22 июня 2011 г.
Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче Аттелĕхĕн 1812 çулхи вăрçинче француз çарĕсене çĕнтернĕренпе 200 çул çитнине уявлас умĕн патриот клубĕсенчи çарпа патриот тата историпе этнографи ĕç-хĕлне йĕркелесси мĕнле пынине тишкерсе республикăри практика семинарĕ пулса иртрĕ. Унта Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕ С.Ильин, республикăри культура учрежденийĕсем çумĕнчи патриот клубĕсемпе пĕрлешĕвĕсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Хăнасене Аслă Елчĕксем тулли кăмăлпа, çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. "Анаткасăн чăнкă инкисем" ушкăн культура çурчĕ ирттерекен мероприятисенчен пĕрре те тăрса юлмасть. Хальхинче те вĕсем илемлĕ çи-пуç тăхăнса халăх юррисене шăрантарчĕç. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, шкулти музейпа паллаштарчĕ. Республикăри культура ĕçченĕсем Аслă Елчĕке килни ыт ахальтен мар. Кунта кружоксем лайăх ĕçлеççĕ. Ташă кружокне çỹрекенсен пултарулăхне хăнасем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çакна палăртса хăвармалла: ялти культура учрежденийĕсене модернизацилес программăна хутшăнса юлашки вăхăтра Аслă Елчĕкре юсав ĕçĕсем нумай пурнăçланă. Иртнĕ çул кăна тỹлевлĕ мероприятисем йĕркелесе 35 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илнĕ. Семинарта чи малтанах район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александова районта çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕç мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Вăл районти клуб учрежденийĕсемпе библиотекăсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçине сăнлакан стендсем пуррине, Афган, Чечен вăрçисене хутшăннă ентешсене манманнине, çамрăксене çара ăсатассине юлашки çулсенче тата асра юлмалла ирттернине, "Тискер уй" фестивальсем, Çĕнтерỹ уявĕсене театрализациленĕ майпа йĕркеленине палăртрĕ. Культура çурчĕсенче спорт залĕсем уçни те ачасене Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентнипе пĕрлех сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшнине аса илмесĕр иртме çук. Республикăра патриот клубĕсем 518 шутланаççĕ, вĕсенчен 250-шĕ ача-пăчасен. Патреккелти, Кĕçĕн Таяпари, Курнавăшри çамрăк патриотсен кружокĕсем ырă та сăваплă ĕçĕпе таврана саланнă. Етĕрнери культура çурчĕн директорĕ И.Никонова "Мужество" клубăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Вăл Афган, Чечен вăрçисене хутшăннă ентешсене халалласа ирттерекен мероприятисем пирки каласа пачĕ. Чăваш наци музейĕ çумĕнчи патриот клубĕн ертỹçи Д.Сястрайкин, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн преподавателĕ, мастер-класс ирттерчĕ. Вăл пирĕн районта пуçласа мар. Районта иртекен фестивальсене те пĕрре мар хутшăннă çамрăксен "Русский егерь" çарпа истори клубĕн регионти канашĕн председателĕ. Çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕ Елчĕксем çак енĕпе сахал мар ĕçленине палăртрĕ. "Паянхи ачасем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин историне те тĕплĕ пĕлмеççĕ. Тумĕсем пирки мĕн каламалли?" -тет Денис Викторович. Çавна май Чăваш наци музейĕнчи пĕр кĕтесĕнче хамăр çĕр-шыв историйĕпе тĕплĕнрех паллаштарма пултарнишĕн хавас вăл. Вăл слайдпа рыцарьсен фестивалĕсенче пулнисене кăтартса, каласа пачĕ. Клуб членĕсем 1812 çулхи вăрçăра салтаксемпе офицерсен мĕнле тум тăхăннине кăтартса пачĕç. Тумĕсем 200 çул каялла мĕнле пулнă -çапла. Вĕсене алăпа çĕленĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи палатка патне наччасрах ача-пăча пуçтарăнчĕ. Аслисем те Раççей салтакĕн икĕ ĕмĕр каяллахи тумĕсемпе, хĕç-пăшалĕсемпе интересленчĕç, асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç. 2012 çулта 1812 çулхи Аттелĕхĕн вăрçинче Раççей çĕнтернĕренпе 200 çул çитнине çĕр-шывра анлăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Çавăнпа культура учрежденийĕсен çитес çул çак енĕпе мĕнле мероприятисем йĕркелесси çинчен халех шутлама тытăнмалла. Культура учрежденийĕсенче патриот клубĕсем хут çинче çеç пулмалла марри куç кĕрет. Тăван çĕр-шыв историне пирĕн пĕлмеллех. Семинара хутшăннисем Елчĕкри культурăпа кану çурчĕн ĕçченĕсен "Пучах" агитбригадăн пултарулăхне курса киленчĕç. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующине В.Вастуловăна, Таяпа Энтри ялĕн библиотекинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Н.Пчелова библиотекаре Раççей Федерацийĕн Культура тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисене парса чысларĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"