Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçĕ çыхăну ĕçĕпе çыхăннă

05 мая 2012 г.

Присоединенное изображение

 Аслă Елчĕкре пурăнакан Александр Порфирьевич Патшин 1977 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн çар ретне тăнă. Тинĕс Çар флотĕнче 3 çул службăра пулнă. Унтан тăван ене таврăннă, "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне ĕçе вырнаçнă. Анчах çамрăка кунта нумай ĕçлеме май килмен. Ăна Патăрьелĕнчи ЭТУСăн Елчĕкри 14-мĕш ЛТЦ-на ертсе пынă П.Кондратьев хăйсем патĕнче ĕçлеме ỹкĕтленĕ. 1983 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнчен Александр Порфирьевич тăрăшать кунта. А.Васильев бригадир-электромонтера вăл хăйĕн наставникĕ, вĕрентекенĕ тесе шутлать. Электромонтерăн кăткăс ĕçне хăнăхтарнă вăл. Бригадир должноçне те йышăнма та вăлах сĕннĕ. Чылай шыв юхса иртрĕ унтанпа. 20 çул ытла бригадăна ертсе пычĕ А.Патшин. Анчах тĕнчере улшăнусемсĕр пулмасть. Хальхи вăхăтра вăл - 6 разрядлă электромонтер. Кирек мĕнле çанталăкра та - юр е çумăр çăвать-и, сивĕ-и е чăтма çук шăрăх-и, яланах çула тухаççĕ çыхăнуçăсем, кăлтăка хăвăртрах пĕтерме тăрăшаççĕ. - Коллектив халĕ пысăках мар пулин те, 24 çын унта, питĕ туслă. Пĕр-пĕрне пулăшасси ырă йăлара, - пĕлтерет Александр Порфирьевич. - Ĕçĕ вара пирĕн сахал мар. Телефонпа усă куракан 4,5 пин абонентăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелле. Интернет пулăшăвне те 1,4 пин çын илет. Çĕнĕлĕхсене те пурнăçа сахал мар кĕртеççĕ "Ростелеком" АУОн Чăваш Енри филиалĕн Елчĕкри участокĕн специалисчĕсем. Унччен сывлăшран карнă телефон пралукĕсем пурин те асĕнче. Халĕ вăл çукпа пĕрех - телефон-телеграф çыхăнăвĕ пĕтĕмпех çĕр айĕнче. Цифра мелĕпе ĕçлекен çыхăну куллен аталанса пырать. Кунта А.Патшин тỹпи те пур. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "Волгателеком" АУОн Хисеп кĕнеки çине кĕртнĕ. Раççей Президенчĕн суйлавĕ вăхăтĕнче веб-камерăсем вырнаçтарнăшăн, вĕсене ăнăçлă ĕçлеттернĕшĕн республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. - Александр Порфирьевич пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче , - тет участок ертỹçи А.Алюкин. - Вăл ыттисене хавхалантарса пырать, яваплăха туйма хистет. Кăлтăкĕсене пĕтерессипе чăннипех ăнăçлă ĕçлесе пырать. Александр Порфирьевич мăшăрĕпе, Галина Николаевнăпа, 2 ывăл пăхса çитĕнтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ỹссе пыракан 2 мăнукĕ те савăнтараççĕ...

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика