Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусă - урам илемĕ

21 июня 2011 г.

Иртнĕ çул çав тери шăрăх тăнăран ял çынни шывсăр нуша курчĕ. Шывсăр, чăннипех, пурнăç çук. Çакна тепĕр хутчен пурте ăнлантăмăр. Пахчасенчи йывăç тĕмĕсем, тĕрлĕ пахча çимĕç те нỹрĕк çитменнипе типсе юрăхсăра тухрĕ. Инкеклĕ çулталăк хăй пирки халĕ те аса илтерет. Халăхра çимелли çĕр улми вуçех тăрса юлмарĕ, çĕнĕ çимĕç пуличчен вара кĕтмелли вăхăт чылай. Çак пăтăрмахсем пурте шыв çитменнипе пулчĕç. Шăрăх çанталăкра шывсăр тăрса юлнă çынсем нумай çĕрте пусăсем чаврĕç. Аслă Елчĕкри Карл Маркс ячĕллĕ урамра пурăнакансем те пĕр-пĕринпе канашласа пусă чавтарма çирĕп тĕв тытрĕç. Çак ĕçе вăраха тăсмарĕç, шутланине - турĕç. Урамра пусă чавтарассишĕн касри хĕрарăмсем уйрăмах çине тăчĕç. Кулленхи пурнăçра шывпа ытларах вĕсем усă кураççĕ-çке. Хресчен çынни выльăх-чĕрлĕхне те усрать, пахча çимĕçне те акса-лартса çитĕнтерет. Пурне те шыв кирлĕ. Вут-кăвартан асăрханас шутпа та ял çыннисем хăйсен кил-çурчĕсен умĕнче пысăк пичкесенче шыв тытма хăнăхнă. Халĕ çак тараса урама илем кỹрекенни те. Ỹркенмен хĕрарăмсем: Маша Падуева, Зина Моисеева, Валя Каткова, Валя Печкова тата ыттисем те пусă таврашне тирпей-илем кĕртессипе нумай тимлерĕç. Халĕ те вĕсем ăна лайăх пăхса тăраççĕ. Шывĕ те тап-таса, туп-тулли. Чун савăнса тăрать. Тăрăшни сая каймарĕ. Шыв вара - чи пысăк пуянлăх.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика