Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шырав" штаб членĕсем хастар ĕçлерĕç

07 июля 2010 г.

Аслă Елчĕкри вăтам шкулта военрук пулса ĕçлеттĕмччĕ ун чухне. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи чарăннăранпа 27 çул иртнĕ пулин те ялти миçе çын вăрçа кайни, вăрçăра çапăçусенче пуçĕсене хуни паллă марри пăшăрхантаратчĕ. Çак тĕллевпех шкулта "Шырав" штабĕ йĕркелерĕмĕр. Штаб членĕсем пулăшнипе нумай çĕнĕлĕх пĕлме пултартăмăр. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 600 çын тухса кайнине, вĕсенчен 300-ĕшне анчах шăпа яла таврăнма пỹрнине тупса палăртрĕç вĕсем часах. Çак вăхăтра штаб членĕсем 50 сăн ỹкерчĕк пухма ĕлкĕрчĕç. Вĕсенчен музей валли альбом турĕç. Фронтран таврăннă 167 çын орденсемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. Вăрçăран килнисенчен çурри ытла сурансемпе таврăннă пулсан та кашниех вăрçă çулĕсенче юхăнса кайнă колхоза ура çине тăратма хастаррăн хутшăннă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса разведкăра чапа тухнă А.О.Теньков пирки уйрăммăн палăртса хăварар. Вăл разведчиксен пысăках мар ушкăнне ертсе пынă. 1942-1943 çулсенче 130 хутчен разведкăра пулнă, 115 гитлеровеца пĕтернĕ, 10 "чĕлхе" тытса килнĕ. Хăйĕн 4 юлташĕпе 10-15 çынлă тăшмансен ушкăнне те парăнтарма пултарнă. Анисифор Осиповича Ленин орденĕ парса хисеп тунă. Унсăр пуçне вăл Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин (II степень) орденĕсене тата темиçе медале тивĕçнĕ. Унăн мăнукĕ И.М.Теньков полковник мирлĕ вăхăтрах унпа тупăшать тейĕн, вăл Хĕрлĕ Çăлтăр, Хăюлăх орденĕсене тата 6 медале тивĕçнĕ. Çар чаçĕн командирĕ пулма ĕлкĕрнĕ. "Шырав" ушкăн членĕсене Латвири Лиепая хулине хỹтĕленĕ фронтовиксем уйрăмах кăсăклантарчĕç. Вĕсем 67-мĕш стрелковăй дивизин 281-мĕш полкĕнче службăра тăнă пулнă. Вăрçă пуçлансан ку полк 70 кун хушши фашист-сен нумай пинлĕ çарне хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Сахал мар çухату тỹснĕ. Вĕсен командирĕсем камсем пулни те паллă марччĕ. Лаш Таяпари вăтам шкул учителĕ П.Сидоров çак полкăн командирĕ хаяр çапăçура пуçне хунине, полк комиссарĕ пулнă А.И.Павлов майор Правдинск хулинче пурăннине пĕлтернĕччĕ. Районти çар комиссариачĕ урлă А.Павлов адресне те тупрăмăр. Çакăн хыççăн Лиепая хулине хỹтĕленĕ ветерансемпе тĕл пулу ирттерес шухăш çуралчĕ. Ун çинчен ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне П.Сидорова пĕлтертĕм. Вăл ку шухăша ырларĕ, пултарнă таран пулăшма шантарчĕ. С.Смирнов писатель "Город под липами" ятлă кинофильм сценарине çырнине ăнсăртран пĕлни, унпа çыхăну тытни пире самаях пулăшрĕ. Вăл пире сахал мар тĕслĕх çинчен çырса пĕлтерчĕ. Ветерансен адресĕсене тупнă хыççăн вĕсене тĕл пулăва йыхравласа çырусем çыртăмăр. Тĕл пулу хăçан пуласси çинчен ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ П.Сидоров Шупашкарта тухса тăракан хаçатсен редакцийĕсене те пĕлтерсе хунă. Палăртнă кун тĕл пулăва тĕрлĕ облаçрен 22 ветеран килсе çитрĕ. Вĕсем хушшинче 281-мĕш полк комиссарĕ А.И.Павлов, 1-мĕш батальон командирĕ А.Н.Бугуров, Саратов хулинченех тата икĕ ветеран, тĕп хулари хаçатсен корреспонденчĕсем. Ветерансем пире 67-мĕш стрелковăй дивизин 281-мĕш полкĕнче службăра тăнă салтаксен паттăрла ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Тĕл пулăва пухăннисем Андрей Кунаков вилĕмĕ çинчен хурланса каласа пани пире самаях хумхантарчĕ. "Шырав" штаб членĕсем чылай ялсенче пулса Андрей Кунаков сăн ỹкерчĕкне шырарĕç. Сăн ỹкерчĕкĕ тупăнчĕ. А.Кунаков çинчен шкулти историпе краеведени музейĕ валли стенд туса хатĕрлерĕç. Çакă Аслă Çĕнтерỹ кунне 27-мĕш хут уявлас умĕн "Шырав" штаб членĕсенчен асăнмалăх парне пулчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика