Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранне чысланă

19 октября 2011 г.

Присоединенное изображение
Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче ĕç ветеранĕ Геннадий Митрофанович Волков 75 çул тултарнине савăнăçлăн паллă турĕç. Геннадий Митрофановичăн пурнăçĕ ял çыннисен умĕнче, халăх хушшинче иртнĕ. Çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхра вăтам сыпăкри ертỹçĕ, ревизи комиссийĕн председателĕ, Елчĕкри кирпĕч завочĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Аслă Елчĕк ял Совечĕн председателĕ пулнă. Савăнăçлă каçра ялти вăтам шкул директорĕ Н.Малышкин каланă тăрăх вăл ял Советне пуринчен те нумай - пурĕ 11 çул ертсе пынă. Культура çуртне юбиляра саламлама халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Вĕсем хушшинче хуçалăхра, ял Советĕнче пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем те, хăнасем те йышлă пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, района тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă А.Молоствов, П.Блинов, пенсионерсен районти канашĕн председателĕ Л.Горшкова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов тата ыттисем Геннадий Митрофанович ĕçĕ-хĕлне пысăк хак пачĕç, юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç. Сывлăхĕ япăхланнăран Геннадий Митрофанович юлашки вăхăтра халăх хушшине тухса çỹреймест. Анчах çирĕп кăмăл-туйăмлă ветерана пилĕк ывăлĕпе хĕрĕ, вунă мăнукĕ пурнăçра хавхалантарса, вăй парса пыраççĕ. Савăнăçлă каç уяв концерчĕпе малалла тăсăлчĕ. Чăваш эстрада юрăçисем А.Московский,

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика