - амăшĕ килне арçынсене илсе килсе эрех ĕçмест. Тепĕр хваттер алăкне шаккать инспектор. 15 çулти Паша çитĕнет кунта. Шкулта та аванах ĕлкĕрсе пырать ывăл ача. Амăшĕ ывăлĕшĕн тем тума хатĕр - лайăх тумлантарать, кирлĕ чухне укçи-тенкине те шеллемест. Пашăн амăшне - Лариса Тимофеевнăна - малтанхи упăшкипе пурăнма питĕ кансĕр пулнă. Ĕçмен кунĕ те иртмен унăн, çемйипе çапăçнă, мăшăрĕпе ывăлне хĕненĕ. Текех тỹсеймен Лариса , уйрăлнă, тепĕр арçынна качча тухнă. Икĕ çултан çемье йышĕ ỹснĕ, хĕр ача çуралнă. Арçын ача вара темшĕн сивĕннĕ çемйинчен, хăйне ытлашши туйнă. Урамра сĕм çĕрлеччен çỹреме пуçланă вăл. Ырă мар юлташсемпе çакланса час-часах килне хĕрĕнкĕ таврăннă. Шкула кайман кунсен шучĕ ỹссех пынă. Е çывăрса тăранайман вăл, е унăн пуç ыратнă. Вĕренỹре ĕлкĕрсе пырасси та чакнă. Малтанлăха амăшĕ ачине хỹтĕленĕ: "Пирĕн ача лайăх, унăн юлташĕсем çеç япăх. Начар ушкăнпа çыхланса кайни çеç пĕтерет ăна". Тепĕр çултан амăшĕ полицине хăй пынă, ывăл ачине тỹсме çуккине, çемйине килĕнчен хăваланине хыпарланă. Наталья Зиноновна Патшина инспектор тăрăшнипе, наркологсен пуçарулăхĕпе Паша больницăра сипленет, "хура" сереперен хăтăлать. Пĕрре те çăмăл мар çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторăн ĕçĕ. Йĕркесĕр ашшĕ-амăшĕпе мĕн чухлĕ тĕл пулма тỹр килмест, сапаланса кайнă вуншар ачана вăхăтра асăрхаса тỹрĕ çул çине кăларма тивмест-ши? Асăрхаççĕ çакна çынсем, чылай ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ инспектора чунтан тав сăмахĕ калаççĕ. Вăхăтра асăрхаса йĕркене кĕртнĕ ачасенчен пĕри паянхи кун хĕсметре иккен. Тепри аслă вĕренỹ заведенийĕнче пĕлỹ пухать, виççĕмĕшĕ çемье çавăрнă, килĕштерсе пурăнаççĕ... Çамрăк чух шухă пулнă ачасем полици уйрăмне, уйрăмах Н.Патшина инспектор патне, чечек çыххипе пынă тĕслĕхсем те пĕрре мар пулнă. Хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçланăран хисепе тивĕçнĕ Наталья Зиноновна Патшина. Н.Патшина Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Наташа Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Пĕлĕвне малаллах ỹстернĕ. 2007 çулта Шупашкарти кооператив институчĕн юридика факультетĕнчен вĕренсе тухнă вăл. Малтанах Шупашкарти Ленин районĕнче, халĕ Калинин районĕнче полици пайĕнче аслă инспекторта тăрăшать. Полици майорĕ. Мăшăрĕпе 6 çулти Валерия хĕрне тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми |

Кăнтăрла тĕлнелле хулари пĕр хваттерте шăнкăрав сасси янăраса каять. - Каçарăр та чăрмантарнăшăн, сирĕн пата полицирен, калаçмалли пур... - Мĕн пулнă? - хăраса ỹкнĕ хĕрарăм алăка уçнă. - Эпĕ çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор - Наталья Зиноновна Патшина _- сирĕн ача пирки калаçасшăн. - Пирĕн ачапа пурте йĕркеллĕ, - мăнаçланса пĕлтерет хура çỹçлĕ хĕрарăм. Денис Шупашкарти Ленин районĕнчи полици пайĕнче чылайранпа учетра тăрать. Шухăрах ачасемпе пĕрле кассетăсем сутакан киоскăн çăрине çĕмĕрнĕ иккен вăл. Çавăнтанпа арçын ачана сăнасах тăраççĕ. - Мĕншĕн сирĕн Денис килте, мĕн сăлтава пула вăл шкула кайман? - кăсăкланать Наталья Зиноновна арçын ача килтине курса. - Манăн иккĕмĕш смена, - хуравлать çинçешке арçын ача. Çав вăхăтра кĕсйинчен пан улми кăларать те, ăна футболки çине сăтăркаланă май çиме пуçлать. - Зоя Андреевна, сире Денис шкулта мĕнле вĕренни пĕрре те интереслентермест пулмалла. Ача 13 çулта, çапах та 5-мĕш класра анчах вĕренет. Унпа пĕр çулхисем 7-8-мĕш класра вĕренеççĕ. Эсир унăн чылай предметпа "2" паллăсем пуррине те пĕлместĕр курăнать. Амăшĕ ним пулман пекех: - Мĕн вĕренỹпе ăсран каймалла. Манăн ача çĕтĕк-çурăкпа çỹрет-и? Вăл нихăçан та выçă мар. Спорт секцине каясшăн та-ха вăл, эпĕ ăна ямастăп, унта усала çеç вĕрентеççĕ. - Эпĕ унта хỹтĕленме вĕренесшĕн, - мăнаçланса хушса хурать Денис. Çав вăхăтрах амăшне те хỹтĕлеме вĕренесшĕн пулнине ача пĕлтермерĕ. Амăшĕ килне пĕр хут анчах мар хура куçпа таврăнни ăна пăшăрхантарать. Денис вара амăшне питĕ юратать, хĕрхенет. Амăшĕн юратăвĕ çеç сахал ача валли. Юлашки вăхăтра пурнăç самайланчĕ пек-ха - амăшĕ килне арçынсене илсе килсе эрех ĕçмест. Тепĕр хваттер алăкне шаккать инспектор. 15 çулти Паша çитĕнет кунта. Шкулта та аванах ĕлкĕрсе пырать ывăл ача. Амăшĕ ывăлĕшĕн тем тума хатĕр - лайăх тумлантарать, кирлĕ чухне укçи-тенкине те шеллемест. Пашăн амăшне - Лариса Тимофеевнăна - малтанхи упăшкипе пурăнма питĕ кансĕр пулнă. Ĕçмен кунĕ те иртмен унăн, çемйипе çапăçнă, мăшăрĕпе ывăлне хĕненĕ. Текех тỹсеймен Лариса , уйрăлнă, тепĕр арçынна качча тухнă. Икĕ çултан çемье йышĕ ỹснĕ, хĕр ача çуралнă. Арçын ача вара темшĕн сивĕннĕ çемйинчен, хăйне ытлашши туйнă. Урамра сĕм çĕрлеччен çỹреме пуçланă вăл. Ырă мар юлташсемпе çакланса час-часах килне хĕрĕнкĕ таврăннă. Шкула кайман кунсен шучĕ ỹссех пынă. Е çывăрса тăранайман вăл, е унăн пуç ыратнă. Вĕренỹре ĕлкĕрсе пырасси та чакнă. Малтанлăха амăшĕ ачине хỹтĕленĕ: "Пирĕн ача лайăх, унăн юлташĕсем çеç япăх. Начар ушкăнпа çыхланса кайни çеç пĕтерет ăна". Тепĕр çултан амăшĕ полицине хăй пынă, ывăл ачине тỹсме çуккине, çемйине килĕнчен хăваланине хыпарланă. Наталья Зиноновна Патшина инспектор тăрăшнипе, наркологсен пуçарулăхĕпе Паша больницăра сипленет, "хура" сереперен хăтăлать. Пĕрре те çăмăл мар çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторăн ĕçĕ. Йĕркесĕр ашшĕ-амăшĕпе мĕн чухлĕ тĕл пулма тỹр килмест, сапаланса кайнă вуншар ачана вăхăтра асăрхаса тỹрĕ çул çине кăларма тивмест-ши? Асăрхаççĕ çакна çынсем, чылай ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ инспектора чунтан тав сăмахĕ калаççĕ. Вăхăтра асăрхаса йĕркене кĕртнĕ ачасенчен пĕри паянхи кун хĕсметре иккен. Тепри аслă вĕренỹ заведенийĕнче пĕлỹ пухать, виççĕмĕшĕ çемье çавăрнă, килĕштерсе пурăнаççĕ... Çамрăк чух шухă пулнă ачасем полици уйрăмне, уйрăмах Н.Патшина инспектор патне, чечек çыххипе пынă тĕслĕхсем те пĕрре мар пулнă. Хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçланăран хисепе тивĕçнĕ Наталья Зиноновна Патшина. Н.Патшина Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Наташа Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Пĕлĕвне малаллах ỹстернĕ. 2007 çулта Шупашкарти кооператив институчĕн юридика факультетĕнчен вĕренсе тухнă вăл. Малтанах Шупашкарти Ленин районĕнче, халĕ Калинин районĕнче полици пайĕнче аслă инспекторта тăрăшать. Полици майорĕ. Мăшăрĕпе 6 çулти Валерия хĕрне тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми
Источник: "Елчĕк Ен"