Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăнмасть ветеран

19 мая 2012 г.

Присоединенное изображение
 Вăрçă хыççăнхи çулсем Аслă Елчĕкри нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ Зина Печковăран та пăрăнса иртмен. Вăл, ачаллах ĕçе çыпçăннăскер, саккăрмĕш класран вĕренсе тухсанах, вăхăтлăха тесе, фермăна пăрусем пăхма вырнаçать. Анчах çав "вăхăтлăх" тени, сисмесĕр тенĕ пекех, çур ĕмĕре тăсăлать. Малтан, пăрусем пăхнă чухне, хăй йышăннă ушкăна çитĕнтерсе, аслисене парас тесе, ырми-канми тăрăшнă. Унтан колхоз председателĕ, йăваш чĕлхеллĕ те ырă кăмăллă Г.И.Тябуков хавхалантарнипе тата ыйтнипе ĕнесем сума тытăнать. Йывăрлăхĕ те, ĕçĕ те самай тиеннĕ çамрăк хĕр çине. Апла пулин те Зина парăнма шутламан. Выльăх-чĕрлĕхе юратни, пăру илессипе те, сĕт сăвассипе те малти ретре пулни ăна çунат хушса, вăй-хал парса тăнă. Ĕçне кура чысĕ-хисепĕ те хушăннă. Малтан "Пилĕкçуллăх гвардеецĕ" ята тивĕçнĕ. Нумаях та вăхăт иртмен "Коммунизмла ĕç ударникĕ" пулса тăнă. Вăл çулсенче çак ятсене тивĕçнисем ялти чи сумлă çынсен шутĕнче пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Зинаида Николаевнăна пĕрре çеç мар колхозри тата районти Хисеп хăмисем çине кĕртнĕ, темиçе хутчен те ял канашĕн депутатне суйласа чыс тунă. - Паллах, ĕлĕкрех фермăра чи тĕреклисем те вăйлисем кăна ĕçленĕ, - тет Зинаида Николаевна. - Астăватăп-ха, хамăр ача-пăча çулĕнче кăна пулсан та выльăхсене пусăран шыв кăларса шăвараттăмăр. Апатне те алă вĕççĕн йăтса валеçнĕ, ай сарăмне те кĕреçе-сенĕкпе тасатнă. Çавна пулах ĕнтĕ алăсем сурнипе хăш-пĕр каçсенче çывăрайманни те сахал мар пулнă.Çапах та парăнман. Фермăра ытларах çамрăксем тăрăшнă та, ялан пĕр-пĕринпе ăмăртса, хавхаланса ĕçлеттĕмĕр. Витесенче пăру-ĕне макăрнă хушăрах хĕрсем янраттарса юрлани, каччăсем шỹт каласа култарни илтĕнетчĕ. Ĕçшĕн тем чухлех илмен пулсан та, хаваслă пулнă çав... Кăмăллă, çунатлă пулма сăлтавĕ те пулнă. Ленин ячĕллĕ колхоз районта кăна мар, республикăра та ыррипе палăрса тăнă. Тăван çĕр-шыв вăрçинче паттăрлăх кăтартнă председатель, паянхилле каласан, хуçа, кашни ĕçлекенпе пĕр чĕлхе тупма, пĕр-пĕринпе тупăшма хăнăхтарма пĕлнĕ. Çитменнине хуçалăха тирпейлĕ тытса пынипе палăрнă. Хирте тухăçлă тыр-пулпа ытти çимĕç лайăх çитĕннĕрен, фермăсем нумай продукци панăран касса пуянлансах пынă. Çакă ĕçшĕн ытларах тỹлеме май панипе пĕрлех производствăна механизацилеме çул уçнă. Çĕнелнĕ витесене кĕçех шыв пăрăх тăрăх кĕме пуçланă, автопоилкăсемпе сăвăм аппарачĕсем вырнаçтарнă. "Çапла эпир хамăр çулланнă тĕле чăн-чăн операторсем пулса тăтăмăр, - каласа парать Зинаида Николаевна. - Ĕç интереслĕ те тухăçлă пулни куллен фермăна туртатчĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр пилĕк ача çуратса ỹстертĕмĕр пулсан та декрет вĕçленичченех ĕçе тухаттăмччĕ... Тантăшсем те çавăн пеккисем çакланчĕç те... Ниепле те пĕр-пĕринчен ỹксе юлас килместчĕ. Пенсие тухсан лăпкăн кăна канăпăр теттĕмĕр яланах..." Анчах çав кану тĕлĕкре кăна пулнă пек килсе тухать. Нумаях та вăхăт иртмест, ветерана лаша пăхма сĕнеççĕ. Ним сăмахсăр тенĕнех килĕшет ĕçсĕр ларма хăнăхман хĕрарăм. Халĕ каллех кунсерен фермăна утать. Хăйне пулăшакан Николай Амасевпа пĕрле лашисене те пăхаççĕ, ут таврашĕсене те йĕркеллĕ тытаççĕ. - Пĕрлешỹллĕ хуçалăхра техника сахалтарах пулнипе ял çыннисем чылайăшĕ çĕр улмине суха пуçпа лартасшăн. Рет хушшисене кăпкалатма та утпа меллĕрех, - хăйĕн савăнăçне пытармасть çиччĕмĕш теçетке пуçтаракан конюх. - Пахчара ĕç туса киленнĕ кашни çынах тутă та тĕреклĕ лашашăн тав тума манмасть. З.Н. Печкован пархатарлă ĕçне правительство та пысăка хурса хакланă. Ăна виççĕмĕш степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе тата медальпе наградăланă. Çынсен сывлăхне упрас, пурнăçне çăлас тесе вун-вун хутчен юн панăшăн вăл "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" ята та тивĕçнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика