Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăнĕ халĕ те куç умĕнчех

21 июня 2012 г.

    Çĕнĕ çул уявĕччĕ ун чухне. Канмалли кунсемпе усă курса атте-аннене курма Шупашкара килтĕм. Пĕр кунхине Геннадий Викторов пĕлĕш, «Сыны Отечества» кĕнекесен ярăмĕн авторĕ, шăнкăравларĕ те паллă çынпа тĕл пултарма шантарчĕ. Хăйĕн сăмахне тытрĕ, палăртнă кун вырăна çитрĕмĕр.

«Ку - Геннадий Никандрович Волков академик», - хваттер алăкне уçнă арçынпа паллаштарчĕ Геннадий Александрович.

СССР Наукăсен академийĕн академикĕ, этнопедагогикăна çул панă паллă профессор каласа панинчен этнопедагогикăн тĕшшине ăнлантăм. 1962 çулта вăл наука тĕнчине çак термина кĕртме сĕннĕ. Геннадий Никандровичăн библиотеки Раççейри халăхсен этнографийĕпе çыхăннă кĕнекесемпе пуянччĕ. Вĕсемпе çеç те мар. Поэзипе кăсăкланнă май вăл хăй те ачасем валли сăвăсем, юмахсем хайланă. Вĕсене пире чăвашла вуласа пачĕ.

Андриян Григорьевич Николаев пичче çинчен çырнă «Наследие космонавта - 3» кĕнекене парнелерĕм. Унăн тиражĕ 1000 экземпляр çеç пулнине пĕлсен профессор салхулланчĕ. «Ун пек çынсем çинчен тухнă кĕнекесен тиражĕ вун-вун пин кăна мар, çĕр-çĕр пин экземпляр пулмалла», - терĕ академик. Унтан космонавтсемпе тĕл пулнă самантсене аса илчĕ. Çав аса илÿсене çырса пама сĕнсен: «Вĕсем пек паллă çынсене чĕрере упрамалла», - терĕ.

Геннадий Никандрович калаçăвĕнчен вăл хăйĕн мăшăрне питĕ хытă юратнине ăнлантăм. Ун çинчен хавхаланса калаçрĕ, çав вăхăтрах куçĕ шывланчĕ. «Эпĕ айăплă та, çылăхлă та. Эпĕ чĕрĕ, вăл вара - çук...» - çырнă вăл мăшăрне çухатнă хыççăн. Тен, çавăнпах мана мăшăрăма чунтан юратма, хисеплеме, упрама сĕнчĕ. «Унпа пулнă кашни саманта хакла», - терĕ.

Шел, пирĕн çак тĕл пулу пĕрремĕш, çав вăхăтрах юлашки те пулчĕ. Академикпа татах тĕл пулма вăхăт тупайманнишĕн халĕ те питĕ пăшăрханатăп.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика