Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс суйланă çул

26 января 2011 г.

Присоединенное изображение

Шкулта вĕреннĕ чухнех Славик лайăх енĕпе палăрнă. Лăпкă, ырă кăмăллăскер, мĕн пĕчĕкрен ỹкерме юратнă. Унăн ĕçĕсем пуринчен те лайăхрах пулнă.

Пĕр класра вĕреннĕ Анатолий Катин ун пирки аса илни пĕрре те манăçăнмасть: - Йăваш, сăпайлă, йĕркеллĕ ачаччĕ вăл, питĕ нумай кĕнеке вулатчĕ, вĕренỹре те лайăх ĕлкĕрсе пыратчĕ. Лаша пуласси тихаран паллă теççĕ, Славик ỹссе çитсен пултаруллă çын пуласси те ачаранах паллă пулчĕ... Çар хĕсметĕнчен таврăнсан йĕкĕт Ленин ячĕпе хисепленекен колхозри тимĕрçĕ лаççине ĕçлеме вырнаçнă. Паллах, колхозра ун чухне ытти ĕç те пулман мар. Ахальтен мар кăмăл тунă тимĕрçĕре ĕçлеме каччă. Çавăнтан туптанма пуçланă ăсталăх кунсерен, çулсерен вăй илсе пынă. Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ Владислав Дмитриевич Немцев художник-скульптор çак кунсенче хăйĕн çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă чухне, унăн кун-çулĕпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Елчĕк тăрăхĕн çыннисене паллаштарас тĕллев алла ручка тытма хистерĕ. Ĕмĕрĕсене колхозра ĕçлесе ирттернĕ Клавдия Васильевнăпа Дмитрий Алексеевич Немцевсем 5 ача çуратса ỹстернĕ: Илья, Сергей, Мария, Давид тата Славик. Хыçалти урапа кускăçĕ малти урапа йĕрĕпе пырать, тенĕ ĕлĕкрен. Немцевсен аслă ывăлĕн - Илья Дмитриевичăн алли ылтăн. Темĕн те ăсталама пĕлет, калама çук хитре картинăсем ỹкерет. Чи кĕçĕннинче - Славикре - пултарулăх вăрлăхĕ акаканĕ кам пулнине тỹрех тавçăрса илме пулать. 2009 çулта Чăваш Енре пичетленсе тухма пуçланă "Вишневый сад" журналăн 2-мĕш номерĕнчи 84-88-мĕш страницăсенче Владислав Немцевăн сăн ỹкерчĕкне курса савăнтăм. Кунта сăмаварсен коллекционерĕсем çинчен çырса кăтартнă. Вĕсенчен пĕри - В.Д.Немцев. Владислав Дмитриевич 1961 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1988 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илнĕ хыççăн 2009 çулччен çак институтрах преподавательте тăрăшнă. Вуншар ачана хăйĕн ăсталăхне ăша хывма вĕрентнĕ. Паянхи кун В.Немцев хăй тĕллĕн ĕçлекен художник-скульптор. Вăл 2001 çултанпа Раççей художникĕсен пĕрлĕхĕн членĕ. Славик студент чухнех йывăçран касса ăсталанă тĕрлĕрен кỹлепесем чылайăшне тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ. Халăх пултарулăхĕпе тата скульптурипе кăсăкланни, тĕрлĕ йывăçпа мĕнлерех ĕçлемеллин вăрттăнлăхĕсене тĕпчесе пĕлни ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшса пырать те ăна. 1987 тата 1991 çулсенче çамрăк художник Пĕтĕм Раççейри куравсене хăйĕн пĕтĕмпех "пиçсе çитнĕ" ĕçĕсене тăратма пултарнă. Унтанпа Владислав Дмитриевич нумай курава хутшăннă. Унăн произведенийĕсем пĕрре пăхма питĕ ансат, кăткăс мар пек, анчах вĕсенче мĕн чухлĕ чун апачĕ. Çăкăрпа çеç тутă пулаймастпăр эпир, пире, пирĕн чуна В.Немцевăн шухăша яракан скульптурисем нумай пуянлатаççĕ. Уйрăмах унăн юлашки çулсенче ăсталанă "Ангел", "Çамрăклăх", "Аннелĕх", "Сисĕмлĕх" кỹлеписем тарăн шухăша яраççĕ. Паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен ырă ĕçсем тăвас килет. Унăн ĕçĕсене курсан асаттепе асаннесен ĕмĕрне те тавăрма пулать. "Аваллăхсăр - пуласлăх çук", - çак тĕллевпе ăсталанă ĕçсем унăн пĕрре çеç мар. Владислав Дмитриевичăн пултарулăхĕ пиччĕшĕнчен куçнă пулсан, унран - ывăлĕпе хĕрне. 1985 çулта çуралнă Александрпа 1987 çулта кун çути курнă Мария ашшĕ çулĕпе утаççĕ. Иккĕшĕ те Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетĕнче пĕлỹ пухнă. Вĕсем те пултарулăх çулĕпе шав малалла талпăнаççĕ. Мария - дизайнер. Саша 2010 çулта Мускаври çамрăксен Пĕтĕм Раççейри куравне хутшăнса хăйĕн "Гепард" скульптурипе тĕлĕнтерчĕ. Саранскри "Аслă Атăл" ятпа ирттернĕ курава Сашăпа пĕрле Маша та хăйĕн кỹлеписене тăратнă. Улми йывăççинчен аякка ỹкменни çакă ĕнтĕ вăл. Ашшĕн, ывăлĕпе хĕрĕн -пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлекенсен - хăйсен ятарлă мастерской. "Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?", - тесе ыйтсан В.Немцевăн акă мĕнле хурав пулчĕ: - Паян пирĕн, Немцевсен, тĕп тĕллев - чăваш ятне тĕнчене çĕкленĕ мухтавлă ентешĕмĕрĕн - Г.Н.Волков академикăн бюстне тăвасси. Эпир ăна тăмран туса хатĕрленĕ. Халĕ Геннадий Никандровичăн çывăх тăванĕсемпе бюста мĕнле материалтан тăвас енĕпе калаçатпăр. Юлашкинчен çак сăмахсене калас килет: творчество çулне тĕрĕс суйласа илнĕ пирĕн ентешĕмĕр. Вăл пĕр тумхахсăр такăр пултăр, малтан-мала йыхравлатăр, ăнăçусем тума пулăштăр. 

Сăн ỹкерчĕкре: В.Д.Немцев ỹнерçĕ.


Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика