01 октября 2011 г.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пынă вăхăтра, 1941 çулхи авăн уйăхĕнче кун çути курнă Аслă Елчĕкри Валентина Ивановна Мешкова. Ачаш ачалăхра чĕрçе çинче сайра сиксе курнă вăл, техĕмлĕ те тутлă апат-çимĕçне тутанма та тỹр килмен ăна. Çапах та нăйкăшман, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса пынă. Колхоз ĕçне вунă çултан иртсенех кỹлĕннĕ, çум çумланă, пучах пуçтарнă, каярах тырă вырнă. Сакăр класс пĕтерсен Ленин ячĕпе хисепленекен колхозăн сысна ферминче ĕçлеме пикеннĕ. Валентина Ивановна ỹркенсе тăракан çын мар, ĕçе тĕплĕн, юратса пурнăçланăран малтанхи çулах Мухтав хучĕ илме пултарнă. Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра чи малтан ĕне ферми йĕркеленнĕ. Ку 1930 çулта пулнă. 1932 çулта, Хĕрлĕ çырма хĕрринчи лапамра, сысна вити туса лартнă. Малтанах унта 18 пуç сысна çеç пулнă. Чылай çул иртсен çеç фермăна пысăк нушапа çырма хĕрринчи сăрта, хальхи ферма вырăнне куçарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче малта пыракан опыта вырăнта усă курас тесе сысна ферминче çанă тавăрса вăй хунă. Ку вăхăтра сысна пăхакансем икĕ Валя _ Мешковапа Петрушкина _ Демократиллĕ Германи Республикинче анлă сарăлнă меслетпе, сысна çурисене амăшĕсенчен уйрăм, хăпарса выртмалли ятарлă пỹлĕмсенче çитĕнтернĕ. Пĕчĕк çурасене хăпарса выртма хăнăхтарни вĕсене амăшĕн каяшĕпе йĕпенесрен тата таптаса вĕлересрен те сыхланă. Çак тапхăрта Валентина Мешковăпа Валентина Петрушкина свинаркăсем çура илессипе республикипех палăрнă. Вĕсем кашни амаран çулсерен вăтăртан та ытларах çура илме пултарнă. Пултаруллă сысна пăхакансем "Колхоз ялавĕ" хаçатăн Хисеп хăми çине темиçе хутчен те кĕнĕ. Вуншар çул пысăк çитĕнỹсемпе вăй хунăшăн Валентина Ивановна Мешкова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрьти Революци орденĕсене илме тивĕçнĕ. Паянхи кун та Мешковсем Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен Пĕтĕм Союзри выставкин парнипе _ çăмăл автомобильпе ярăнса çỹреççĕ. Ĕçченлĕхпе ỹркенменлĕхшĕн В.Мешкован социализмла ăмăртура çĕнтерсе илнĕ парнесен шучĕ те çук. Холодильник, хаклă йышши кавирсем... парса хавхалантарнă ăна. Сысна ферминче пилĕк авма пĕрре те çăмăл пулман, пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Свинаркăсем кунне вуншар кĕвенте апат йăтса вите тăрăх утнă. Колхозра тĕп инженер пулса тăрăшнă Ф.Вастулов ертсе пынипе 1979 çулта çĕнĕ кормоцех хута кайсан çеç вĕсен ĕçĕ кăштах çăмăлланнă. 1983 çулта ферма подряд меслечĕ çине куçнă. Сысна самăртакан звенора 3 çын пулнă. Ăна ертсе пыма тăрăшуллă та харсăр Валя аппана шанаççĕ. Унăн звенинче самăртакан сыснасем куллен 450-шар грамм ỹт хушса пынă. Коллектив пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăмăртса вăй хунăран ĕçре улăпла утăмсем тунă. Харсăрлăхĕпе палăрнă В.Мешкова тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай çул ырми-канми тăрăшнă. Ахальтен мар ăна Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят панă.
Источник: "Елчĕк Ен"