20 августа 2011 г.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 66 çул иртрĕ пулин те, вăл хăварнă тарăн йĕр чĕрере упранать. Мĕн чухлĕ вăй питти çыннăн пурнăçне татрĕ ылханлă вăрçă. Арăмĕсем _ упăшкисене, ачисем _ ашшĕсене тата пиччĕшĕсене, хĕрсем савнă çыннийĕсене кĕтсе илеймерĕç. Пирĕн ырă та чечеклĕ пурнăçăмăршăн, мирлĕ тỹпемĕршĕн куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупрĕç вĕсем. Вăрçă вăраха тăсăлчĕ. Çавна май халăхăн пысăк йывăрлăхсене тỹссе ирттерме тиврĕ. Шутлатăн та, тĕлĕнетĕн этемĕн чăтăмлăхĕнчен. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшне хальхи пек астăватăп. Эпĕ, 14 çулхи хĕр ача, 7-мĕш класра вĕренеттĕмччĕ ун чухне. Çак кун тĕлне эпир экзаменсене те тытса пĕтерейменччĕ (вăл вăхăтри çынсем кашни предметпах экзамен тытмалла пулнине астăваççех). Вăй питти çынсене пурне те вăрçа ăсатма пуçларĕç. Вăрçă вăраха тăсăлнăран эпир те, ачасем, çитĕннĕ çынсемпе пĕрле чĕререн хурланаттăмăрччĕ. Çуллахи вăхăтра кĕçĕннисем те аслисемпе пĕрле тăван хуçалăхра вăй хунă. Пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланăран мĕн тĕттĕмччен ĕçлеме тиветчĕ. Ялсене юлнă çамрăк та вăй питти хĕрарăмсене, яшсемпе хĕрсене те Улатăра вăрман касма илсе каятчĕç. Окопсемпе транше-йăсем чавса хỹтĕлеве çи-рĕплетессишĕн те уйăхĕ-уйăхĕпе ĕçленĕ вĕсем . Хĕллехи кунсенче хутма вутă пулманран шкулсенче сивĕччĕ, чернил пăрланса хытни халĕ те асра. Тетрадьсем çитменрен кивĕ хутсемпе кĕнекесем çине çырма тиветчĕ. Çавăн пекех тăвар, шăрпăк, супăнь, краççын тата куллен кирлĕ ытти япаласем пулманран нуша тỹсеттĕмĕрччĕ. Çапах та халăх кĕпе-тумне çума мел тупнă-ха: йывăç кĕлне шỹтерсе ун шывĕпе сĕлтĕ хатĕрлеттĕмĕрччĕ. Çав-çавах трахома, кăрчанкă тата ытти чирсем алхасатчĕç, пыйтă канăç памастчĕ. Апат çителĕклĕ çименрен çынсем пурнăçран уйăрăлнă тĕслĕхсем те пулнă. Пур пĕрех халăх чăтнă, вăрçăри салтаксем тутă пулччăр, ăшă çỹреччĕр тесе мĕн лайăххине фронта яма тăрăшнă. Вăрçă хыççăн çĕр-шыва ура çине тăратма та çăмăлах пулмарĕ. Çапах та халăх Тăван çĕр-шывран тăшмана тĕпĕпе хăваласа кăларма пултарнипе хавхаланса, пĕр-пĕрне пулăшу аллине тăсса пырса пур йывăрлăха та çĕнтерсе пыма пултарчĕ. Тепĕр чух хăш та пĕр çынран: "Пурнăç йывăр", _ тенине илтме тỹр килет. Çук, пĕрре те килĕшместĕп эпĕ вăл çынсемпе. Паян эпир, ĕлĕкхи вăхăтпа танлаштарсан, юмахри евĕр пурăнатпăр. Пурнăç условийĕсем çулран-çул лайăхланса пыраççĕ. Кашни ялтах хытарнă асфальт çул пур. Малтанхи евĕр вăрăм кунчаллă атă тăхăнса пылчăк çăрмалла пулманран чун савăнать. Кирлĕ çĕре çитсе килес текенсемшĕн автобус маршручĕсем уçнă. Малтанхи евĕр вăрмантан вутă-шанкă сĕтĕрсе, ăна касса вакласа, кăмрăк туянма çỹресе, хĕллехи вăхăтра кăмакасенчен кĕл кăларса, çурта ăшăтса асапланмалла мар. Кашни килтех çут çанталăк газĕ çунать. Ялсенче лавккасен шучĕ пĕрре анчах мар, вĕсенче кирлĕ таварсем яланах пур. Строительство ĕçĕсем пурнăçлас тесен те малтанхи евĕр вăрман касса пĕрене турттармалла мар, стройматериалсене килех кỹрсе параççĕ. Ватăсене те лайăх пăхаççĕ - пенси укçине килех килсе параççĕ. 15-20 çул каялла ĕмĕтленме çеç пултарнă эпир çак пурнăç пирки. Асăннă ырлăхсемшĕн манăн Раççей, республика, район ертỹçисене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Источник: "Елчĕк Ен"