Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура - хисепĕ

25 января 2012 г.

 

Нумаях пулмасть çеç-ха, 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Президенчĕ "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят пама право пур граждансен ушкăнĕ çинчен" указ кăларнăччĕ. Район çыннисем çак хисеплĕ ята илме пуçланă та. Хальлĕхе районти 11 çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ Аслă Елчĕкрен. Галина Чернова ĕмĕрне колхозри строительсен бригадинче ĕçлесе ирттерчĕ. Унăн ĕç стажĕ 40 çул ытла. Галина Михайловна паян та тăван хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать. Анна Шепинован ĕç стажĕ те 40 çул ытла. Анна Севастьяновна хăмла пахчинче, фермăра, каярахпа бригадăра вăй хунă. Ватлăхра хисеплĕ ят пани ватăсене чĕререн савăнтарать.


 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика