Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Елчĕксем ял уявĕнче

01 октября 2011 г.

Присоединенное изображение 

Аслă Елчĕкре йăлана кĕнĕ ял уявĕ кăçал та пысăк активлăхпа, интереслĕ иртрĕ. Малтанах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем ăмăртăва тухрĕç. 24 килограма çитичченхи виçерисем хушшинче малти вырăнсене А.Шаков, А.Тябуков, Д.Печков çĕнсе илчĕç. 30, 45, 55, 60 килограмлă виçере çĕнтерỹçĕсем çаксем пулчĕç: А.Хушкин, А.Васильев, А.Падуев, Р.Чернов, Д.Печков, Р.Патшин, И.Чернов, П.Малов, А.Федоров, А.Шаков, Э.Адюков, Г.Обручков. Паян ялта футбол ăмăртăвĕ иртет. Уява халăх йышлăн пуçтарăннă. Урамсем, предприятисемпе организацисем, шкул ачисем хушшинчи çуран чупасси питĕ хĕрỹ иртрĕ. Шкул ачисем хыççăн старта Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи В.Падуев тата Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Н.Малышкин тухрĕç. Ертỹçĕсем кăтартса панă тĕслĕх чылайăшне çунат хушрĕ, кашни коллективран 2 арçын, 2 хĕрарăм эстафетăра тупăшрĕç. Предприятисемпе организацисем хушшинче пĕрремĕшсем _ шкулта ĕçлекенсем, иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем _ ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе хуçалăх ĕçченĕсем. Урамсем хушшинчи ăмăртура Пушкин урамĕнче пурăнакансем çĕнтерчĕç. Тябуков, Дзержински, Çамрăксен урамĕсенче пурăнакансем те ăнăçлă ăмăртрĕç. Хĕрỹ ăмăрту хыççăн "Ялти чи таса, илĕртỹллĕ урама" палăртрĕç. Хальхинче Çамрăксен урамне çитекенни пулмарĕ, чи тирпейлĕ хуçалăх _ Матросов урамĕнчи Геннадий Леонидович Белов хуçалăхĕ. Калинин урамĕнчи тараса чи лайăххи, чи таси пулчĕ. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотипе пĕрлех укçан преми парса хавхалантарчĕç. Ял хуçалăх производство кооперативĕнчи, В.Чернов фермер хуçалăхĕнчи ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, тыр-пул ăстисем Хисеп грамотисемпе пĕрлех сумлă парнесене тивĕçрĕç. Çак кунсенче 70 çулхи юбилейне паллă тунă икĕ орден кавалерне, ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ В.Мешковăна та чысласа парне пама манмарĕç. Ял тăрăхĕ, ял хуçалăх кооперативĕ, шкул коллективĕ пĕрле хатĕрленсе ирттернĕ уяв программи пуян пулчĕ. Культура çуртĕнче, библиотекăра Полина Бобина хатĕрленĕ куравсем нумайăшне кăсăклантарчĕç. Тăван ял халăхне савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарас тĕллевпе Аслă Елчĕкрен тухнă предпринимательсем чăваш эстрада çăлтăрĕсене концертпа илсе килни темрен те паха парне пулчĕ. К.Евруков, П.Борисова, С.Петров тата ытти юрăçсен чуна хавхалантаракан юррисене хапăлласах йышăнчĕç ял çыннисем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика