Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусă чавтартăмăр, шывлă та пултăмăр

11 августа 2010 г.

Шыв - чи хаклă пуянлăх. Типĕ те шăрăх çанталăкра çакна тепĕр хут ăнланса илтĕмĕр. Кăçал çу каçипе те колонкăсенчен шыв ăсманпа пĕрех. Аслă Елчĕкри Карл Маркс урамĕнче пурăнакансем шыв ыйтăвĕ малашне тата çивĕч пуласса пĕлсе пурте пĕр çын пек пулса пусă чавтарма шут тытрĕç. Чи малтан çакăн пирки 70 çулхи Мария Падуева, Валентина Каткова тата Зинаида Моисеева пĕр-пĕрин хушшинче калаçнă та касра пурăнакан ытти çынсене пĕлтернĕ. Пуçаруçăсем вăхăта вăраха ямарĕç, "Кил-çурт, хушма хуçалăх" хаçатра пичетленнĕ пĕлтерỹ тăрăх квалификациллĕ специалистсене шыраса тупрĕç. Шăнкăравласа ыйтса пĕлнĕ, хăш кун пусă чавма килессине палăртнă хыççăн Зинаида Моисеева кашни килрен 3-шер пин тенкĕ укçа пуçтарчĕ. Касра пурĕ 13 хуçалăх, нихăшĕ те турткалашса тăмарĕ, хăйсене тивĕçекен тỹпене пурте пĕр сăмахсăрах тỹлеме пулчĕç. Çапла майпа кирлĕ чухлĕ суммăна пуçтарса та пачĕç. Хĕллехи вăхăтра хăй килĕнче те мар, хĕрĕ патĕнче пурăнакан Валентина Горшкова ĕç ăнтăр тесе чи малтан укçа кăларса тыттарчĕ. Пусă чавма килĕшсе татăлнă Канаш районĕнчи специалистсем те нумай кĕттермерĕç. Ĕçе хăвăртлатас тесе касра пурăнакансем пурте, хăшĕсем çемйипех, пусă чавакансене пулăшма тухрĕç. Бобинсем - Петрпа Зинаида, Александра Ласточкина, Моисеевсем - Василипе Зинаида, Татьяна Кушманова, Анатолий Хушкин, Иван Кассиров, Патшинсем - Валентина тата Вячеслав, Мария Падуева, Валентина Каткова, Светлана Адюкова Алена тата Марина хĕрĕсемпе, Надежда Хушкина, Вера Чернова Илья тата Денис ывăлĕсемпе, Ласточкинсем - Алексейпе Валентина, Зоя Обручкова, Любовь Шепинова уйрăмах хастар пулнине палăртмалла. Ушкăнра чи çамрăкки çиччĕмĕш класра вĕренекен Илья Чернов пулчĕ, арçын ача хăйĕн пăравурлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вун виççĕмĕш бетон çаврашкана ярсан шыв вăйлăн тапса тухрĕ. Пĕрремĕш бетон çаврашкана пусса Денис Чернов антарчĕ. Кăкăр таран сивĕ шывра тăракан çамрăка Зинаида Бобина фельдшерица-пенсионерка çийĕнчех кирлĕ пулăшу пачĕ. Ун хыççăн пусса Вячеслав Патшин анчĕ. Икĕ вăй питти çамрăк бетон çаврашкасене кĕске вăхăтра пусса вырнаçтарса та пĕтерчĕç. Касра пусă чавса пĕтернĕ ятпа хĕрарăмсем сĕтел хатĕрлеме те ỹркенмерĕç. Шывĕ таса, тăрă пултăр тесе унта шампань эрехĕ пĕрĕхрĕç. Карл Маркс урамĕнче пурăнакансен пуçарăвне, вĕсен пархатарлă ĕçне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев та тивĕçлипе хаклать. 

Сăн ỹкерчĕкре: Аслă Елчĕкри Карл Маркс урамĕнче пурăнакансем хăйсен ĕçĕпе савăнаççĕ. Халĕ вĕсем пусăри шыв ан варалантăр тесе ун йĕри-таврашне бетон ярса хытарчĕç, тăрă витме хатĕрленеççĕ.


АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика