Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Радио хыпарĕсене итлетпĕр

23 июня 2012 г.

Ялсенче радио ĕçленĕ çулсенче ирхине-ирех килсенчи радиорепродукторсене хытăрах калаçмалла туса хураттăмăр. Çак "тăваткал ешчĕкрен" вара кунĕпех çĕнĕ хыпарсем, концертсемпе спектакльсем, тĕрлĕрен пĕлтерỹсем, усăллă сĕнỹ-канашсем панине итлесе киленеттĕмĕр. Кĕскен каласан, мĕн çурçĕр çитиччченех янăратчĕ радио сасси. Вăхăт иртет _ самана таппи те улшăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ килсенчи радиорепродукторсем шăпланнă, ялсенчи электричество юписем çине карăнтарнă радио пралукĕсем те çук. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче чылай колхозра вырăнти радиоузелсем ĕçлетчĕç, çав шутра Аслă Елчĕкре те. Тĕрĕсрех каласан, радиоузелĕ паян та юсавлă-ха, анчах та передачăсене ялти кашни çурта илсе çитерме маларах каланă чăрмавсем май памаççĕ. Ял çыннисене радио итлеттерес тесе чылай çынпа тĕл пулса калаçрăм. Манăн шухăш-ĕмĕте "Волга Телеком" ОАОн Елчĕкри филиалĕн начальникĕ А.Алюкинпа В.Беляев инженер, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев та ырларĕç, пулăшма пулчĕç. Вĕсем хăйсен сăмахне çилпе вĕçтермерĕç, май килнĕ таран пулăшрĕç. Халĕ ял тăрăхĕн администрацийĕпе ял хуçалăх кооперативĕн çурчĕн тăррине вырнаçтарнă громкоговорительпе Чăваш радио передачисене итлетпĕр. Радио кунсерен ирхине 7 сехетрен пуçласа 8 сехетчен калаçать. Ырă пулăмшăн ял çыннисем кăмăллă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика