Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят - ĕмĕре

15 октября 2011 г.

Аслă Елчĕк пек пысăк ял районĕпе урăх çук. Çавăнпа пултаруллисен, ĕçре вăй-халне шеллемен çынсен ячĕсене каласа та пĕтереймĕн. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи йывăр çулсенче çынсен пурнăçне çăмăллатас ĕмĕтпе тăрăшнă, колхоза юхăнма паман ертỹçĕсен ячĕсене, шел пулин те, вăхăт иртнĕ май сайра-хутра анчах аса илетпĕр. Çамрăксем вара вĕсем çинчен вуçех пĕлмеççĕ. Камсем-ха вĕсем? Виçĕ пĕр тăван: Константин, Евстафий, Евмений чухăн хресченĕн Тимофей Мартыновăн çемйинче ỹснĕ. Колхозсем йĕркелениччен вĕсем кулаксем патĕнче тарçăра ĕçлесе пурăннă. Колхоз туса хурсан пĕр тăвансем савăннă, унта тăрăшса ĕçлеме тытăннă. Кĕçĕнни, Евмений Тимофеевич вăрçă пуçланиччен чылай çул колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Каярахпа выльăх тухтăрĕ пулнă. Вăталăххи, Евстафий Тимофеевич,1888 çулта çуралнă.Вăл 1934 -1937 çулсенче Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза тивĕçлипе ертсе пынă.1941 çулта ял çыннисем пĕр кăмăллă пулса ăна иккĕмĕш хут колхоз председателĕ пулма çирĕплетнĕ. Халăх шанăçне тỹрре кăларассишĕн вăй-халне шеллемен вăл. Ака-суха ĕçĕсене пурнăçланă чухне лашасем çитменнипе вăкăрсене те кỹлме лекнĕ. Вăй питти арçынсем вăрçă хирĕнче, колхоз уйĕнче вара хĕрарăмсемпе ачасем ĕçленĕ. Кирлĕ пулсан, Евстафий Тимофеевич хăй вĕсемпе юнашар тăрса тăрăшнă. Çакăн пирки колхоз председательне лайăх пĕлнĕ ялти 80 çулхи ватă Петр Яковлевич Соколов халĕ те ăшă кăмăлпа аса илсе каласа кăтартать. Евстафий Мартынов 2 хĕр ỹстернĕ: Мария тата Александра. Вĕсем иккĕшĕ те Аслă Елчĕкрех тĕпленнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика